Хамăрăн эмблема пур

15 Кăрлач, 2014

ЧР Культура министерствинче кăçал иртекен Культура çулталăкĕн республика эмблемин чи лайăх эскизĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Красноармейски ял тăрăхĕнчи информаципе культура центрĕн художникĕ Александр Казаков çĕнтернĕ. Александр Анатольевич хăйĕн ĕçĕнче чăваш гербĕн элеменчĕсемпе тата чăваш тĕррипе усă курнă.

Асăннă хăйне евĕр тупăшăва дизайнерсем, графиксем тата аслă шкулсенче ÿнер енĕпе пĕлÿ илекен студентсем хутшăннă. Анчах çичĕ конкурсант хушшинче Александр Казаков кăна профессионал пулнă. Ĕçсене Чăваш Енри Художниксен тата Дизайнерсен союзĕсен членĕсем хакланă. Хаклавра ытларах хăйне евĕрлĕхе, тарăн шухăша, шайлашулăха тата, паллах, чăваш наци культурин уйрăмлăхне çутатнине шута илнĕ. Культура çулталăкĕн эмблеминче «2014» хисепе авалхи сăвар-пăлхар руна çырулăхĕнчи евĕр хатĕрленĕ. Эмблемăри хĕрлĕ тĕс шухăшлав ирĕклĕхне, йăла-йĕркене упранине кăтартать* сарă - çĕр çинче пурне те пурнăç парнелекен хĕвел тĕсĕ* ылтăнни пуянлăхпа ăнăçулăха палăртать.

Конкурс çĕнтерÿçине Чăваш Республикинче Культура çулталăкĕ уçăлнă ятпа ирттерекен савăнăçлă уявра /вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче кăрлачăн 17-мĕшĕнче пулĕ/ асăнмалăх парнепе чыслĕç. Çак самантран асăннă эмблема Чăваш Республикинчи Культура çулталăкĕн официаллă палли шутланать. Ÿлĕм вăл сувенирсене илемлетĕ, Хисеп хучĕсене, афишăсемпе плакатсене капăрлатĕ.

Р.Анатольева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.