УЭК ыйтăвĕ, инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси...
Хĕллехи каникул хыççăн чăваш парламентарийĕсем çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçе тытăнчĕç. Ĕнер вĕсем Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тăххăрмĕш сессийĕн кун йĕркине кĕртнĕ 12 ыйтăва тишкерчĕç.
Саккун проекчĕсенчен ытларахăшĕ субъектăн халĕ ĕçлекен саккунĕсене федерациннипе шайлаштарассипе çыхăннă. Чăваш Республикин муниципалитетăн нормăпа право акчĕсен регистрне йĕркелесси тата вĕсене тытса пырассин саккунне мĕншĕн тÿрлетÿсемпе хушăмсем кĕртме тивнине Чăваш Ен юстици министрĕ Надежда Прокопьева ăнлантарса пачĕ: «Федерацин «Патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тата саккун кăларакан органĕсен ĕç-хĕлне йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» саккунĕ улшăннă май субъектсенчи муниципалитет регистрĕн нормăпа право акчĕсене хатĕрлемелли тата тытса пымалли йĕркене çĕнетме тивет. Унччен эпир çак саккуна хут çине çырса вăй кĕртнĕ тĕк, халĕ ăна электрон мелĕпе кăна çирĕплетмелле. Çакă патшалăхăн информаци уçлăхне уçăмлатассипе, халăх хăйне кăсăклантаракан ыйтусен хуравне тÿрех тупассине лайăхлатассипе çыхăннă. Чылай чухне вăл муниципалитета çитекен правăн нумай акчĕсен хушшинче «çĕтсе» кайнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистра 40 пине яхăн правăпа норма акчĕ вырнаçтарнă. Кашни çулах унта 12 пин нормăпа право акчĕ кĕртеççĕ. Кăçалхи кăрлачра кăна 2 пин те 268 муниципалитет актне «вырăн панă»...
Надежда Викторовна ăнлантарнă тăрăх - çак тивĕçе малашне муниципалитет влаç органĕ хăйĕн вăйĕпе туса пырĕ. Çакă бюджет укçи-тенкине тăкаклассине палăрмаллах чакарма май парать. Саккун проектне профильлĕ комитетсенче тĕплĕ сÿтсе явнăран депутатсен докладчик патне ыйтусем пулмарĕç, саккун проектне харăсах икĕ вулавпа йышăнчĕç.
Сессин кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту ку е вăл производствăра вăй хума пултаракан сусăрсем валли ĕç вырăнĕ квотăламалли саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет ку тĕлĕшпе ятарлă тĕпчев ирттернĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕпе саккун проекчĕ хатĕрленĕ. «Пĕлтĕр Патшалăх Канашне, пирĕн комитета инвалидсене ĕçе вырнаçтарас пирки çыру нумай килчĕ. Сăмахран, «РусГидро» ертÿçисем, çавăн пекех республикăри ытти предприяти инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăланă чухне сывлăхшăн сиенлĕ /шавлă, вибрациллĕ, газлă.../ ĕç вырăнĕ уйăрма кирлĕ марри çинчен пĕлтерчĕç», - терĕ комитет председателĕ Петр Краснов. Вăл асăннă квотăна пирĕн республикăра 88-90% пурнăçланине пĕлтерчĕ: «Ку Раççейри чи лайăх кăтартусен шутĕнче». Виçĕм çул сусăр çынсем ĕçе вырнаçтарма ыйтса çырнин 60 процентне тивĕçтернĕ. Пĕлтĕр ку цифра 70 процентпа танлашнă. Малашне хальхи пек 40-30% аякра ан юлччăр тесе депутатсем икĕ вулавпа асăннă саккуна улшăнусем кĕртме йышăнчĕç.
Универсал электрон карттине илмелли вăхăта тепĕр çулталăклăха тăсассипе пуçарнă калаçу тĕрлĕ шухăшлăх çуратрĕ. Пĕрисем çакна хирĕç /«ял çыннине вăл ним тума та кирлĕ мар. Ăна хатĕрлени бюджет укçине ахалех тăкаклани»/, теприсем çĕнĕ технологие алла илнисем майлă: «меллĕ, хăвăрт». Ĕнерхи кун тĕлне пирĕн республикăра 5 пин ытла çын асăннă карттăна илнĕ, 15 пинĕшĕ заявлени çырнă. Тавлашура чăнлăх çуралать тенĕн - хальхинче те тупăнчĕ вăл. ЧР информполитикин министрĕ Валентина Андреева, Андрей Кулагин, Николай Малов, Вячеслав Александров депутатсен сăмахĕ иккĕленекенсен шухăшне сĕвĕрĕлтерчĕ ахăртнех: 42 депутатран 38-шĕ иккĕмĕш вулавпа уншăн сасăларĕç.
Депутатсем çавăн пекех республикăн ытти саккунне улшăнусем кĕртсе федерациннипе шайлаштарчĕç, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин, Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн отчечĕсене итлерĕç, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхне суйлама конкурс комиссийĕн йышне çирĕплетрĕç.
Юрий СТЕПАНОВ