Кун хыççăн кун. Нарăс, 12.
Çыхăну çирĕпленет
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче В.И.Качалов ячĕллĕ Хусан академи вырăс драма театрĕн гастролĕ иртнĕ.
Нарăсăн 8-мĕшĕнче икĕ пайлă "Глумов" спектакль кăтартнă. Вырсарни кун сцена çине "Квадратура круга" водевиль тухнă, тунти кун - "Пиковая дама" фантази. Виççĕшне те Раççей тата Тутарстан халăх артисчĕ, Раççей правительствин Ф.Волков ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Александр Славутский режиссер лартнă.
"Пиковая дама" ĕçе ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов тата ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев пырса курнă. Вадим Петрович хăнасене икĕ республика хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме, Шупашкар çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма май тупнăшăн тав тунă, Александр Славутские министерствăн Тав хучĕпе чысланă.
Н.СМИРНОВА.
"Шевлесем" - пĕрремĕш
Чăваш Ен спортсменĕсем командăсен хушшинче кросс енĕпе иртнĕ Европа кубокĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă. Ку хутĕнче ăмăртăва Португалири Альбуфейра хули йышăннă.
Европа турнирне Мускаври "Шевле" спорт клубĕнчи хĕрарăмсемпе юниорсен командисем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Ен атлечĕсем те пулнă. Пирĕн ентешсене 3 километр та 825 метрлă дистанцире уйрăмах ăнăçнă. Ку стартра Ольга Николаевăпа Тамара Чалкова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă, Ксения Махнева - вуннăмĕш. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Наталья Горчакова виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Раççей спортсменĕсем Италипе Испани командисене кая хăварса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă.
А.МИХАЙЛОВ.
Вĕсем сывă пурнăçшăн
Чăваш Ене "Ман хыççăн чуп" федераци проекчĕн ертÿçи, РФ çамрăксен политикин канашĕн членĕ Наталья Шульга тата RRUNS спорт клубĕн соучредителĕ Артем Долгополов килсе кайнă.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем ĕçлĕ тĕл пулăва мĕнрен пуçланă тетĕр/ Паллах, чупуран. Кÿлмек хĕррине Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем те тухнă. Ирхи зарядкăра хăпартланнăскерсем пирĕн республикăра "Ман хыççăн чуп" проектăн штабне уçнине халалланă уява хутшăннă тата проект хастарĕсемпе курса калаçнă. Унтан хăнасем колледжра сывă апатлану темипе ăсталăх сехечĕ ирттернĕ, çавăн пекех студентсене кулленхи тренировка, массаж хăйне евĕрлĕхĕсемпе паллаштарнă.
Чăваш Енре "Ман хыççăн чуп" проект 2013 çултанпа пурнăçланать, хальлĕхе йышра - 500 ытла волонтер. Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Етĕрнере, Тăвайра уйрăм штабсем ĕçлеççĕ. Вĕсем çынсене спортпа туслаштарас тĕллевпе кашни эрнере чупусемпе ятарлă акцисем йĕркелеççĕ.
Е.АНДРЕЕВ.
Пушарта çынсем вилнĕ
Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи икĕ пушарта тăватă çын пурнăçĕ татăлнă. Çак фактсем тĕлĕшĕпе следстви тĕрĕслевĕ ирттереççĕ.
Элĕк районĕнчи пураса тунă пĕр хутлă çуртра "хĕрлĕ автан" ташлама тытăнни пирки кÿршисем шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вут-çулăма сÿнтерсен инкек вырăнĕнче икĕ виле тупнă: пÿртĕн 76-ри хуçин тата çак хĕрарăма хуçалăхра пулăшнă 47-ри арçыннăн ?вăл та ку ялтах пурăннă% кĕлеткисене. Çурт тĕппипех çунса кайнă. Синкер сăлтавне тĕпчеççĕ, версисенчен пĕри - пирус туртнă чухне вутпа асăрханусăр пулни.
Çав кунах каçхи 9 сехет иртсен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр ялти çурт та кĕл-кăмрăка çаврăннă. Ку пушарта та икĕ çын вилнĕ: кил хуçин 55 çулти арăмĕ тата унăн 34-ри тăванĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх - вĕсем кăшт маларах çак арçынпа хĕрарăм ÿсĕр пулнине асăрханă. Малтанласа палăртнă тăрăх - инкек сăлтавĕ хутнă кăмакана пăхса тăманни.
Хальхи вăхăтра суд-медицина тата пушар-техника экспертизисем ирттереççĕ.
И.БЕЛОВА.
Комментари хушас