Комментари хушас

15 Нарăс, 2014

Пуян та мухтавлă çул

Ĕнер Муркаш енри ĕçченсемпе ветерансен пысăк ушкăнĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пуçтарăнчĕ. Района туса хума йышăннăранпа 70 çул çитнине паллă турĕ.

Район тата унăн администрацийĕн пуçлăхĕсем Игорь Николаевпа Ростислав Тимофеев Муркашсем 70 çулта чыслăн та мăнаçлăн утса тухнă çулпа паллаштарчĕç. Муркаш ене Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1944 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн никĕсленĕ.

Уява пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

- Районăн çак тапхăрне пĕтĕмĕшле лайăх хак паратăп, - терĕ вăл. - Çапах та экономикăпа социаллă пурнăçра ÿсĕм те, каялла чакни те, лайăххи те, япăххи те пулнă. Муркаш тăрăхĕ республикăшăн яланах вăйлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн çирĕп тăнă. Хальхи вăхăтра та çак хаклава тивĕçлĕ. Ÿлĕм те çаплах пулĕ. Эсир ăçта вăй хурсан та хăвăр тивĕçĕре ăнăçлă пурнăçлатăр. Район историйĕ - çынсен пуянлăхĕ. Унсăр малашлăх çук. Паянхи савăнăçлă ларăва илемлĕ те илĕртÿллĕ культура керменĕнче ирттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Культура çулĕнче пирĕн историпе, пĕтĕм тĕнчешĕн хаклă пахалăхсемпе, çемьепе çыхăннă ыйтусене ытларах сÿтсе явмалла. Кашни патшалăхра сарăлнă глобализаци халăх тымарĕнчен килекен пахалăхсене кăштах «шĕветет» пулин те çынсем Тăван çĕр-шыва, республикăна, района юратни - тĕп вырăнта.

Михаил Игнатьев район пурнăçне лайăхлатас ĕçе ветерансем хăй вăхăтĕнче пысăк тÿпе хывнине, чылайăшĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикинче те çитĕнÿ тунине палăртрĕ. Хăшĕ-пĕри хăйĕн пултарулăхĕпе Раççее çеç мар, тĕнчене те тĕлĕнтернĕ. Пуçарулăх кăтартакан çамрăксене, уйрăмах çĕнĕ предприятисем уçса производство йĕркелекенсене, тĕрлĕ продукци туса кăларакансене тата пулăшу ĕçĕ тăвакансене ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕ. Патшалăх енчен вĕсене пулăшма шантарчĕ.

- Пурăнмалли çурт çуллен ытларах тăватăр. Вак суту-илÿ çаврăнăшĕ вăй илсех пырать. Маларахри çулсемпе танлаштарсан автомашина нумайрах туянатăр, - терĕ М.Игнатьев. - Пĕлтĕр ача çураласси республикăн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхланнипе, çав вăхăтрах çын вилесси ытлараххипе палăрнă. Ку кăтартăва кăçал аванлатасса шанатăп.

Республика Пуçлăхĕ район влаçĕнчен çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн, уйрăммăн илсен ĕç вырăнĕ ытларах йĕркелессишĕн, шалăва ÿстерессишĕн çине тăрса вăй хума ыйтрĕ. Пурне те сывлăх, телей, ăнăçу тума ырă сунчĕ. Район экономикипе социаллă пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн пĕр ушкăна патшалăх наградисем пачĕ.


Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.