Кăтартусен ÿсĕмĕ пулмалла

22 Кăрлач, 2014

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев район администрацийĕсен, ял хуçалăх организацийĕсен, тирпейлекен предприятисен ертÿçисене пуçтарса вĕсемпе агропромышленноç комплексĕн малашнехи аталанăвĕ çинчен калаçнă, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Патшалăх ял хуçалăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Иртнĕ çул пулăшу сумми 2,45 млрд тенкĕпе танлашнă, 2012 çулхинчен 19 процент ытларах. Çакна палăртнă чи малтанах хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Выльăх самăртни тата сăвакан ĕне йышне ÿстерни çулталăк тăршшĕпех тупăш илме май панине те аса илтернĕ вăл. Ертÿçĕсене ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме ыйтнă. Апла пулсан выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ фермăсем тумалла, киввисене тĕпрен юсамалла, унти ĕç-пуçа паянхи пурнăç ыйтнă пек йĕркелемелле. Çакăнпа пĕрлех сĕте тирпейлесе юр-вара республика тулашне сутасси пирки те шухăшламалла. "Вырăнти администраци ертÿçисен ĕç пахалăхне шăпах сĕт суса илсе ăна мĕнлерех вырнаçтарнинчен хаклама пулать. Енчен те виçĕ-тăватă çул хушшинче пĕр сумлă инвестора та явăçтарман пулсан, администраци пуçлăхĕ хăйĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçлаймасть", - тенĕ республика ертÿçи.

Агропромышленноç комплексĕнчи иртнĕ çулхи ĕçе ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕтĕмлетнĕ. Вăл палăртнă тăрăх - выльăх-чĕрлĕх производствин калăпăшне малашне те ÿстерме республикăра пĕлтĕр ырă тĕслĕхсем пулнă. Чăх-чĕп фабрикисенче, сысна ĕрчетекен комплекссенче хушма цехсем уçнă, тĕпрен юсаса çĕнетнĕ е çĕнĕрен тунă объектсене хута янă. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 177 объект тунă е тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Иртнĕ çул çакнашкал 23 объект хута янă. Шупашкар тата Патăрьел районĕсенчи чăх-чĕппе сысна ĕрчетекен пысăк предприятисене ?"Прогресс" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ, "Юрма" агрохолдинг", "Акашевская" чăх-чĕп фабрики" тулли мар яваплă пĕрлешÿсем% модернизацилени çитес виçĕ çулта аш-какай туса илессине 20 пин тонна ÿстерме май парĕ.

Министр Елчĕк районне ырăпа асăннă. Кунта иртнĕ çул 5 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Республикăра пĕтĕмĕшле мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакнă пулсан, Елчĕксем ÿстернĕ.

Тĕл пулура Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Комсомольски районĕнчи "Урожай" колхоз ертÿçи Алексей Ершов, Элĕк районĕнчи фермер Сергей Волков тата ыттисем тухса калаçнă. Çурхи акана хатĕрленес, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе акмалли лаптăксене пысăклатас, паха вăрлăхпа техника туянас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене хускатнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ял хуçалăх ĕçченĕсене пĕтĕм вăя пĕтĕçтерсе, патшалăх пулăшăвĕпе тухăçлăрах усă курса продукци калăпăшне ÿстерме чĕнсе каланă.

Михаил Игнатьев тĕл пулăва пĕтĕмлетсе ял хуçалăхне аталантарма палăртнисене йăлтах пурнăçа кĕртме, çурхи акана тĕплĕ хатĕрленсе ирттерме, кирлĕ çĕрте кадрсене çĕнетме чĕннĕ.

Ял хуçалăхĕнче нумай çул вăй хунăшăн "Сувар-2" пĕрлешÿре ĕçлекен Владислав Петрович Ксенофонтова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕн хисеплĕ ятне панă. Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" кооператив доярки Елена Ивановна Иванова "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ. Патăрьел районĕнчи "Исток" агрофирма тракторисчĕ Владимир Александрович Лампасов Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хутне тата алла çыхмалли сехете тивĕçнĕ.

Ирина ПАВЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.