«Карас ан тĕлĕртĕр - çавăнпа çăрттан пур»

15 Кăрлач, 2014

Статья ятне кăларнă сăмахсене Прокуратура ĕçченĕн кунне халалланă уявра ĕнер ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов каларĕ. Кам çăрттан, кам карас пулнине чухлама йывăр мар-тăр. Сергей Евстафиевич шÿтлесе те илчĕ: «ШĔМ прокуратура сăнаса тăракан чи пысăк ведомство пулнă май сирĕн «питĕ ăшă тимлĕхĕре» куллен туйса тăратпăр». «Çăрттансем» шÿте ăнланчĕç - министрăн салам сăмахĕсене алă çупса йышăнчĕç.

Тепĕр тесен ăшă сăмахсем йышлă пулчĕç. Тĕп салам, паллах, республика Пуçлăхĕнчен Михаил Игнатьевран. Вăл прокуратура çын прависемпе патшалăх интересĕсене хÿтĕлекен тĕп институтсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Шăпах çак тытăм çине тăрса ĕçленипе çивĕч те кăткăс ыйтусене татса пама май килет. Михаил Васильевич республикăра ĕç укçин парăмĕ пысăк пулнине аса илтерчĕ - 125 млн тенкĕ таранах капланнă. Прокуратура йышăннă мерăсем ку енĕпе çивĕчлĕхе сирме май панă. Е тата - хваттер тума пая кĕрсе улталаннă çынсен нуши. Паян нумайăшне пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ ĕнтĕ, кунта та «патшалăх куçĕ» тесе хаклакан тытăм йышăннă мерăсен тÿпи тĕп пĕлтерĕшлĕ.

ЧР Пуçлăхĕ вăхăт прокурорсен умне çĕнĕ ыйтусем кăларса тăратнине палăртрĕ. Çав шутра - коррупципе çине тăрса кĕрешесси, терроризмран хÿтĕленесси. «128 халăх ывăлĕ-хĕрĕ пурăнакан республикăра хивре национализм валли вырăн пулмалла мар», - терĕ Михаил Васильевич.

Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров та прокуратура ытти влаç органĕпе тачă çыхăну тытни Чăваш Ен аталанăвне тĕревлени пирки каларĕ. Саламлакансен, прокуратурăпа алла-аллăн ĕçлекен тытăмсен ытти ертÿçин, сăмахĕсенче те çакнашкал шухăшах янăрарĕ: республика, район-хула прокуратурисен ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлани куç кĕрет.

ЧР прокурорĕ Владимир Метелин хăйĕн ĕçтешĕсене ăнăçусем, прокуратура ветеранĕсене сывлăх сунчĕ. Ватăсене парнесемпе хавхалантарчĕç. Пĕриншĕн вара, Иван Григорьевшăн, иккĕлле уяв пулчĕ: шăпах ĕнер 90 çул тултарчĕ. Вăрмар районĕн прокурорĕн пулăшуçинчен пуçланăскер хаяр вăрçă çулĕсенче фронтра çапăçса орден-медале тивĕçнĕ, служба карьерине ЧАССР прокурорĕн çумĕнче вĕçленĕ. Ăна тав туса Михаил Игнатьев республика символикиллĕ сехет парнелерĕ /сăн ÿкерчĕкре/. Ветеранăн 100 çулхи юбилейне те пĕрле паллă тума сĕнчĕ.

Прокурорсен паянхи ăрăвĕ те аслă ĕçтешĕсенчен юлмасть. Ĕçĕ яваплă кăна мар - анлă та. 2013 çулта прокурорсем тĕрĕслевсем ирттерсе граждансен прависене пăснин 27 пин ытла тĕслĕхне тупса палăртнă. Саккунсăр 2,5 пине яхăн право актне протестленĕ, судсене 10 пин ытла ыйтупа тавăç тăратнă, саккуна пăснине пĕтерме сĕнсе 4,5 пин ытла представлени çырнă. Прокурорсен йышăнăвĕсене тĕпе хурса должноçри тата юридици вăйĕнчи 1,5 пин ытла çынпа тытăма административлă майпа явап тыттарнă, прокурорсен материалĕсем тăрăх следстви органĕсем 45 уголовлă ĕç пуçарнă.

Çынсен ĕçлевпе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă прависене хÿтĕлес енĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçленĕ. Ĕç укçин парăмĕпе çыхăннă ыйту пирки каларăмăр, унсăр пуçне те хута кĕмелли ыйту пайтах: 160 çемьен черетсĕр хваттер илмелли правине тавăрнă, пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен прависене хÿтĕленĕ, çут çанталăка сыхлакан саккунсене пурнăçлассине тивĕçтернĕ. Тата - уголовлă суд производствинче граждансен Конституципе пăхнă прависене тивĕçтересси. Малтанхи следстви вăхăтĕнче саккуна пăснăшăн кăна право хуралĕн органĕсен должноçри 600 ытла çыннине дисциплина енĕпе явап тыттарнă /акă вăл - ШĔМ ертÿçи калакан «питĕ ăшă тимлĕх»/.

ЖКХ сфери тĕлĕшпе тимлĕ ĕçленĕ. Граждансен тата бюджет укçине /çав шутра - çынсене юхăннă çуртсенчен куçарма уйăрнине/ вăрланă тĕслĕхсемпе кăна 30 ытла уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене тĕпченĕ май уголовлă ĕçсен фигуранчĕсем 574 млн тенке хăйсен ирĕкĕпе саплаштарнă, вĕсен 15 млн яхăн тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ.

Ĕçне кура - хисеп, чыс. ЧР Пуçлăхĕн Тавĕ, хисеп грамотисем, аслăрах звани, тава тивĕçлĕ ятсем - вĕсене тивĕçнисен йышĕ пысăк пулчĕ. Наградăланисен шутĕнче тĕрлĕ должноçра ĕçлекенсем: Тамара Шурыгина, Валерий Михайлов, Елена Волкова, Виталий Щетинкин, Любовь Доброхотова, Фаина Крылова тата ыттисем. Саламлатпăр! Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене те ЧР прокурорĕн Тав хучĕпе хавхалантарчĕç. Çав шутра çак йĕркесен авторне те - прокуратура органĕсен общество пурнăçĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшне çутатас енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн. «Хыпар» хаçат асăннă ĕçе хывакан тÿпене çапла хакланăшăн тавах.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.