Комментари хушас

22 Кăрлач, 2014

Мурманскри ентешсем канма пĕлеççĕ

Юлашкинчен иртнĕ халăх çыравĕ тăрăх - Мурманск облаçĕнче 3 пине яхăн чăваш тĕпленнĕ. Тĕрлĕ наци çыннипе килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, чылай мероприятие хастар хутшăнаççĕ.

Акă мĕн çырса пĕлтерчĕ Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ ентеш, Мурманскри чăвашсен культура обществин председателĕ Валериан Гаврилов: «Хулари спорт керменĕнче облаçри наци культура пĕрлешĕвĕсен «Пĕрлĕх» фестивалĕ иртрĕ. Уяв программи пуян пулчĕ. Куракансем молдави, украин, чăваш, эрмен тата ытти халăх юрри-ташшипе киленме, наци апат-çимĕçĕпе сăйланма пултарчĕç. Спорта юратакансем валли мини-футбол турнирĕ йĕркелерĕмĕр. Икĕ кунра наци пĕрлешĕвĕсен 8 команди çĕнтерÿçĕ кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ. Ăмăртусем интереслĕ те çивĕч иртрĕç.

Финалта казахсемпе тĕл пултăмăр. Икĕ çул каялла ку командăна пĕр ăмăртура выляса янăччĕ. Тепĕр турнирта вĕсене 6:4 шутпа çĕнтернĕччĕ. Анчах ку хутĕнче вĕсене парăнтараймарăмăр, иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Пирĕн команда чысне Андрей Ларионов, Виталий Горелов, Ринат Хасянов, Максим Спиридонов, Владимир Гаврилов, Иван Абрамкин, Дмитрий Осипов, Денис Чугарев тата Валериан Гаврилов хÿтĕлерĕç. Алексей Ижденев ăмăртура «Чи лайăх вылякан» ята тивĕçрĕ.

Турнира хатĕрленме чăвашсен культура обществин канашĕн председателĕн çумĕ В.Осипов нумай пулăшрĕ. Вăлах виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимĕçе Мурманск облаçĕнче сутассипе пуçарулăх кăтартать. Курма пынисене чăваш кухни хăйĕн апат-çимĕçĕпе тĕлĕнтерчĕ. Чăваш Енре хатĕрленĕ шăрттан, сăра, кондитер япалисем, пылак шыв, улма-çырла апат-çимĕçĕ, хуплу тата ыттине вырнаçтарнă сĕтелсем умĕнчен куракансемпе ача-пăча татăлма пĕлмерĕç. Уйрăмах чăваш хăмли тата шăрттан кăсăклантарчĕ чылайăшне», - тенĕ вăл хăйĕн çырăвĕнче.

Чăннипех пысăк ĕç тăвать пирĕн ентеш, Санкт-Петербург патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ Валериан Гаврилов.

 

Анатолий ХОВАНСКИЙ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.