Archive - 22 Jan, 2014 - Хыпар

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев район администрацийĕсен, ял хуçалăх организацийĕсен, тирпейлекен предприятисен ертÿçисене пуçтарса вĕсемпе агропромышленноç комплексĕн малашнехи аталанăвĕ çинчен калаçнă, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Патшалăх ял хуçалăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Иртнĕ çул пулăшу сумми 2,45 млрд тенкĕпе танлашнă, 2012 çулхинчен 19 процент ытларах. Çакна палăртнă чи малтанах хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Таварпа пулăшăвăн потребитель хакĕсен 2013 çулхи раштав уйăхĕнчи индексĕ чÿк уйăхĕнчин - 100,4, малтанхи çулхи çав вăхăтрин 106,3 проценчĕпе танлашнă.

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче апат-çимĕç таварĕ - 100,2, çулталăк пуçланнăранпа 106,3 процент хакланнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Шупашкарта вăтам тата пĕчĕк предпринимательсемпе тĕл пулчĕ. Республикăн экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин вĕсем Чăваш Ен экономикине пĕлтĕр хывнă тÿпене тивĕçлипе хак пачĕ.

Курăмлă тÿпе

Йышĕпе ултă пин çынна çывхаракан Шăнкăртам ялĕ районпа республикăра çеç мар, Раççейре те пысăк ялсенчен пĕри шутланать. Паян унталла та кунталла сарăлсах пыракан вăтăр сакăр урамра икĕ пине яхăн çемье тымар янă. Ял хушшипе выртакан çулĕ те самаях вăрăм: 39 çухрăма тăсăлать! Вырăнтах икшер пысăк вăтам шкулпа ясли-сад, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер, ветеринари пункчĕсем, лавккасем... Пĕринчен тепри хăтлă капмар çуртсем мĕне тăраççĕ! Урăхла каласан, çак яла пырса кĕрсенех халăх халсăр марри, ытлă-çитлĕ пурăнни сисĕнет.

Юлашкинчен иртнĕ халăх çыравĕ тăрăх - Мурманск облаçĕнче 3 пине яхăн чăваш тĕпленнĕ. Тĕрлĕ наци çыннипе килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, чылай мероприятие хастар хутшăнаççĕ.

22 Jan, 2014 | Хыпар | Спорт | Маттур!

Чăваш Енре кире пуканĕ тата штанга йăтасси чылай çул каяллах аталанма тытăннă. Спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланакансен йышĕ паян та сахал мар. Тимĕр вăййипе туслисенчен пĕри - Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва каччи Денис Семенов.

Çак кунсенче Шупашкарти йĕлтĕр базинче хĕрÿ тапхăр: ăмăрту хыççăн ăмăрту. Йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсем пĕр-пĕринпе тупăшаççĕ тейĕн. Мĕнех калайăн - хĕллехи сезон. Тата кăçал пирĕн çĕр-шывра - Олимп çулталăкĕ. Çавăнпа кашни ăмăртăва нарăсăн 7-мĕшĕнче Сочире пуçланакан Хĕллехи Олимп вăййисене халалланă.

Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕ 1994 çулта уçăлнă. Çак тапхăрта унта ăсталăха туптанă йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсем, фристайлçăсемпе конькипе чупакансем çитĕнÿпе сахал мар палăрнă.