Палăксене паттăрсене пуç тайма лартаççĕ

14 Çу, 2015

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарас умĕн Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнчи Хĕрлĕ тÿремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене сумласа вырнаçтарнă стелăпа тата тăшман танкĕсене тĕп тунă икĕ пушкăпа юнашар Афганистан вăрçинче çапăçнă район çамрăкĕсен, вĕсен шутĕнче - юнлă хирĕçтăрура пуç хунисен ячĕпе постамент çинче пехотăн çар машини /БМП-1/ вырăн йышăнчĕ. Ăна Екатеринбург облаçĕнчи çар чаçĕнчен кÿрсе килнĕ. Паллах, тăкаксемсĕр пулман. Ăна пĕтĕмпех çак ял тăрăхĕнчи Матикассире çуралса ÿснĕ, хĕсметне сывлăш десант çарĕнче ирттернĕ, Афган вăрçинче Хĕрлĕ Çăлтăр ордена, Совет Союзĕн тата Афган çĕршывĕн «Паттăрлăхшăн» медалĕсене тивĕçнĕ Геннадий Орловпа Ишек тăрăхĕнчи Николай Мадеров /вăл та - çар наградисен кавалерĕ/, ытти хастар «афганецсем» хăйсен тата спонсорсен укçи-тенкипе саплаштарнă. Геннадий Леонтьевич темиçе хут Мускавра РФ Оборона министерствинче пулнă. Пуçарăва вĕçне çитерме 345-мĕш полкăн 9-мĕш ротинче /вулакан ун çинчен çак ятлă илемлĕ фильм урлă пĕлетех ĕнтĕ/ пĕрле душмансемпе çапăçнă Игорь Каркаполов /Мускав хули/ нумай пулăшнă. Сăмах май, Ишлейри палăка уçма Игорь Павлович хăй те хутшăнчĕ.

Палăк вырăнне йышăннă пехотăн çар машини 1994 çулта Çурçĕр Кавказри çар операцийĕсене хутшăннă. «Аманнă» та: унăн айĕнче мина çурăлса кайнă. Юсама илсе тухсан техспециалистсем ăна пăрахăçланă. Халĕ, акă, çамрăксене патриотизм воспитанийĕ пама пулăшĕ, Аслă вăрçă хыççăнхи, аслашшĕсемпе ашшĕсен паттăр тĕслĕхĕпе хавасланса ÿснĕ ăрăвăн хăюлăхĕ çинчен аса илтерсе тăрĕ. Çар машинин кĕпçи анăç еннелле çаврăннă. Ку та ахальтен мар: тăшман сĕкĕнсе пăхтăр-ха - «Хĕçпăшалпа килекен хĕçпăшалтанах вилĕм тупĕ!»

Палăка уçма тĕрлĕ ÿсĕмрисем - нимĕç захватчикĕсене çапса аркатнисем те, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри вăрçăсенче хăюлăхпа палăрнисем те, шкулсенчи кадет класĕсенче ăс пухакансем те, паян-ыран çар ретне тăма алла повестка илнисем те йышлăн пухăннă. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем те, тĕрлĕ шайри депутатсем те - кунтах. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисен кăкăрĕсем çинче - тăп тулли орден-медаль...

- Палăксене çапăçу хирĕнчен чĕрĕ-сывă тухайман паттăрсене пуç тайма, паянхи çамрăксене хамăр историпе тĕплĕ паллаштарма, сумлă ентешсен çутă тĕслĕхĕпе хавхаланса пурăнма лартаççĕ, - терĕç митинга хутшăннă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Анатолий Князевпа Николай Николаев, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров, Ишлей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Яков Кушев, çар наградисен кавалерĕсем Геннадий Орловпа Игорь Каркаполов тата ыттисем. Сăмах калакансем нумайăн пулчĕç, вĕсене пурне те шухăш пĕрлештерчĕ: «Нимĕнле тăшман та Раççей халăхне нихăçан та чĕркуçлентереймĕ. Эпир тăван çĕршыва юратнă, юрататпăр, çак туйăм малашне татах вăйланса пырĕ...»

Юрий ЛИСТОПАД.

Николай МАДЕРОВ сăнÿкерчĕкĕ

Теги: