Вĕсем ĕç параççĕ

22 Кăрлач, 2014

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Шупашкарта вăтам тата пĕчĕк предпринимательсемпе тĕл пулчĕ. Республикăн экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин вĕсем Чăваш Ен экономикине пĕлтĕр хывнă тÿпене тивĕçлипе хак пачĕ.

Курăмлă тÿпе

Паянхи ăру ял-хулара иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен вĕçĕнче кооперативсем, 90-мĕш çулсенче уйрăм çын предприятийĕсем йĕркеленнине лайăх пĕлет. Ĕçе пикенсенех вĕсен тĕп фондпа производство çурт-йĕрĕ те, автотранспорт та, специалистсем те пулман. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче малалла кайрĕç. Пĕчĕк бизнесăн тÿпи кăна республикăн 2010 çулхи мĕн пур калăпăшĕнче - 16,5, 2012 çулхинче 17,7% йышăннă. Çак цифрăсем пĕчĕк предпринимательлĕх аталанăвне лайăх çирĕплетеççĕ.

 

Йышĕ те пысăк

Раççей Правительстви 2013 çул пуçламăшĕнчен уйрăм предпринимателе хывтаракан страхлав тÿлевне самай пысăклатнăран чылайăшĕ хăйĕн ĕçне налук инспекцийĕнче çĕнĕрен шута илтермерĕ. Çавăнпа республикăри уйрăм предприниматель хисепĕ пĕлтĕр виçĕм çулхинчен чакрĕ. Çапах та предприниматель организацийĕсен тата уйрăм предпринимательсен пĕрлехи хисепĕ пĕлтĕрхи кăрлач-нарăс уйăхĕнчипе танлаштарсан 3,6% ÿснĕ. Вăл çулталăк вĕçĕ тĕлне 55655 пулнă. Ĕçлĕ çынсем йывăрлăха пăхмасăр малаллах талпăнаççĕ. Вĕсем ертсе пынипе вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхре 155 пин çын вăй хурать. Çак йыш - республика экономикинче ĕçлекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ.

 

Хыснана пуянлатаççĕ

Вăл туса кăларакан производство тата пулăшу ĕçĕн калăпăшĕ иртнĕ çул 260 млрд тенкĕпе танлашнă. Ку - 2012 çулхинчен 19% нумайрах. Вăтам тата пĕчĕк бизнес мĕн пур шайри хыснана 2,1 млрд тенкĕ налук - виçĕм çулхинчен 10% ытларах - куçарнă. Халăхра "спекулянт" ятпа çÿрекенсем республика хыснине пуянлатас тĕлĕшпе пысăк усă кÿни куç кĕрет. Вĕсем бюджета хывакан укçа тÿрех çапла калакансен аллине лекмест çав. Çавăнпа "спекулянт" сăмахпа час-часах усă кураççĕ.

 

Экспорт ÿснĕ

Республикăран чикĕ леш енне пĕлтĕр тавар виçĕм çулхинчен 8,6% нумайрах ăсатнă. Савăнтаракан кăтарту. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ хыççăн Чăваш Енри предприятисене ют патшалăхсенче продукци сутма палăрмаллах йывăрланчĕ. Хăйĕн пылак çимĕçне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ăсатакан "АККОНД" общество директорĕ В.Иванов журналистсемпе тĕл пулсан: "Парижра канфет лавкки уçма тĕллев лартрăм. Камран хăрас? Пасар экономикин вăрттăнлăхне пирĕнтен лайăхрах пĕлекенсемпе ăмăртас килет", - терĕ. Çак сăмахсене кам хирĕçлĕ?

 

Тухăçлăх - тĕпре

"Çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕ ыйтнă пек ĕçлесе пурăннă тапхăрта Чăваш Ен тĕнче тата Раççей экономикинчи тупăшура выляса ан ятăр тесен ĕç тухăçлăхне палăрмаллах ÿстермелле, - терĕ Владимир Аврелькин министр. - Ăна аталаннă çĕр-шывсен кăтартăвĕн шайне хăпартмалла. Росстат пĕлтернĕ тăрăх - ĕç тухăçлăхĕ республикăра иртнĕ 3 çулта 13,5% ÿснĕ /Раççейре - 9,3%/. Анчах 2012 çулхи кăтарту кулянтарать. Эпир çĕр-шывра 64-мĕш вырăнта çеç пулнă. Патшалăх кăçал предпринимательсене çĕнĕлле пулăшнă май чикĕ леш енне паха продукци сутакансене пайăррăн хавхалантарма палăртатпăр".

Сăмах кăткăс технологипе усă куракан вăтам тата пĕчĕк предприятисене патшалăх инвестицийĕ хывасси пирки пырать. Кунсăр пуçне кăçалтан оборудовани улăштарма, çĕнĕ продукци туса кăларма илнĕ кредитăн пĕр пайне саплаштармашкăн субсиди уйăрĕç.

Михаил ФЕДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.