Archive - 15 Jan, 2014 - Хыпар

ЧР Культура министерствинче кăçал иртекен Культура çулталăкĕн республика эмблемин чи лайăх эскизĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Красноармейски ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн художникĕ Александр Казаков çĕнтернĕ.

15 Jan, 2014 | Хыпар | Экономика | Уяв

Чăваш Республикин журналисчĕсем 2014 çулта Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне кăрлачăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă тăваççĕ.

Çак кунхине савăнăçлă уяв тата курав иртĕç /9 сехетре пуçланать/, унта Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсем тата карас çыхăнăвĕн операторĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартĕç, вĕсем çинчен каласа парĕç. 11 сехетре уяв концерчĕ пуçланать. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, отрасль ветеранĕсене професси уявĕпе республика ертÿлĕхĕ, отрасльсенчи организацисен ертÿçисем саламлĕç.

15 Jan, 2014 | Хыпар | Экономика | Уяв

Статья ятне кăларнă сăмахсене Прокуратура ĕçченĕн кунне халалланă уявра ĕнер ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов каларĕ. Кам çăрттан, кам карас пулнине чухлама йывăр мар-тăр.

Чăвашстатра вăй хуракансемшĕн 2013 çул ыттисем пекех канăçсăр ĕçре иртрĕ. Çĕнĕ çула кĕнĕ май утса тухнă çул-йĕре хакласси тата малашлăх тĕллевĕсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе паянхи кăларăмра Чăвашстат ертÿçи Эльвира Геннадьевна МАКСИМОВА паллаштарать.

Çĕрпÿ тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, çамрăклăхне малтан Инçет Хĕвел тухăçĕнче, кайран Чукотка наци округĕнчи Уэлен поселокĕнче ирттернĕ Иван Павлов икĕ теçетке çула яхăнах Йĕпреç поселокĕнче пурăнать. Вăл кунта çемйипех куçса килнĕ, çурт туяннă. Ачисем тахçанах саланса пĕтнĕ. Юратнă мăшăрĕ виçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ. Ĕç ветеранĕ халĕ пĕчченех кун кунлать.

Пĕррехинче хăнана кĕрсен акă мĕн тĕлĕнтерчĕ: стена тăршшĕпех вырнаçтарнă шкапсенче кĕнеке - туп-тулли.

Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ пулин те ачалăхпа яшлăхри хаваслă самантсем асăмрах. Пире техника питĕ илĕртетчĕ. Çамрăксем тракториста е водителе йышпа вĕренме каятчĕç. Хам та 1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтертĕм.

Пирĕн тăрăхри ялсенче ăста алăллă çын нумай. Мĕн кăна хатĕрлемеççĕ-ши вĕсем? Пĕри карçинкка-лăпă çыхать, тепри йывăçран кĕлетке касса кăларать, виççĕмĕшĕ техника енне туртăнать. Тăваттăмĕшĕ юнашарах пурăнсан та тепĕр чухне пушă вăхăтра вăл мĕнпе аппаланнипе кăсăкланмастпăр.

Унтанпа 4 çул ытла иртнĕ те - арçын çухални пирки хăшĕсем манма те ĕлкĕрнĕ пуль. Тăванĕсем, паллах, манман. Тата - сыщиксем, вĕсем çак тĕслĕхпе информацие пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă, Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ ÿкерчĕке тинех туллин уçăмлатнă.