Комментари хушас

21 Раштав, 2013

Хĕмлентерĕ чуна Олимп çулăмĕ

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Олимп вăййисен тĕп символĕ Чăваш Ене пысăк уявпа савăнтарĕ. Кашнине çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, олимпçăсен вăй-хăватне парнелĕ. Çулăма йăтакан 163 çыншăн вăл уйрăмах хумхануллă самант. Мĕн шухăшлаççĕ-ха çакăн пирки вĕсем?

Çулăма пĕрремĕш йăтма Олимп чемпионкине, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Елена Николаевăна шаннă. «Пур спортсмен та Олимп вăййисене кайма ĕмĕтленет, эпĕ вара унта виçĕ хут пултăм. Тĕнчери чи сумлă ăмăртусене Раççейре ирттерме палăртнине пĕлсен хамăр çĕр-шывшăн çав тери хĕпĕртерĕм. Олимп çулăмĕн эстафети вара Чăваш Енре пурăнакан мĕн пур çынна унпа çыхăнтарĕ. Эпĕ республикăри пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăнма тивĕçнĕшĕн савăнатăп, çав вăхăтрах старта тухнă евĕр пăлханатăп», - терĕ спортсменка.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников та эстафетăна савăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет: «Çĕнĕ çул çывхарнă май парне пекех пулĕ вăл чăваш халăхĕшĕн, республикăн кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ. Çакнашкал мероприятие хутшăнни маншăн та çĕнтерÿпе танах», - терĕ Сергей Владимирович.

РФ Шалти ĕçсен министерствин Сĕнтĕрвăрринчи пайĕнче ĕçлекен полици капитанĕ Светлана Ерпылева спортпа шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă. Ишес енĕпе ăсталăха туптаканскер Чăваш Ен чемпионатĕнче 10 хут çĕнтерÿçĕ пулнă, кăçал çĕр-шыври чи вăйлă триатлонçăсен ăмăртăвĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Нумаях пулмасть вăл Тюменьре иртнĕ турнирта та виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Эстафетăна чăтăмсăррăн кĕтетĕп, çав тери хумхануллă самант вăл маншăн. Хĕллехи Олимп вăййисен программине сивĕ шывра ишес енĕпе ăмăртусем кĕртмен пулин те пире Сочире хамăр пултарулăха кăтартма чĕнчĕç, çавăнпа та унта çитсе килетпĕрех», - пĕлтерчĕ Светлана Юрьевна.

РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, XXX Олимп вăййисен бронза призерне Татьяна Архиповăна та сăмах парар-ха:

- Маншăн уйрăмах иртнĕ çул ăнăçлă пулчĕ: тĕнчери чи сумлă ăмăртура медаль çĕнсе илтĕм. 2013 çул вара телей парнелерĕ - çемьере йыш хушăнчĕ. Акă Олимп вăййисен çак эстафетине хутшăнма чĕнчĕç те чунтан савăнтăм. Мана, çăмăл атлетикăна чунтан парăннă çынна, Хĕллехи Олимп вăййисен тÿпине хăпарма та май пачĕç иккен тесе шухăшларăм.

Олимп çулăмне йăтакансен йышĕнче пултаруллă çын сахал мар. Вĕсенчен пĕри - паллă балетмейстер, «Суварята» ача-пăча ансамблĕн ертÿçи Ирина Музыкантова. Ăна та хăйĕн шухăшĕпе вулакансене паллаштарма ыйтрăм: «Пурнăçăмри тата ĕçĕмри тĕллевсем Олимп вăййисемпе çыхăннă: пур енĕпе те лайăххи патне ăнтăлни, пĕр-пĕрне хисеплени тата туслăх. Ансамбле çÿрекен ачасене те çапла пулма вĕрентетĕп. Вĕсем ташлама кăна мар, сывă пурнăç йĕркине пăхăнччăр тесе тăрăшатăп. Олимп çулăмне йăтни çамрăк ăрăва çĕнĕ ÿсĕмсем патне ăнтăлма хавхалантарасса шанатăп».

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.