Комментари хушас

15 Нарăс, 2014

Асран тухмасть Афганистан

Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа паян 25 çул çитрĕ. Çак пулăма Раççейре кăна мар, Совет Союзĕн йышĕнче пулнă хăш-пĕр çĕр-шывра та анлă паллă тăваççĕ.

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче пуçланнă Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа ирттерекен Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ массăллă оборона тата спорт уйăхлăхĕ вăхăтĕнче кашни хула-районтах, çавăн пекех чылай коллективра вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем, тематика каçĕсем, чĕрĕк ĕмĕр каялла Афганистанри çапăçусенче пуç хунă ентешсене асăнса спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Паллă кун ячĕпе Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, Çар комиссариачĕ тата общество организацийĕсем ирттернĕ мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

- Эпир 1979 çул вĕçĕнче кÿршĕ çĕр-шывра пуçланнă вăрçа нихăçан та манма пултараймастпăр. 80-мĕш çулсенче унта пирĕн республикăран çара кайнă 5692 интернационалист воин хутшăннă. Шел те, 300 ентеш хаяр çапăçусенче пуç хунă е Чăваш Ене инвалид пулса таврăннă. Афганистанра хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă кашни ентеш паян та çитĕнекен ăрăва чăн-чăн ырă тĕслĕх кăтартать. Ахальтен мар ĕнтĕ çамрăксене патриот воспитанийĕ парас, яшсене Раççей çарне хатĕрлес тĕлĕшпе 2012-2013 çулсенче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра пирĕн республика пĕрремĕш вырăн йышăннă, Раççей оборона министерствин вымпелне тивĕçнĕ. Çак çитĕнÿре сирĕн тÿпе питĕ пысăк. Шанатăп, эсир малашне те çитĕнекен ăрăва чăн-чăн ырă тĕслĕх кăтартатăр, - терĕ Михаил Васильевич.

Интернационалист воинсен общество организацийĕн представителĕсемпе пулас салтаксем Çĕнтерÿ паркĕнче Афганистан вăрçинче пуç хунă ентешсене халалласа вунă çул каялла уçнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Пурте пĕр минут шăп тăчĕç, анлă лапамра хурлăхлă кĕвĕ янăрарĕ...

Культура керменĕнче иртнĕ каçра çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, республикăн çар комиссарĕ А.Мокрушин, Афганистан вăрçин ветеранĕсен Раççейри союзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ И.Кашаев, Афганистан вăрçин инваличĕсен Чăваш Енри организацийĕн ертÿçи Г.Матвеев тата Пĕтĕм Раççейри «Доблесть» çар пĕрлĕхĕн Чăваш Енри правленийĕн председателĕ В.Яковлев сăмах каларĕç.

Уяв каçĕнче 50 ытла «афганец» Раççей Федерацийĕн Правительствин медалĕсене тата Пĕтĕм Раççейри организацисен тĕрлĕ наградине тивĕçрĕ. Уяв Шупашкарти искусство ăстисен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ.


Петр СИДОРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.