Йĕлтĕр йĕрĕ яп-яка...
Çак кунсенче Шупашкарти йĕлтĕр базинче хĕрÿ тапхăр: ăмăрту хыççăн ăмăрту. Йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсем пĕр-пĕринпе тупăшаççĕ тейĕн. Мĕнех калайăн - хĕллехи сезон. Тата кăçал пирĕн çĕр-шывра - Олимп çулталăкĕ. Çавăнпа кашни ăмăртăва нарăсăн 7-мĕшĕнче Сочире пуçланакан Хĕллехи Олимп вăййисене халалланă.
Акă нумаях пулмасть Чăваш Ен кубокне çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен турнирĕ иртнĕ. Олимп тÿпине хăпарма ĕмĕтленекен çамрăк спортсменсем ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче ирĕклĕ мелпе чупас енĕпе тупăшнă. Уйрăм ушкăнсенче Владимир Капустин, Джамиля Баранова, Кристина Львова, Дмитрий Максимов, Леонид Евлампьев, Кристина Кускова çĕнтернĕ. Иккĕмĕш кун классика мелĕпе чупса пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Николай Федотов, Виктория Кустина, Максим Алексеев, Мария Владимирова, Александр Васильев хăпарнă.
Раштавпа Çĕнĕ çул уявĕсене халалласа йĕркеленĕ турнирта 300 яхăн йĕлтĕрçĕ 3, 5 тата 10 километрлă дистанцисенче вăй виçнĕ. Старта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Муркаш, Канаш, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Кÿкеç тăрăхĕсенчи спортсменсем тухнă. Çавăн пекех ăмăртăва Санкт-Петербургран, Якутирен, Киров облаçĕнчен килнĕ йĕлтĕрçĕсем те хутшăннă. Каччăсенчен 10 çухрăмлă дистанцие Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Станислав Григорьев парăнтарнă. Аслăрах яшсен йышĕнче Юрий Никитин мала тухнă, тепĕр ушкăнра Санкт-Петербург каччи Илья Акрицкий çĕнтернĕ. Юниоркăсемпе хĕрсен тупăшăвĕсем те питĕ хĕрÿ иртнĕ. Джамиля Барановăна, Кристина Львовăна тата Кристина Кусковăна вара никам та çитеймен.
Кану кунĕсенче биатлонçăсем те ăмăртнă: Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр трасси çинче Чăваш Енри паллă биатлонçăн, спортăн тĕнче класлă мастерĕн Сергей Башкировăн парнисене çĕнсе илессишĕн турнир иртнĕ. Спринтерсен чупăвне 40 яхăн спортсмен хутшăннă. Арçынсемпе каччăсем 7,5 километрлă дистанцире тупăшнă. Ку ушкăнра чи пысăк парнесене Геральд Салдимировăн вĕренекенĕсем Сергей Бортниковпа Алексей Иванов çĕнсе илнĕ. Хĕрсен хушшинче Кристина Львовăпа Ольга Хемницер /тренерĕ Маргарита Салдимирова/ палăрнă.
n А.МИХАЙЛОВ
Комментари хушас