Комментари хушас

15 Feb, 2014 | Хыпар | Сывлăх | undefined

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Республика клиника больницин нефрологи уйрăмĕнче пÿрен вăраха кайнă чирĕпе нушаланакансен шкулĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна çак амакпа çыхăннă ыйтусене тĕпчекен центрăн вĕренÿ миссийĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп специалисчĕ - нефрологĕ Ольга Автономова пĕлтернĕ тăрăх - асăннă мероприяти пĕрремĕш те мар, юлашки те пулмĕ, мĕншĕн тесен пÿрепе чирлекенсене тивĕçлĕ условисем туса парасси - паянхи медицинăн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри.

«Заняти ирттермешкĕн Тутар Республикинчи ĕçтешсем хаваспах килĕшрĕç. Ку енĕпе кÿршĕсем пухнă опыт чăннипех пуян. Çавна май сиплевçĕсемшĕн те, пациентсемшĕн те вĕсен сĕнÿ-канашĕ усăллă пуласси иккĕлентермест. Çакнашкал шкулсем унта йĕркеллĕ те ăнăçлă ĕçлеççĕ», - палăртрĕ Ольга Ильинична.

Сывă та таса пурăннă чухне пирĕн организмра пÿре мĕнле ĕçленĕ пирки пуçа ватмастпăр. Амак сиксе тухсан ун çинчен тÿрех аса илетпĕр. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх - мăшăрлă çак органтан пĕриех çын организмне туллин тивĕçтерсе тăма пултарать. Паллах, сывă пулсан ĕнтĕ...

Хусан патшалăх медицина академийĕн урологипе нефрологи кафедрин докторĕ, медицина ăслăлăхĕн кандидачĕ Миляцена Хасанова занятие пухăннисене - сиплевçĕсемпе пациентсене - пÿрен вăраха кайнă чирĕ кăларса тăратнă çивĕчлĕхсемпе паллаштарчĕ, вĕсене сирмелли мелсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕрĕссипе, çак амак пĕтĕм организма хавшатма пултарать - чĕререн тытăнса шăмă мими таранах. Ăна пула япаласен ылмашăвĕ пăсăлать, щит евĕр пар йĕркеллĕ ĕçлеймест тата ытти те.

Чирлисен тивĕçлĕ сиплев илсе тăнисĕр пуçне сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли каламасăрах паллă, унсăр пуçне апатланăва та тухтăрсемпе канашласа палăртма тивет. Сиплев тенĕрен, эмелсĕр пуçне юна вăл организмра вăрах тытăнса тăнă каяшсене пула наркăмăшланма пултарнине шута илсе çирĕплетнĕ вăхăтра тасатса тăмалла, гемодиализ мелĕпе-и, ыттипе-и...

Апла пулин те ятарлă аппарата сывă пÿрепе танлаштарма çук. Çавăнпа пациентсем суйлама пултараççĕ, е искусствăлла пÿре, е трансплатаци.

Пÿрене куçарса лартассипе çыхăннă ыйтусене ТР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман трансплатологĕ, Хусан патшалăх медицина академийĕн урологипе нефрологи кафедрин ассистенчĕ Шамиль Галеев уçăмлатрĕ, трансплатацие кайма хатĕрленекен пациентăн операци тутариччен тата ун хыççăн хăйне епле тытмаллипе паллаштарчĕ. Кун пек чухне «Кĕтекенĕн листокĕнчи» мĕн пур информацие тĕпе хурса çирĕп йĕркене пăхăнмалла иккен, сывлăха упрамалла, юнри гемоглобин шайне, организмри фосфорпа кальци виçине, юн пусăмне тĕрĕслеттерсе тăмалла тата ытти те.

Ольга Автономова ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин нефрологи центрĕн аталанăвĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх - унăн малашлăхĕ пысăк. Трансплатаци ирттермешкĕн ирĕк илмелли ĕçлĕ хутсене хатĕрленĕ, тивĕçлĕ органсене çитернĕ. Кăткăс оборудовани туяннă. Хальлĕхе вара пирĕн ентешсен донор пÿрине тивĕçмешкĕн Чул хулари сиплев учрежденине каймалла. «Кĕтекенсен листокне» йĕркеленисем 76-ăн. Вĕсен сывлăхĕн мониторингне тăтăшах ирттереççĕ.

Заняти пациентсен ыйтăвĕсене хуравланипе вĕçленчĕ. Тутар Республикинчен килнĕ медицина ăсчахĕсем пÿре чирĕ пирки ансат чĕлхепе ăнлантарни пухăннисене чăннипех килĕшрĕ, сĕнÿ-канашĕ те усăллă пулчĕ.


Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.