чыс

6 Утă, 2018

«Чыс туни чун хавалне çĕклет»

«Патшалăх наградине пани, пире çапла пысăк чыс туни чун хавалне çĕклет. Паллах, тата тăрăшарах ĕçлес килет», — тет Красноармейски районĕнчи «ВОЛИТ» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Валерий Петров. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Трак тăрăхĕнче Республика кунне уявланă чухне «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ.
Çемйипе пĕрле ĕçлеççĕ

14 Çу, 2015

Палăксене паттăрсене пуç тайма лартаççĕ

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарас умĕн Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнчи Хĕрлĕ тÿремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене сумласа вырнаçтарнă стелăпа тата тăшман танкĕсене тĕп тунă икĕ пушкăпа юнашар Афганистан вăрçинче çапăçнă район çамрăкĕсен, вĕсен шутĕнче - юнлă хирĕçтăрура пуç хунисен ячĕпе постамент çинче

15 Кăрлач, 2014

Механизатор ĕлĕк хисепреччĕ

Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ пулин те ачалăхпа яшлăхри хаваслă самантсем асăмрах. Пире техника питĕ илĕртетчĕ. Çамрăксем тракториста е водителе йышпа вĕренме каятчĕç. Хам та 1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтертĕм.

11 Кăрлач, 2014

Пысăк пархатар

Ваçкă Романовăн ачалăхĕ йывăр пулнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскере кукашшĕпе мăн аккăшĕ пăхса ÿстернĕ. Тăнлă пуçлăскер Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти шкул хыççăн малалла пĕлÿ илме тантăшĕсемпе тăватă çухрăмри Уравăша çÿренĕ. Пурнăç çулне суйласси ăнсăртран килмен. Вĕсен анкарти хыçĕнче патшалăхăн сортсене тĕрĕслекен сăнав участокĕ вырнаçнă. Агрономсен ушкăнне ертсе пыракан Алексей Ушмарин хăйсем патне час-часах пыракан, ыйтса пĕлме юратакан çамрăка кăмăлланă. Алексей Иванович ăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кĕме сĕннĕ, агрономи наукин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.