Шкул Олимп вăййисене хатĕрленет

22 Кăрлач, 2014

Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕ 1994 çулта уçăлнă. Çак тапхăрта унта ăсталăха туптанă йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсем, фристайлçăсемпе конькипе чупакансем çитĕнÿпе сахал мар палăрнă. Спортăн хĕллехи тĕсĕсен енĕпе хатĕрлекен вĕренÿ учрежденийĕн Олимп çулталăкĕнчи тĕллевĕсем еплерех-ши, Чăваш Ен спортсменĕсен тĕнчери чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хутшăнас шанăç пур-и - çак тата ытти ыйтăва спорт шкулĕн директорĕ Николай НИКОЛАЕВ хуравларĕ.

- Николай Арсентьевич, хăвăр ертсе пыракан вĕренÿ учрежденийĕн тытăмĕпе паллаштарсамăр.

- Паянхи кун спорт шкулĕнче спортăн тăватă енĕпе 355 вĕренекен ăсталăха туптать, вĕсемпе ятарлă пĕлÿллĕ 20 тренер ĕçлет. Шкулта тренировкăсем ирттерме йĕлтĕр трасси, биатлонçăсене пеме вĕренмелли вырăн, сăрт-ту йĕлтĕрçисен бази, атлетика залĕ, сиплев центрĕ, апатланмăш, хăна çурчĕ, ăмăртусене тухса çÿреме микроавтобус тата ытти пур. Спортсменсем çавăн пекех Етĕрне çулĕ çинче, «Олимпийский» стадионта тата «Вертикаль» центрта хатĕрленеççĕ, çуллахи кунсенче «Росинка» тата «Белые камни» физкультурăпа сиплев центрĕсенче те сборсем иртеççĕ.

- Сирĕн шкулшăн çĕнĕ сезон ăнăçлă пуçланчĕ...

- Чăн та, Италири Трентино хулинче иртнĕ хĕллехи Универсиадăра пирĕн вĕренекен, Раççей спорт мастерĕ Татьяна Семенова биатлонçăсен ăмăртăвĕсенче икĕ бронза тата пĕр ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Акă нумаях пулмасть Павел Охотниковпа Евгений Петров çамрăк спортсменсем çĕр-шыв кубокĕнчен «бронзăсемпе» таврăнчĕç. Пĕлтĕрхи сезонра та спортсменсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Калăпăр, сăрт-ту йĕлтĕрçисем Елена Муратова, Дмитрий Мулендеев, Александр Смирнов, Максим Яковлев, Никита Васильев тĕрлĕ ăмăртура вăй виçсе пухмача 7 медальпе пуянлатрĕç. Татьяна Семенова, Вячеслав Акимов, Алексей Иванов, Павел Тимофеев биатлонçăсем те турнирсенче палăрчĕç.

- 2014 çул пирĕн çĕр-шывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олимп вăййисенче Чăваш Ен спортсменĕсене курăпăр-и?

- Тĕнчери чи пысăк ăмăртăва хутшăнма спортăн тĕнче класлă мастерĕ Елена Муратова хатĕрленет. Хальхи вăхăтра вăл тĕнче кубокĕнче тупăшать. Валерий Васильев тренерăн вĕренекенĕ 2012 çулта Европа кубокĕнче çĕнтерчĕ, пĕлтĕр çĕр-шыв чемпионатĕнче икĕ «бронза» çĕнсе илсе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕчĕ. Çавăн пекех пирĕн спортсменсенчен Никита Васильев резервра тăрать. Шел те, Универсиада чемпионки Татьяна Семенова çав йыша кĕреймерĕ.

- Олимп вăййисенче Чăваш Ен чысне камсем хÿтĕленине вулакансене аса илтерер-ха.

- Пирĕн спортсменсенчен Олимпиадăна темиçе çын кăна хутшăннă. Вĕсенчен чи палли вăл – РФ физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Воронков. Канашри спорт шкулĕн вĕренекенĕ 1972 çулта йĕлтĕрçĕсен эстафетинче тупăшса Олимп чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Тепри вăл - Шупашкар биатлонçи Лилия Ефремова, унăн малтанхи тренерĕ - пирĕн шкулта ĕçлекен Геральд Салдимиров. Олимп резервĕсен училищинчен тата Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнăскер 2006 çулта Украина командишĕн ăмăртса «бронза» çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех спортăн тĕнче класлă мастерĕ Сергей Башкиров Олимп вăййисенче старта тухман пулин те 2002 çулта çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче тăнă.

- Республикăри конькипе чупакансен ăсталăхĕ ÿснине сăнатпăр.

- Çапла. Юлашки çулсенче çамрăк спортсменсем ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Акă 2013 çулхи раштав уйăхĕнче Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Олимп шанăçĕсем» турниртан Александр Никандров тренер патĕнче ăсталăха туптакан Даниэль Никифоров 4 ылтăн медальпе таврăнчĕ. Çавăн пекех Тимур Карамов, пĕр тăван Федоровсем - Надежда, Атнер, Салампи - республикăра чи пултаруллисем. Вĕсем - коньки спорчĕн пуласлăхĕ.

- Кăçал спорт шкулĕнче пысăк строительство пуçланмалла, çакăн çинчен каласа парсамăр.

- Раççей Федерацийĕн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсен центрне тума тытăнмалла. Унта йĕлтĕрпе тата роллерпе çÿремелли асфальтлă трасса, биатлон керменĕ, 100 çын вырнаçмалăх хăна çурчĕ, спортзал пулĕ. Спорт шкулĕ çĕнелсе улшăннă хыççăн пирĕн спортсменсен çитĕнĕвĕсем татах ÿсессе шанатпăр.

Андрей МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.