«Статистикăна этем шăпи те интереслентерет...»
Чăвашстатра вăй хуракансемшĕн 2013 çул ыттисем пекех канăçсăр ĕçре иртрĕ. Çĕнĕ çула кĕнĕ май утса тухнă çул-йĕре хакласси тата малашлăх тĕллевĕсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе паянхи кăларăмра Чăвашстат ертÿçи Эльвира Геннадьевна МАКСИМОВА паллаштарать.
- Эльвира Геннадьевна, иртсе кайнă çулталăк статистиксемшĕн мĕнпе асра юлчĕ? Ведомствăн кăçалхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвне еплерех хаклатăр?
- 2013 çул пулăмсенчен пуяннине палăртмалла. Пирĕншĕн, статистиксемшĕн, вăл хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Раççейре Статистикăн тĕп комитетне йĕркеленĕренпе 150 çул çитнине паллă турĕç. Çакă Пĕтĕм тĕнчери Статистика çулталăкĕпе - тĕнче общественноçĕ бизнесшăн, правительствăшăн, массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн, политиксемшĕн, студентсемшĕн тата халăхшăн статистика ăслăлăхĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине пропагандăлас ĕçе хутшăннă тапхăрпа - пĕр килни те хăйне май пулăм. Паллах, çак акцие пирĕн коллектив та ырласа йышăнчĕ.
Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле илес тĕк ăна пурнăçлама çăмăлах пулмарĕ. Çакă статистика органĕн тĕллевĕсемпе тивĕçĕсем нумай енлипе çыхăннă. Федераци планĕпе палăртнисене пурне те туллин тата вăхăтра пурнăçларăмăр. Пайăррăн асăнас тăк Чăвашстат çуллен статистикăн усă куракансен анлă ушкăнне кирлĕ пулакан 40 млн ытла кăтартăвне хатĕрлет.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăма та асăнса хăвармалла: Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсен официаллă кăларăмĕсене Росстат та, Чăвашстат та пичетлесе пĕтернĕ. Вĕсемпе влаç органĕсен представителĕсем социаллă пурнăçпа экономика прогнозне палăртмашкăн усă курнипе пĕрлех ахаль граждансем те хăйсен тавра курăмне тата эрудицине пуянлатас тĕллевпе паллашма пултараççĕ. Пур кăларăма та сайтсенче уççăн вырнаçтарнă.
- Ахаль гражданина хăйне патшалăх яланах хакланине тата уншăн тăрăшнине туйса тăмашкăн тата çакна ĕненмешкĕн халăх çыравĕн кăтартăвĕсемпе кăна тивĕçтерни çителĕксĕр пулассăн туйăнать.
- Çакна тĕрĕс палăртрăр. Ку енĕпе статистиксенчен информаци тата ытларах ыйтма пуçларĕç. Росстат социаллă тата демографи лару-тăрăвĕн ыйтăвĕсемпе федерацин статистика сăнавĕсен тытăмне ĕçе кĕртме тытăнчĕ, ăна кил хуçалăхĕсене суйласа илсе анлă тематика тăрăх ирттереççĕ. Çапла вара социаллă статистикăна общество процесĕсем хисеп енчен улшăннин палăрăмне уйрăм çын, çемье, кил хуçалăхĕ урлă хакласа тишкерекен комплекс пек йĕркелеме май килет. Кун пек чухне граждансем хăйсене социаллă тĕпчевсене хутшăнакансем пек туйма, обществăн уйрăлми пайĕ пулнине ăнланса илме пултараççĕ. Статистика тĕпчевĕсен тапхăрĕнче пухнă кăтартусем социаллă-демографи процесĕсене çĕнетсе улăштарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене анлăрах та тарăнрах ăнланма май параççĕ. Пĕлтĕр çакнашкал темиçе тĕпчев ирттертĕмĕр.
- Вĕсем мĕнпе çыхăннă?
- Тĕслĕхрен, Раççейре пĕрремĕш хут граждансен апатланăвĕн рационĕн сезон вăхăтĕнчи улшăнăвне уçăмлатас тĕллевпе ахаль çемьесенче тулли сăнава икĕ тапхăрпа - çуркунне тата кĕркунне - йĕркелерĕмĕр. Чăваш Енре сăнава 440 кил хуçалăхĕ лекрĕ.
- 440 кил хуçалăхĕ лекнĕ тенĕрен, вĕсене палăртнă чухне тĕпе хумалли сăлтав пур-и?
- Паллах. Çынсем пурăнакан вырăна, уйрăм кил хуçалăхне халăхăн юлашки çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ ăслăлăхпа меслетлĕх хатĕрлевĕ тăрăх Росстат палăртнă. «Кил хуçалăхĕ» термина ахальтен суйласа илмен. Çемьесенчен кăна мар ыйтса пĕлнĕ. Тĕслĕхрен, палăртнă адреспа хваттере тара тытнă студентсем пурăннă е кил-тĕрĕшри ĕçе тумашкăн уйрăм çынна чĕнсе илнĕ пулсан арендаторсен тата персоналăн рационне те шутланă. Ку тĕпчевре респондентсен ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апат пирки кăна мар, талăкра чĕре сури тунă кашни самант пирки каласа памалла пулнă.
- Мĕн чухлĕ çинине еплерех шута илнĕ? Кăмăл хыççăн каймасăр хаклани мар-и çакă?
- Тĕрĕсрех кăтартусем илмешкĕн РАМНăн Апатланăвăн наукăпа тĕпчев институчĕ «Çимĕçсен тата блюдăсен порцийĕсен альбомне» туса хатĕрленĕ, çак кăларăм мĕн чухлĕ çинине ыйтăм вăхăтĕнче палăртма пулăшнă. Калăпăр, респондент ирхине хăй мĕн чухлĕ пăтă çинине пĕлтермешкĕн иккĕленсе тăрать, кун пек чухне ăна альбомри блюдăсен порцине кăтартаççĕ. Унсăр пуçне интервьюера пăтта мĕнпе - шывпа е сĕтпе, çупа е унсăр - пĕçерни те интереслентернĕ. Çакă çын организмне кирлĕ витаминсене тата микроэлементсене палăртма май панă.
- Статистика этем шăпипе тинех интересленме тытăнчĕ апла?
- Управлени йышăнăвĕсем туса хатĕрленĕ тата вĕсене çирĕплетнĕ чухне халăхăн çивĕч ыйтăвĕсемпе çыхăннă информацие тĕпе хураççĕ. Правительствăн вăл е ку программи - калăпăр, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес, халăха ĕçлĕ тăвас тытăмсенче пулăшăва пурте илме пултарассипе тата вĕсен пахалăхне ÿстерессипе çыхăннисем - еплерех пурнăçланса пынине пĕлмелле. Халĕ эпир ĕç-хĕлĕн çак тытăмĕсенче тинех тĕпчев ирттерме пултартăмăр. Пулăшусен пахалăхне çынсем мĕнле хаклани уçăмланĕ. Сăмах май, виççĕмĕш /вăл харпăр хăйне тыткалас факторсемпе çыхăннă/ тĕпчевре граждансем сывлăхне мĕнле упрани - сывлăх шайĕ, сиенлĕ йăла-йĕркепе туслашни, апатлану культури çинчен пĕлни, хăш çимене кăмăллани, медицина пулăшăвĕн пахалăхне хаклани, спортпа туслă пулни пирки хуравланă. Çывăх вăхăтрах халăхăн ÿт-пÿ, репродукци тата психика сывлăхне тĕреклетме пулăшакан е сиен кÿрекен факторсене уçăмлатма май килĕ.
- Апла тăк асăннă тĕпчев граждансен хăйсен сывă пурнăç йĕркишĕн яваплăрах пулмаллине çирĕплетет...
- Унсăрăн епле-ха? Чи малтанах хăйĕншĕн, сывлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн тăрăшассине кашни çыннăн асра тытмалла. Сăмах май, аталану пирки пĕр-ик сăмах. Халăх информаципе коммуникаци технологийĕсемпе мĕнле усă курать-ха? Çакна чухламастпăр вĕт. Ку енĕпе те тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Пире кил хуçалăхĕнче уйрăм çын усă куракан компьютер пурри-çукки, Интернет уçлăхне тухмалли майсемпе тивĕçтерни-тивĕçтерменни, вĕсемпе килте тата ĕç вырăнĕнче усă курнин тăтăшлăхĕ, хăнăху тата тĕллевĕ интереслентерчĕ. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх халăх информаци хăрушсăрлăхĕн хальхи хатĕрĕсемпе еплерех интересленни тата çул çитмен ачасене сеть уçлăхĕн кибер-шиклĕхĕнчен хÿтĕлени уçăмланĕ. Кунсăр пуçне граждансем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен порталĕсемпе туслашнине пĕлĕпĕр.
Кăтартусене тĕпе хурса Раççей Федерацийĕн, федераци округĕсен, ял-хулан, халăхăн социаллă-демографи тĕлĕшĕнчи уйрăм ушкăнĕсен официаллă статистика информацине йĕркелеççĕ, унпа патшалăхăн «Информаци обществи» программине пурнăçланине хаклама усă кураççĕ.
- Пĕтĕмлетÿсене хăçан хатĕрлесе çитереççĕ?
- Халĕ Росстатра материалсене тишкереççĕ. Кăçалах ку тытăмри ĕç-хĕл мĕнле пынипе паллашăпăр.
- Массăллă информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьре миграци куçăмĕн темипе çыхăннă статистика кăтартăвĕсем пĕр килменни пирки сас-хура сарăлчĕ. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Асăннă тема чылайăшне интереслентерет. Ку тĕслĕхре кăткăсси нимех те çук. Халăх йышне палăртмашкăн 2 компонентпа усă кураççĕ: вăл хăй тĕллĕн йышланни /чакни/ тата миграци ÿсĕмĕ /чакни/. Халăхăн икĕ çыравĕ /2002 тата 2010 ç.ç./ хушшинче унăн йышне ЗАГС тата миграци органĕсем пĕлтернĕ тăрăх çуллен хакланă.
Апла пулин те халăх çыравĕ - йыш пирки пĕлтерекен чи тĕрĕс çăл куçсенчен пĕри. Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕнче пухнă кăтартусем миграци куçăмĕн икĕ çырав хушшинчи пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕр килмеççĕ. Миграци куçăмĕ тĕлĕшпе шута илменнисене 2003-2010 çулсенчи кăтартусене тепĕр хут шутланă чухне тухса кайнисен йышне пысăклатмалла туса коррекциленĕ ĕнтĕ.
Çавăнпа пĕрлех Росстатăн, Чăвашстатăн çулленхи кăларăмĕсенче халăх миграцийĕ пирки 2010 çулхи халăх çыравĕн тата ЗАГСпа Федерацин миграци службин çыравсен хушшинчи кăтартăвĕсене шута илсе пичетленĕ.
- Чăвашстат хăйĕн никĕсĕ çинче аслă шкулсен студенчĕсем валли практика занятийĕсем ирттерни мĕнпе çыхăннă тата çакнашкал çыхăнăвăн эффективлăхĕ пысăк-и?
- Эпир кирек мĕнле сĕнĕве те йышăнатпăр. Статистика пĕлÿлĕхне ÿстерессипе çыхăннисене уйрăмах хаклатпăр. Пирĕн студентсем пулас экономистсем вĕт. Кун пек чухне аслă шкулта илнĕ теори пĕлĕвне практикăра çирĕплетмелле, вĕсене статистика информацине хатĕрлеме тата унпа пĕлсе усă курма вĕрентмелле. Пирĕн шухăшпа - студентсем валли йĕркеленĕ практика занятийĕсен тĕллевĕ - официаллă статистикăна вĕсемшĕн ăнланмалла тăвасси, иккĕленÿпе шанманлăх туйăмĕсене сирме пулăшасси.
- Эльвира Геннадьевна, опытлă та ятлă-сумлă ертÿçĕ пулнă май малашлăхăн приоритетлă тĕллевĕсенчен хăшне пурнăçлама пултартăр, хăшне - çук тата мĕн сăлтавпа?
- Управленин пĕтĕм вертикальне статистика органĕсенче якатса-йĕркелесе çитернĕ май тĕллевĕм пĕрре кăна - Федераци ведомствин директивисемпе килĕшÿллĕн Чăвашстат ĕç-хĕлĕн пахалăхне ÿстерсе, çĕнетсе пырасси.
- Коллективăн 2014 çулхи тĕллевĕсемпе паллаштарсамăр...
- Усă куракансене статистикăн тĕрлĕ, тĕрĕс те тулли информацийĕпе тивĕçтерессишĕн кăçал та çине тăрăпăр.
Пайăрлă çул-йĕре илес тĕк 2014 çулта вĕсен пĕлтерĕшĕ тата пысăкрах пулмалла. Çавсен шутĕнче патшалăхăн икĕ мероприятине - халăхăн 2015 çулхи микроçыравне тата Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне - ирттерме хатĕрленесси. Вĕсем - умри тĕллевсен пĕр пайĕ кăна.
- Вĕсем пурте кăткăслăхпа, пĕлтерĕшĕпе, нумай енлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Апла тăк кашни специалистăн, коллективăн тĕллевсене пурнăçламашкăн пĕтĕм хăвата, пĕлĕве кăна мар, ăруран ăрăва куçнă пуян опыта, ăсталăха хывма тивет.
- Ман шухăшăмпа - тĕллевсене ĕçе кĕртмешкĕн Чăвашстат коллективĕн пур те пур: професси ăсталăхĕ те, тăрăшулăх та, хастарлăх та, ăнтăлу та. Пĕрлехи вăйпа эпир вĕсене пурнăçлама пултарасси иккĕлентермест.
Пичете Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ.
Комментари хушас