Комментари хушас

15 Нарăс, 2014

Раççей спортсменĕсен хастарлăхĕ чакман-ха

Татьяна Волосожар, Максим Траньков, Ксения Столбова, Федор Климов.

Сочире иртекен Олимп вăййисенче хĕрÿ тупăшусем пыраççĕ. Уйрăмах унта Норвеги, Канада, Германи тата Нидерланд спортсменĕсем ăнăçлă ăмăртаççĕ.

Раççей команди 11 наградăпа хальлĕхе 7-мĕш вырăнта. Пирĕн пухмач кунран кун пуянланать. Акă ытлари кун Челябинск пики Ольга Фаткулина конькипе чупакансен хушшинче 500 метрлă дистанцие иккĕмĕш вĕçлесе «кĕмĕл» çĕнсе илчĕ. Раççей чемпионки тата рекордсменки, тĕнче чемпионачĕн çĕнтерÿçи Олимпиадăна иккĕмĕш хут хутшăнать. 2010 çулта вăл чи лайăх 10 спортсмен йышне те кĕрейменччĕ, ку хутĕнче ăнăçу унăн енче пулчĕ. Чăн та, Сочире фигуристсемпе конькипе чупакансене уйрăмах ăнать. Аса илтеретпĕр, маларах Виктор Анпа Ольга Граф пире икĕ медальпе, фигуристсен команди «ылтăнпа» савăнтарчĕç.

Юн кун та эпир хамăр спорт­сменсемшĕн ытларах пăл­­хантăмăр, пăр çинче эрешлесе ярăнакансем медальсемшĕн тупăшрĕç-çке. Раççей фигурис­чĕсем, иртнĕ Олимпиадăна шута илмесен, кашни ăмăртура пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă. Максим Марининпа Татьяна Тотьмянина, Роман Костомаровпа Татьяна Навка, Антон Сихарулидзепе Елена Бережная, Евгений Платовпа Оксана Грищук тата ытти чемпиона тĕнчипех пĕлеççĕ. Ку хутĕнче те пирĕннисем çĕр-шыв ятне ямарĕç. Максим Траньковпа Татьяна Волосожар иккĕмĕш «ылтăн», Федор Климовпа Ксения Столбова /вĕсем те командăсен ăмăртăвĕнче Олимп чемпионĕн ятне тивĕçнĕ/ «кĕмĕл» медаль çĕнсе илчĕç.

Виçĕм кун «Лаура» комплексĕн трасси çинче те хĕрÿ пулчĕ, унта биатлонистсем тупăшăва тухрĕç. Раççей спортсменĕ Евгений Гараничев 20 километрлă дистанцире, ăмăрту пуçламăшĕнчех малта пыраканскер, виççĕмĕш кăтартупа палăрчĕ. Франципе Германи спортсменĕсене темиçе çеккунт кăна выляса ячĕ. Ку - биатлонистсен иккĕмĕш медалĕ. Аса илтеретпĕр, нарăсăн 8-мĕшĕнче Ольга Вилухина спринтерсен чупăвĕнче пухмача «кĕмĕлпе» пуянлатнăччĕ. Кĕçнерни кунах Альберт Демченко, Татьяна Иванова, Александр Денисьев тата Владислав Антонов çунаçăсем эстафета пĕтĕмлетĕвĕпе пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç.


А.ПЕТРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.