Механизатор ĕлĕк хисепреччĕ
Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ пулин те ачалăхпа яшлăхри хаваслă самантсем асăмрах. Пире техника питĕ илĕртетчĕ. Çамрăксем тракториста е водителе йышпа вĕренме каятчĕç. Хам та 1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтертĕм. Шупашкар районĕнчи пĕр хуçалăхра тĕп инженерта ĕçлерĕм. Техника паркĕ çулсеренех пуянланатчĕ. Тырă пухса кĕртнĕ вăхăтра механизаторсен йышĕ 110 çынна та çитетчĕ. 150К тата гусеницăллă тракторсемпе икĕ сменăпа икшерĕн ĕçлетчĕç.
Çĕнĕ самана пуçлансан вара техника шучĕ чакма тытăнчĕ, механизаторсем ĕç укçи тивĕçтерменрен хуçалăхран кайма пуçларĕç. Шоркка ялĕнче пĕр вăхăтра 40 тракторист уя тухнă, халĕ 81 çулти Валентин Александровпа 79-ти Георгий Александров çеç юлчĕç.
Г.Александров Çатра Хочехмат шкулĕнче 7 çул вĕреннĕ хыççăн 13 çухрăмри Кÿкеçе пĕлÿ илме çÿрет. Çулталăк тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕç пурнăçлать, кайран Шупашкарти агрегат заводне юсавçă-слесаре вырнаçать. Çав хушăрах малашне тăван колхозра ĕçлес шухăша пуçĕнчен кăлармасть. Ашшĕ уй-хир бригадирĕ, арманçă пулнă. Георгий механизатор хисеплĕ професси пулнине шута хурса Сĕнтĕрвăрринче вĕсене хатĕрлекен курсра вĕренсе алла удостоверени илет.
Ăна малтанах ДТ-54 кивĕ трактор шанса параççĕ. Вăл хурçă ута лайăх юсаса кĕске хушăрах «ура çине» тăратать. Пур ĕçе те пысăк пахалăхлă та тĕплĕ пурнăçланăран тепĕртакран вĕр çĕннине шанса параççĕ.
Георгий Александрович хăватлă техникăна хĕлĕн-çăвĕн çÿретет. Çарта танкист-наводчик пулнăскере вăл çăмăллăн пăхăнать. Ана сÿрелет, тырă акать, курăк шăварать, хĕвел çаврăнăшпа куккуруса вĕтетсе силоса хывать, çĕртме сухалать... Мĕн кăна тумасть пулĕ!
Мăшăрĕпе Раиса Ивановнăпа вăл ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те ашшĕ çулĕпе кайнă: Юра Шупашкарти пĕр ЖКХ хуçалăхĕнче тракторист та, экскаваторщик та. Ольга шкул хыççăн уй-хир бригадине ертсе пынă, халĕ кайăк-кĕшĕк фабрикинче ĕçлет.
Георгий Александров тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль ларман. Вырма вăхăтĕнче йĕтемре сортировкăпа тырă алласа тасатнă, склад заведующийĕ те пулнă.
Пысăк тăрăшулăхпа тата ĕçченлĕхпе палăрнăскер 1974, 1975 çулсенче «Социализм ăмăрту çĕнтерÿçи» палла, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Владислав ПЛАТОНОВ