Патшалăх пулăшăвĕ: хăвăртрах, пахарах
Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çул тĕлне граждансен 90% хăйсем пурăнакан вырăнтах патшалăх пулăшăвĕсене "пĕр чÿрече" йĕркипе илмешкĕн май пулмалла, çав шутра, паллах, нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ те. Çак хушăва пурнăçлас тĕллевпе пирĕн республикăра мĕнле ĕçсем туни пирки ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствинче йĕркеленĕ пресс-конференцире каласа кăтартрĕç.
"2015 çул тĕлне çынсем пурте тенĕ пекех хăйсем пурăнакан вырăнтах НФЦра патшалăх пулăшăвĕсене хăтлă условисенче хăвăрт та пахалăхлăн илме пултараççĕ. Президент указĕпе килĕшÿллĕн этемĕн черетре 15 минутран ытла ирттермелле мар ", - мероприятие уçнă май пĕлтерчĕ министр çумĕ Инна Антонова. Вăл каланă тăрăх - Чăваш Республикинче ку ĕçе тапхăрăн-тапхăрăн йĕркелеме, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене 28 НФЦ /267 чÿрече/, çавăн пекех тĕслĕх библиотекăсенче уçнă 232 чÿрече никĕсĕ çинче кÿме палăртнă. Чăваш Енре пĕрремĕш НФЦна 2010 çулхи çĕртме уйăхĕнче уçнă. Паянхи кун тĕлне çакнашкал 26 центр /пĕтĕмпе 94 чÿрече/ ĕçлет, вĕсенче 2013 çул пуçланнăранпа "пĕр чÿрече" йĕркипе 188,8 пин пулăшу кÿнĕ. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çак мелпе 120 тĕслĕх библиотека никĕсĕ çинче усă курма пуçланă. Вĕсенче пĕтĕмпе 1548 консультаци, муниципалитетăн 163 тата патшалăх 1 пулăшăвне кÿнĕ. Кăçал тата тепĕр 112 тĕслĕх библиотекăра çакнашкал чÿречесем уçнă. Çапла вара тĕслĕх вулавăшсенче хальхи вăхăтра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене памалли 232 чÿрече ĕçлет.
НФЦсен тĕп тĕллевĕ - влаçăн пĕтĕм шайри органĕсен тата муниципалитет пулăшăвĕсене май килнĕ таран пĕр вырăнта кÿресси. Çакнашкал центрсене йĕркелес шухăш ахальтен çуралман. Çынсене кирлĕ инстанцисем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă, вĕсен ĕç вăхăчĕ те пĕр пек мар, вăл е ку чиновник вырăнта пулмасан та пултарать. Нумайăшĕн хĕсĕк коридорсенче ирĕксĕрех темиçе сехет кĕтме тивет. НФЦсем çак мелсĕрлĕхсене май килнĕ таран чакарма тивĕç. Кун пек организацисенче пĕтĕм "йышăну пÿлĕмне" пĕр çĕре пухнă, вĕсен ĕçне пĕр графикпа йĕркеленĕ. Пулăшу ĕçĕсене тÿлевсĕрех кÿреççĕ, клиентсем саккунпа палăртнă пошлинăсене çеç тÿлеççĕ. Граждансем валли кĕтмелли меллĕ вырăнсем пур, унсăр пуçне Интернета тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне кĕме майсем туса панă. Ачасем валли те кĕтес уйăрнă: пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕ документсемпе аппаланнă хушăра вăхăтне кăсăклă ирттерме пултараççĕ.
Нумай функциллĕ центрсенче паян 90 ытла пулăшу ĕçне кÿреççĕ, çав шутран 18-шĕ - федераци влаç органĕсен, 40-шĕ - республикăн, ыттисем - муниципалитет шайĕнчисем: тĕрлĕ справка, свидетельство, сертификат, лицензи илесси т.ыт.те. Районсенчи НФЦсем муниципалитет пулăшăвĕсен 70% тивĕçтереççĕ. Инна Антонова палăртнă тăрăх - паянхи кун республикăри халăхăн 55% хăйсем пурăнакан вырăнтах патшалăх пулăшăвне "пĕр чÿрече" йĕркипе илеççĕ. 2014 çул вĕçленнĕ тĕле ку кăтарту 70% çитмелле, 2015 çулта - 90%. Министр çумĕ Шупашкар хулин Калинин тата Мускав районĕсенче 2 НФЦ уçма йышăннине те пĕлтерчĕ. Вĕсенчен пĕрне кăçалах хута ярасшăн. Меллĕ тепĕр самант - республикăри пĕтĕм НФЦра документсене "универсал специалистсем" йышăнни, çавна май çынсен ятарлă чÿрече патне лекес тесе черет тăма тивмест. Çак специалистсем ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе влаç органĕсен представителĕсем йĕркелекен вĕренÿсене хутшăнаççĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн республикăра уполномоченнăй орган - ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин "Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кÿрекен нумай функциллĕ центр" АУ туса хунă. Вăл патшалăх пулăшăвĕсене "пĕр чÿрече" йĕркипе кÿрес тĕллевпе федераци тата республика влаçĕн, çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, явăçтаракан организацисемпе çыхăнса ĕçлессине йĕркелет, вĕсен ĕçне координацилесе тăрать. Асăннă НФЦ ертÿçи Елена Викторова миçе килĕшÿ туни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Нумай функциллĕ центрсен ĕçĕн пахалăхне çынсем мĕнле хакланине пĕлес тĕллевпе вĕсене анкета ыйтăвĕсене хуравлама сĕннине асăнчĕ. Шăпах çак анкетăсем тăрăх çитменлĕхсене палăртма, клиентсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕç пахалăхне лайăхлатма май килет.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас