Комментари хушас

11 Кăрлач, 2014

Пысăк пархатар

Ваçкă Романовăн ачалăхĕ йывăр пулнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскере кукашшĕпе мăн аккăшĕ пăхса ÿстернĕ. Тăнлă пуçлăскер Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти шкул хыççăн малалла пĕлÿ илме тантăшĕсемпе тăватă çухрăмри Уравăша çÿренĕ. Пурнăç çулне суйласси ăнсăртран килмен. Вĕсен анкарти хыçĕнче патшалăхăн сортсене тĕрĕслекен сăнав участокĕ вырнаçнă. Агрономсен ушкăнне ертсе пыракан Алексей Ушмарин хăйсем патне час-часах пыракан, ыйтса пĕлме юратакан çамрăка кăмăлланă. Алексей Иванович ăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кĕме сĕннĕ, агрономи наукин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Вася Романов экзаменсене ăнăçлă тытнă. Тырă ÿстермелли наука майне-меслетне пĕлни вĕрентекенсене те тĕлĕнтернĕ, çавăнпах пулĕ ун çумне «академик» хушма ят çыпçăннă. Комсомол активисчĕсемпе пĕрле ирттернĕ культура ĕçĕсем, агротехника опычĕсем тавра курăмне пуянлатнă. Пилĕк çул сисĕнмесĕр иртнĕ, алăра - диплом. Чăваш çĕр-шывĕнчен аякка ĕçе каймалли хучĕ те пур. Пуçра - тĕрлĕ шухăш. А.Ушмарин ăс пани пуçран тухмастьS «Итле, Ваçкă, вĕренсе тухсан иксĕмĕр пĕрле хăвăр ял çĕрĕ çинче вăйлă тыр-пул ÿстерĕпĕр". Çитменнине, Ял хуçалăх министерствине колхозран килнĕ ушкăн ăна яла яма тархасласа ыйтать. Хăйне те çуралнă тăван кĕтес туртăмĕ ăша вăркатать. Çĕр ĕçĕпе ятарласа вĕреннĕ çын пулманни Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра хытă палăрнă. Çĕрпел пуçлăхĕсем ку таранччен те ÿсĕм тăвайман. Василий Романовăн пĕлĕве пурнăçа кĕртмешкĕн пайтах нушаланма, пуçа çĕмĕрме тивнĕ. Тĕп ĕçе вăл пусă çаврăнăшне йĕркелесе çитернинчен пуçланă. Районти комсомолецсен ертÿçи Анатолий Емельянов Çĕрпелсен ăнкаруллă агрономне ĕçĕпе, тарăн шухăшлавĕпе сĕнĕвĕсенчен тÿрех сисĕмлĕн асăрханăS шăпах пире кирлĕскер. Ăна колхозри «çамрăк гвардине» ертсе пыма сĕнет, пултарулăхне кура ВЛКСМ райкомĕн бюро членне суйлаттарать, пĕрлех райкомăн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен штатра тăман секретарĕ пулма çирĕплетет. Василий Романов пур енĕпе те вĕсен шанăçне тÿрре кăларнă. Вăрнар комсомолецĕсемпе çамрăкĕсем Пĕтĕм Союзри социализм ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ, куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялав тата «Урал” мотоцикл илнĕ. Çавăн тĕлнех Мускаври «Çамрăк гварди» издательствăра тухнă пĕрремĕш кĕнекинчи очерксенче Анатолий Емельянов Вăрнар çамрăкĕсен мухтавне çĕр-шыв тăрăх салатнă. Паллă председатель Сергей Коротков сĕннипе КПСС Вăрнар райкомĕн бюро членĕсем В.Романова тăван хуçалăха ертсе пыма шаннă. Пысăк ушкăнлă хуçалăхăн пуçлăхĕ, çав вăхăтрах уй тухтăрĕ те вăл. Малтанхи çĕнтерĕве вунă çултан халăх умне кăларма пултарнăS 1969 çулта колхоз кашни гектартан 26,6 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Çĕр улми тухăçĕ 200 центнертан та иртнĕ, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе те республикăри вăйлă хуçалăхсемпе танлашнă. Иккĕмĕш çитĕнĕвĕ тата вунă çултан килнĕS тыр-пул тухăçĕ гектар пуçне 32 центнера çитнĕ. Хуçалăх çĕрĕн кашни уйĕ хăйне лайăх пăхсан хресчене мĕн парнеленине пĕлсе çитни, халăха ăна юратма хăнăхтарни усă панах, гектар хăвачĕ яла пуйтарнă. Вырăнта усă курса тĕрĕсленĕ тырă, çĕр улми сорчĕсене акни-лартни, вĕсене хаклă хакпа сутни хуçалăха пысăк тупăш кÿнĕ. Выльăх-чĕрлĕх ăратне çулсерен çĕнетнĕ. Çĕнĕ витесем тунă. Фермăсенчи йывăр ĕçе механизацилесе тата автоматизацилесе çăмăллатнă. Колхоз вăйĕпе институтсемпе техникумсенче хăйсене кирлĕ специалистсене çителĕклĕ вĕрентнĕ. Колхозниксен ятарлă вĕренĕвне йĕркеленĕ, шкул çумĕнчех шоферсем, трактористсем хатĕрленĕ. Хуçалăхăн шалти ĕçне шутлă, тирпейлĕ йĕркелени, ĕçлекенсене шантарнă майпа тÿлени, тăкаклăх хакне усламлă шутлама вĕренни, ертÿçĕ ĕçне пĕр вырăнтан васкавлă та курăмлă йĕркелесе тăни те çав тери витĕмлĕ усă панă. Кунашкалли вара ĕмĕрте те пулман. Çĕрпеле те хулари йĕрке çитсе пурнăçа çĕнетнĕ. Ял хуçалăх ĕçне тытса пырассине цехсем тăрăх йĕркеленĕ. Уй-хиртен продукци туса илекен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен, механизаципе электрификаци, коммуналлă хуçалăх цехĕсене пултаруллă та пысăк пĕлÿллĕ специалистсем ертсе пыма пуçланă. Вĕсене ятарлă çăмăл автомашина уйăрса панă. Платниксен бригади колхозниксене палăртнă майпа çуллен çирĕм-вăтăр пÿрт хăпартса панă. Колхоза кĕрекен Çĕрпел, Хурăнсур Çармăс, Кайри Тукай ялĕсенчи çĕнĕлĕх, унран килекен ырăлăх тĕслĕхĕсем таврара сарăлнă. Вĕсем çĕр-шывăн ял хуçалăхне аталантармалли программине пурнăçлама пулăшнă, республикăри малта пыракан опыта вĕренмелли шкул пулса тăнă. В.Романовăн пурнăç палăртăвĕнче чи малтанах тыр-пул тухăçне, выльăх-чĕрлĕх тупăшне ÿстерессипе пĕрлех ял сăн-сăпатне çĕнетсе капăрлатасси, çĕр çыннин пĕлÿлĕхне, тавра курăмне, пĕтĕмĕшле культурине çÿлерех шая çĕклесси пулнă. Халăхшăн чи йывăр вăхăтра Çĕрпелте колхоз пекарни ĕçлеме пуçланă, унпа таврари ялсем те усă курнă. Вăтам шкул çĕнĕ çурта куçнă, юнашар культура керменĕ çĕкленнĕ. Инçех мар - тухтăр-фельдшер пункчĕ, аптека, ача сачĕ... Сывлăх учрежденийĕ валли «Васкавлă пулăшу» автокÿми ятарласа уйăрнă. Масарпа ял хушшине йывăç лартса илемлĕ парк чĕртнĕ, юнашарах стадион тунă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ик çĕр çирĕм салтака асăнса таврара çук чаплă палăк лартнă. Ăна Василий Игнатьевич ыйтнипе паллă художник-монументалистсем А.К.Брындинпа А.И.Иванов ăсталанă. Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Н.П.Карачарсков ертсе пыракан ÿнерçĕсен «Ял шуçăмĕ» ушкăнĕ, правлени чĕннипе, Çĕрпел тăрăхĕнче икĕ çул ытла пурăнса маçтăрлăх ĕçне тунă хыççăн культура çуртĕнче Чăваш Енре çук илемлĕх пуххи - «Ялти Третьяковка” - уçнă. Колхозра çапла социаллă-культурăллă пурнăç тĕвви çирĕпленнĕ. Ял çыннин пурнăçĕ те хулари пекех пулса пытăрччĕ тесе çамрăкранах ĕмĕтленнĕскерĕн, хăйне, Чăваш АССРĕнчи Вăрнар суйлав округĕнчи депутата, 1968 çулта СССР Аслă Канашĕн сессийĕнче тухса калаçма ирĕк парсан, ăшра мĕн-мĕн капланнине çĕр-шыв парламенчĕ умĕнче хăюллăнах пĕлтерес килнĕ. «Мускавра ял хуçалăхне аталантарма программа хыççăн программа йышăнаççĕ, анчах вĕсене пурнăçлама техника, хими им-çамĕ, удобрени, тырăпа çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсем çитмеççĕ, çурт-йĕр лартма материал çук, ялăн социаллă ыйтăвĕсене татса парассишĕн никамах та хыпса çунмасть...» Чăваш депутачĕ панă сĕнÿсене те шута илнĕ-ши аслă влаç çыннисем - çакăн хыççăн чăнах та «çÿлти” пуçлăхсем ял çыннисемшĕн те тăрăшнине вăл куçпа курса ĕненме пуçланă. Çав хушăрах Çĕрпелсем хавхаланăвне ÿстернĕ, хăйсен ÿсĕмĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. «Янгорчино» колхоза 1970 çулта РСФСР Аслă Канашĕн Хисеп хутне, 1974 çулта СССР Ял хуçалăх министерствин дипломне, 1975 çулта КПСС Тĕп Комитечĕн, СССР Министрсен Канашĕн, ВЦСПСăн тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне панă, 1976 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Мал курăмлă, çаврăнăçуллă, ăста ертÿçе В.Романова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрьти революци, Ленин орденĕсемпе чысланă. Вăл - Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ. Халăх панă «Колхоз ачи” хисеплĕ хушма ят вара - чи хакли. Пĕрлешÿллĕ хуçалăха пысăк хисеп тунă май, ĕç паттăрĕсене те тивĕçлипех хакланăS 33 çын - орден, 12-шĕ медаль çакса çÿрет, Раççейпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен ятне, Мухтав хучĕсене илнисем вун-вун. Василий Игнатьевичăн тăван çĕр çыннисен пурнăçне лайăхлатас енĕпе çунатлă шухăш-ĕмĕт нумайччĕ. Анчах ăна район канашне ертсе пыма ÿкĕтленĕ. Килĕшмех тивнĕ. Маларахах сиснĕ-ха унăн чунĕ хăйне юратнă ĕçрен уйăрасса. Çавна шута илсех вăл хăй хыççăн хăварма вăйлă ертÿçĕ хатĕрленĕ. Вăтăрмĕш çулсенче колхоз председателĕ пулнă Илья Андреевич Андреевăн шоферта ĕçлекен ывăлĕ ăна салтакран таврăнсанах килĕшме пуçланă. Хастар ачана бригадирта ĕçлеттернĕ - пултарнă. Вĕренсе агроном дипломне илсен çĕр тухтăрĕнче тĕрĕслесе пăхнă, тĕп агрономра та - ăнтарнă. Вăйланса çитнĕ колхоза малаллах янă, вун виçĕ çул хушшинче тыр-пул тухăçне гектар пуçне - 35, çĕр улмине 400 центнера çитернĕ, выльăх-чĕрлĕх тупăшне те сисĕмлĕ хăпартнă. Районта ĕçлеме тытăнсан Василий Игнатьевича тăватă çултан КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарьне куçарнă. Çĕнĕ çĕрте те вăл малтанхи хĕрÿлĕхĕпех, ăсталăхĕпех тăрăшса вăй хунă, халăхра ырă ят илнĕ, района нихăш енĕпе те республика умĕнче намăс кăтартман. Çав хушăрах ЧАССР Аслă Канашĕн икĕ суйлавĕнче те депутат тивĕçĕсене ăнтăлсах пурнăçланă. Йăрăс кĕлеткеллĕ, йăлттам, çивĕч куçлă, ăшă куллипе тыткăнлама пултаракан Çĕрпел каччи хитре те таса, уçă кăмăллă хĕр тĕлне пулнă. Галинăпа виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Геннадий, ял хуçалăх инженерĕ, Шупашкарта диплом илнĕ хыççăн ялтах ĕçленĕ. 1993 çулта ăна «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пыма суйланă. Çавăнтанпах ĕнтĕ Геннадий Васильевич хуçалăха аталану çулĕпе ăнăçлă илсе пырать. Çĕр ĕç культурине вăйлатнă май, наука çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă курса, кашни гектартан çуллен хĕрĕхшер центнер тĕш тырă, 300-400 центнер паха сортлă çĕр улми туса илет. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе районта Çĕрпелсене çитекен хуçалăх çук, Чăваш çĕрĕнче те сахал. Ашшĕн çулĕпе хастаррăн, такăнмасăр утакан пултаруллă ертÿçе 2006 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Халăх ертÿçин еткерлĕхĕ Романовсен ялта кăна 27 çул. Ашшĕ район пуçĕнче тăнине тата ытти вырăнти хуравлă ĕçсене шута илсен - 42 çул. Василий Романов хăйĕн 80 çулне кăмăл туллин, хаваслăн кĕтсе илчĕ. Владимир КУЗЬМИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.