Archive - 15 Нарăс, 2014 - Хыпар

15 Нарăс, 2014

Асран тухмасть Афганистан

Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа паян 25 çул çитрĕ. Çак пулăма Раççейре кăна мар, Совет Союзĕн йышĕнче пулнă хăш-пĕр çĕр-шывра та анлă паллă тăваççĕ.

15 Нарăс, 2014

Олимпиадăна хутшăнни ‐ пысăк савăнăç

Сочири Олимп вăййисенче хĕрÿ тапхăр, спортсменсем кунсерен старта тухса Олимп медалĕсемшĕн вăй виçеççĕ. Хăш-пĕр дисциплинăра ăмăртусем вĕçленеççĕ, çавăнпа чылайăшĕ килелле çул тытать. Акă пирĕн спортсменка Елена Муратова та тăван ене таврăнчĕ.

15 Нарăс, 2014

Пациентсен шкулĕ уçăлчĕ

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Республика клиника больницин нефрологи уйрăмĕнче пÿрен вăраха кайнă чирĕпе нушаланакансен шкулĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна çак амакпа çыхăннă ыйтусене тĕпчекен центрăн вĕренÿ миссийĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

15 Нарăс, 2014

УЭК ыйтăвĕ, инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси...

Хĕллехи каникул хыççăн чăваш парламентарийĕсем çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçе тытăнчĕç. Ĕнер вĕсем Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăххăрмĕш сессийĕн кун йĕркине кĕртнĕ 12 ыйтăва тишкерчĕç.

15 Нарăс, 2014

Штраф пысăкланать

Нарăсăн 15-мĕшĕнчен, паянтан, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе чылай вăхăт усă курманшăн административлă яваплăха ÿстересси çинчен калакан федераци саккунĕ вăя кĕрет. Çĕр лаптăкĕ уйăрассипе, унпа усă курассипе, ăна харпăрлăха илессипе çыхăннă ыйтусем Раççей халăхĕшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче вĕсене тĕрлĕ шайра сÿтсе яваççĕ. Шел те, нумай вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пушă выртать, удобрени хывманран пулăхне çухатать.

15 Нарăс, 2014

Патшалăх пулăшăвĕ: хăвăртрах, пахарах

Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çул тĕлне граждансен 90% хăйсем пурăнакан вырăнтах патшалăх пулăшăвĕсене "пĕр чÿрече" йĕркипе илмешкĕн май пулмалла, çав шутра, паллах, нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ те. Çак хушăва пурнăçлас тĕллевпе пирĕн республикăра мĕнле ĕçсем туни пирки ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствинче йĕркеленĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕç.

15 Нарăс, 2014

Шупашкар урамĕсем анлăланĕç

Пурнăç хăвăрт улшăнать. Шурă Шупашкарăмăр, акă, юлашки 30-40 çултипе танлаштарсан, мĕн таран сарăлчĕ. Нумай хутлă çуртсем шăкăрин çĕкленеççĕ, çĕнĕ микрорайонсем уçăлаççĕ. Чăвашсен тĕп хулин аталанăвĕ пурне те хавхалантарать. Çав вăхăтрах çийĕнчех татса памалли ыйтусен «çăмхи» те хулăнлансах пырать. Хăй вăхăтĕнче, уйрăм çынсен çăмăл машинисен шучĕ сахал чухне, хальхи пек «пăкă» çине «пăкă» пулса хаклă вăхăта çухатман.

15 Нарăс, 2014

Шартлама сивĕрен - çурхи пахчана

Çак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă курав чунра ырă туйăм çуратать. Унăн авторĕ - Чăваш халăх художникĕ Раиса Терюкалова. Хĕллехи сивĕрен тÿрех çуллахи улăха, çурхи пахчана лекетĕн. Вун-вун тĕрлĕ чечек илĕртет хăй патне. Вăл çеç-и?

Pages