Archive - 2013 - Хыпар

декабрь 21st

21 Раштав, 2013

Хĕмлентерĕ чуна Олимп çулăмĕ

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Олимп вăййисен тĕп символĕ Чăваш Ене пысăк уявпа савăнтарĕ. Кашнине çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, олимпçăсен вăй-хăватне парнелĕ. Çулăма йăтакан 163 çыншăн вăл уйрăмах хумхануллă самант. Мĕн шухăшлаççĕ-ха çакăн пирки вĕсем?

21 Раштав, 2013

Чăваш сцени çинче аист ташлать

Чăваш патшалăх академи симфони капелли куракансене Н.Жигановпа Л.Любовскин "Легенда о желтом аисте" çĕнĕ премьерипе паллаштарчĕ. Юрă-кĕвĕ авторĕсенчен пĕри Л.Любовский композитор пĕрлехи ĕç Чăваш патшалăх филармонийĕн сцени çине тухнă кун Хусантан ятарласа килнĕ.

21 Раштав, 2013

Ӳнер искусствине çĕклесчĕ

Шупашкарти К.Иванов урамĕнче вырнаçнă ӳнер фондĕнче Пĕтĕм Раççейри II «Декораципе хушма искусство - хальхи тĕнчере» конкурс-фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Унта ятарлă вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлӳ илекенсем, аслă шкулсен студенчĕсем, ӳнер предмечĕсен преподавателĕсем, хăй тĕллĕн ĕçлекен авторсем хутшăнчĕç. Мероприятие йĕркелекенсем - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ӳнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультечĕн преподавателĕсем Н.Смирнова тата С.Гайнутдинова.

21 Раштав, 2013

Вăл асра юлатех

Республикăра хальхи вăхăтра 786 культура учрежденийĕ. Вĕсенчен кашнийĕ ял çыннин канăвне йĕркелеме, пушă вăхăтне усăллă, кăсăклă ирттерме хастар хутшăнать. Манăн паян пĕринпе, пур енĕпе те кăтартуллă ĕçлекеннипе, Елчĕк районĕнчи Курнавăшри информаципе культура центрĕпе /ИКЦ/, паллаштарассăм килет.

21 Раштав, 2013

«Сухай кинемисем»

Уçырмари культура çуртĕнче Удмурт Республикинчи çĕкленчĕк кăмăллă кинемейсен «Бурановские бабушки» фольклор-такмак ансамблĕн репертуарĕнчи юрă илтĕнсе кайсан фойери, урамри халăх залалла туртăнчĕ. Раççейре кăна мар, Европăра та анлă сарăлнă юрă сăмахĕсем чăвашла янăрани тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.

Ансамбльте сакăр çын. Ячĕ - «Сухай кинемисем». Ăна пуçараканĕсем - О.Васильевăпа И.Степанова. Иккĕшĕ те вĕрентекенсем. Ольга Леонидовна Канашри педагогика колледжĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Ирина Ильинична - хулари 8-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классене.

декабрь 20th

20 Раштав, 2013

Ăмăртуччен - 49 кун

Раштавăн 27-мĕшĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Олимп çулăмне Шупашкар урамĕсемпе 160 спортсмен йăтса чупĕ. Пĕтĕмпе - 30 километр. Сумлă çулăма йăтакансен йышĕнче тĕрлĕ професси çынни пур: спортсменсем, общество деятелĕсем, искусство ĕçченĕсем, педагогсем, тухтăрсем, тренерсем, çамрăксемпе пенсионерсем.

декабрь 19th

19 Раштав, 2013

Олимп çулăмĕн эстафети - пысăк уяв

Чăваш Енре Олимп çулăмĕн уявне пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Эстафетăччен 8 кун кăна юлчĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтерĕшлĕ мероприятие мĕнле хатĕрленни çинчен пресс-конференцире каласа пачĕç.

19 Раштав, 2013

Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççей турнирне килнĕ пысăк хăнасемпе - РФ ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе, «Динамо» общество председателĕпе Владимир Проничев генералпа

Pages