Чăваш сцени çинче аист ташлать

21 Раштав, 2013

Чăваш патшалăх академи симфони капелли куракансене Н.Жигановпа Л.Любовскин "Легенда о желтом аисте" çĕнĕ премьерипе паллаштарчĕ. Юрă-кĕвĕ авторĕсенчен пĕри Л.Любовский композитор пĕрлехи ĕç Чăваш патшалăх филармонийĕн сцени çине тухнă кун Хусантан ятарласа килнĕ.

Леонид Любовский - Раççей Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ тата Тутар Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, музыка культуринче паллă çын. Вăл хальхи пурнăç таппине, хăвăртлăхне витĕр кураканскер, туяканскер. Унăн кĕввисене тĕнчипе чапа тухнă мусăкçăсем янратаççĕ. Вĕсен йышĕнче - Натан Рахлин, Ренат Салаватов, Равиль Мартынов, Михаил Плетнев... Любовскин хăйне евĕр таланчĕ куракана самантрах тыткăна илет.

"Легенда о желтом аисте” балетăн юрри-кĕвви тĕлĕнмелле хитре, çутă, сăнарлă, кăсăклă. К.Москалевăн илемлĕ сасси куракансене Китай халăхĕн ăслă юмахĕпе тата тĕп сăнарсемпе паллаштарчĕ. Пĕчĕк арçын ача Ли, ташлакан Аист, хÿшĕ хуçи Ми Чен, Аслă Мандарин... Пархатарсăрлăх, çăткăнлăх, сутăнчăклăх, ырăлăх, пĕр-пĕрне пулăшни пирки сăмах пырать. Кунта çĕнни нимех те çук, ĕмĕрхи пиркиех - чун-чĕре ырăлăхне, кăмăла сутăн илеймĕн - калаçаççĕ. Çакна юмах сăнарĕсем урлă философ куçĕпе пăхса куракан патне çитерме тăрăшнă.

И.СЕРГЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.