Сцена çинчи кăшкăрашуран çуралнă чун кăшкăрăвĕ
/Валерий Яковлев театрĕн çĕнĕ туртăмĕ, хавалĕ пирки/
- Сирĕн театрта хытă кăшкăраканччĕ - кунта çурма саспа кăшкăраççĕ, - терĕм эпĕ В.Н.Яковлевпа унăн çĕнĕ ĕçĕ пирки калаçнă май. - Хытă калаçни спектаклĕн шалти атмосферипе пĕр килмелле, илемлĕх тĕлĕшĕнчен вырăнлă пулмалла, спектакле вăйлатмалла пек. Пурин те чунĕ кăшкăрать, пурте вĕçне çитнĕ темелле.
- Ытти спектакльте те нумай кăшкăратпăр. Ман шалта кăшкăрттарас килет. Чун кăшкăрăвĕ пĕр-иккĕ тухса каять - çителĕклĕ...
Валерий Николаевич сăмахĕ - ун пултарăвĕнчи çĕнĕ туртăмăн уççи. Режиссер стилĕ улшăннине Арсений Тарасов çыравçă çапла палăртать: "Халь вăл камерлă япаласем питĕ лартасшăн... Чунпа ĕçлесшĕн... Хăй вăхăтĕнче вăл хăрушла технологиллĕ спектакльсем лартатчĕ. Тĕслĕхрен, "Лăпкă Дон". Унтан - тухаççĕ, кунтан - кĕреççĕ. Сцени çаврăнать... Çĕр çын тейĕн. Масштаб. Халь уншăн урăххи хаклă. "Çыр-ха ик-виç çын валли", - тет вăл мана".
Валерий Яковлев темскер шыранине, хăйне тивĕçтерекеннине тупайманнине эпĕ "Хурлăхлă хурама сасси" спектакльте асăрхарăм. Денис Гордеевăн "Анаталла-тăвалла" повеçне сцена çине лартма Геннадий Кириллов хатĕрленĕ. "Çавра çил пурнăçĕпе пурăнакан спектакль" тесе ят патăм ун чухне хамăн тĕрленчĕке. Сцена çинче усал сывлăш выляни пурнăç чăнлăхне, метафизикине палăртать терĕм. Пилĕк хут куртăм эпĕ ку ĕçе. Кашни курмассеренех - урăх спектакль. Режиссер улăштарать те улăштарать, çавăнпа хамăн статьяна пичетлеме тăхтаса тăтăм. Икĕ çул каялла спектакле тепре кайса куртăм: халĕ унта çавра çил юлман.
Чăваш театрĕнчи кăшкăрашу пирки эп чылай çынпа калаçнă. "Куракан илттĕр тесе çапла выляççĕ ĕнтĕ" текенсем те тупăнчĕç. Кирилл Кириллов каласа пани асран каймасть. Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ вăхăтра вăл юлташĕсене, урăх халăх çыннисене, чăваш театрне /гастрольте чухне/ курма илсе кайнă. "Питĕ "темпераментлă" халăх иккен эсир", - тесе "чĕпĕтсе" илчĕç мана сцена çинче тĕпĕртетсе чупнине тата ухмаха ернĕ çын пек кăшкăра-кăшкăра янине курсан", - тенĕччĕ вăл мана.
- Мĕн кăшăкăратăр эсир сцена çинче? - ыйтнăччĕ эпĕ пĕр вун пилĕк çул каялла Геннадий Медведев артистран.
- Пĕлместĕп. Ĕнер кăшкăрмастăп тенĕччĕ. Сцена çине тухрăм та - кăшкăрса ятăм.
"Театр йĕркеллĕ çын ăнланмалла мар темле сывлăшпа, хăватпа тулнă", - тет Владимир Карсаков. Çак пулăм пирки эпир унпа пайтах калаçнă. Артистсен сассинче темле хаярлăх, усаллăх тухнине вăл евĕрлесе кăтартма та ăста.
Театрти кăшкăрашу вăрттăнлăхĕ мана тахçанах шухăшлаттарать. Тупсăмĕнче пĕри тин уçăлчĕ. "Ман пултару ялан, тăршшĕпе ача чухнехи ялтан тухать, - тет В.Н.Яковлев - Ашмарин словарьне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчен туянтăм. Кайран çавна вула-вула тĕлĕнтĕм: "Ай-ай, мĕнле уçатăп - виç-тăват страницăран Виçпÿрт Шăмăршăра çырса илнĕ тесе палăртнă. Пирĕн ялта çырса илни унта мĕн чухлĕ!"
Валерий Яковлев театрне хакланă чухне ăна чăвашсен авалхи тĕнĕпе çыхăнтарасси йăлана кĕнĕ темелле. Сцена çинчи кăшкăрашăва ваттисене /вилнисене/ асăнас йăлапа никам та ăнлантарманччĕ-ха. А.А.Ефимовăпа В.П.Станьял пухса йĕркеленĕ "Чăваш халăх пултарулăхĕ. Пилсемпе кĕлĕсем" кĕнекере /Шупашкар, 2005/ Виçпÿрт Шăмăршăра 1907 çулта çырса илнĕ текстсем пур:
"Унтан вара тепĕр каç урлă, ик каç урлă хуçисем патне татах ик-виç пĕçерекен арăмсем пуçтарăнаççĕ, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. Пурне те хатĕрлесе çитерсен çĕрле пулас умĕн пĕр арăмĕ ăрама тухса хаяррăн сасăпа хытă кăшкăрса калать: "Салам илсе кай", - тет"*
"Юпа лартса таврăннă çĕре ĕçме-çиме хатĕрлесе пĕçерсе хураççĕ. Вăл каçа "вăрăм çурта айĕнче лармалли каç" теççĕ. /.../ Çав вăрăм çурта айĕнче ларма пĕтĕм ялти çынсене ялĕпех чĕнсе çаврăнаççĕ. Икĕ çын икĕ юлан ут утланаççĕ те, икĕ урапа кÿлеççĕ те ăрам тăрăх кашни çурт умне пырса хытă сасăпа, илемсĕррĕн, хаяррăн кăшкăрса калаçаççĕ: "Эпселем /вилнĕ çын ятне калаççĕ/ вăрăм çурти айне ларма пырăр", - теççĕ. Вăл сасса илтсен пĕтĕм чĕре темĕскерле пулса каять. Çуртри çынсем: "Умĕнче пултăр", - тесе чÿречерен кăшкăрса юлаççĕ"*
"Кĕрхи юпа уйăхĕнче вара çĕнĕ вилене пумилкке туса пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ. /.../ Выльăхсене ăрамра пусаççĕ. Вилнĕ çынна кашни чаплăрах асăннă вăхăтра çимĕçсем пĕçерме икĕ арăма хушаççĕ. Çав арăмсенчен пĕри выльăха пусас умĕн выльăх хăлхи патне пырса "сасă кăларать", хаяррăн кăшкăрса калать: "Умăнта пултăр, çуртна-йĕрне ан асăн", - тет"*
"Театрти кăшкăрашу япăх" е "кăшкăрашу çукки лайăх" теме çук паллах. Йăлтах ăстаран /вăл мĕнле тĕллев тытнинчен, епле илемлĕ выляттарма пултарнинчен/, сăнар чăнлăхĕнчен тата логикинчен килет. Виктор Шкловский "Вышла книга Маяковского "Облако в штанах" тĕрленчĕкре /1915/: "Пăхăр-ха, епле илемлĕ çĕнĕ çын. Вăл пĕкĕрĕлмест. Вăл кăшкăрать. Пурсăр та эсир хăвăртан хăвăр лайăх çеç кулма вĕренсе çитрĕр, эсир чеховлантăр та - епле кăшкăрмаллине манса кайрăр".
Тĕлĕнмелле: мана, чăваш театрĕнчи кăшкăрашăва сивлекене, "Мунча кунĕнче" кăшкăрашу çителĕксĕр пек туйăнчĕ. "Ма хытăрах кăшкăрашмаççĕ-ши?" - тесе лартăм артистсен вăййине сăнаса. Уйрăмах "Здрави желает капитан бронетанковых войск Российской Федерации Виталий Орлов! Приветствует вас!" тесе ирпе ирех тăван тавралăха янратакан Кĕтерук карчăкăн кĕçĕн ывăлне итленĕ май. Танкистсем хытă сасăпа калаçни паллă. Виталий капитана та çитнĕ, Чечняра та пулнă, штабра йĕм çĕтсе ларман, çапах та ун сассинче танк кĕрлевне те, снарядсем çурăлнине те туймарăм. Тыткаларăшĕ те танкистăн мар /Сергей Павлов артист/. Ман атте те, пиччепе шăллăм та танкист пулнă, Карен Шахназаровăн "Шурă тигр" фильмне те вăрттăнлăхне ăнланас тесе кăçал кăна пĕр вунă хут курнăччĕ... Ача чух та эпир "Тăватă танкист тата йытă" сериалпа ÿснĕ... Çук, Виталий танкист пулнине эпĕ ĕненмерĕм. Вĕçкĕнлĕхĕпе вăл мана хам пĕлекен пограничниксене тата десантниксене аса илтерчĕ. Вăрçасса та танкистсем каратэ мелĕпе мар - ярса тытса йăтса çапаççĕ, танк пек вăрçаççĕ... Танкистсен хушшинче те танкист пулса çитменнисем пур пулĕ - ниçталлисĕр таçталлисем. Анчах танкистăн чăн палли - хытă калаçни. Виталий-Павлов хăйне мыскараçă пек тыткалать /кашни ялтах пур вĕсем/, хăйпе хăй хавхаланса, хăпартланса калаçать. Тĕрĕссипе вара ун сассине танк шавĕ хăпартмаллаччĕ...
Тулашри шавран пăрăнса куракан чунне витермелли урăхла мелсем шырать режиссер. Шырать кăна мар - тупать те. Валерий Николаевич каласа панинчен:"Пĕр хĕрарăм "Мунча кунĕ" пирки: "Ай-ай, ăша кĕрсе кайса веç тавăрса кăларса шутлаттарать", - терĕ".
В.Н.Яковлев тытнă пултару çулне Фридрих Ницше "Заратустра çапла каланă" кĕнекере /1885/ сăнарланă:
- «Хама итлеттерме мана арăслан сасси çитмест, - терĕм эп.
Вара пăшăлтатнă пек шăплăх мана каларĕ:
- Шăппăн каланă сăмахсем çил-тăвăл илсе килеççĕ. Кăвакарчăн пек йăваш шухăшсем тĕнчене тытса тăраççĕ».
Валерий Яковлевăн паянхи идеалĕ - театртан чуна калаçмалли, калаçтармалли вырăн тăвасси. Вăл Арсений Тарасова суйласа илни ăнсăртран мар. "Этеме тăван кĕтеспе, çаруран ачалăхĕпе, ашшĕ-амăшĕпе, килĕпе çыхăнтарса тăракан курăнми тымарсене хăш автор та пулин çакăн пек тарăн кĕрсе шыранине эпĕ ас тумастăп", - тенĕччĕ Юрий Артемьев критик.
"Эп йĕртесшĕн, хăрушла вăйлă макăртасшăн куракана. Чунне чакалатăп чĕрнесемпе", - тет Арсений Тарасов, "Мунча кунĕн" авторĕ.
Спектакль куракансем, уйрăмах çулланнисем, чунĕпе макăрмаллипех макăрчĕç пуль. Куçĕсем чылайăшĕн йĕпеччĕ. Эппин, критикăмăр тымарсем пирки çырни тĕрĕсех. Тупнă Тарасов вулакан патне çул. Валерий Яковлев та çав тымарсем тăрăх кайса куракан патне çул тупасса шанас килет...
Юрий ЯКОВЛЕВ
Комментари хушас