Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă

19 Раштав, 2013

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççей турнирне килнĕ пысăк хăнасемпе - РФ ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе, «Динамо» общество председателĕпе Владимир Проничев генералпа тата, паллах, Николай Гавриловпа тĕл пулчĕ. Уçă калаçăва ЧР физкультурăпа, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов генерал-майор, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

«Чăваш çĕрĕ çинче иртекен турнира килекенсене эпир яланах хапăл йышăнатпăр. Çак ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿсет. Спорт мероприятине халăх кăмăлласа çÿрет. Нумаях пулмасть ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей чемпионачĕ пулчĕ. Аван кĕрешрĕç пирĕн пикесем! Лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Çавăнпа арçынсене этемлĕхĕн черчен çуррийĕнчен юлмалла мар тесе каларăм. Паян та турнирта чи вăйлисем, чи маттуррисем кĕрешĕç. Чăваш наци кĕрешĕвĕ те йĕкĕтсене вăй-халлă, пиçĕ, харсăр пулма, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентет. Чăваш правительствин команди те тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Вĕсенчен яланах лайăх кăмăлпа таврăнатпăр. Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем те спортпа туслă»,- терĕ Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен çĕр-шывăн чи лайăх спорт регионĕ пулса тăнине, спорт енĕпе паракан наци премине тивĕçнине каларĕ. Çакă - влаç органĕсем физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçленин тата республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине суйласа илнин кăтартăвĕ.

«Чăваш Ен чечекленнине курма мана сĕре кăмăллă. Чăваш Республикинчен Олимп чемпионĕсем те тухнă. Шанăç кÿрекен спортсменсем халĕ те пур. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç спортпа тусли, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни савăнтарать»,- терĕ Николай Гаврилов.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Николай Гаврилова физкультурăпа спорт юхăмне аталантарас тата çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тав турĕ. Михаил Игнатьев Михаил Мамиашвилипе Владимир Проничев генерала Чăваш Республикин символĕсемлĕ сехечĕсене парнелерĕ.

* * *

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт керменĕнче Раççей Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиацин генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ.

Савăнăçлă парадра спортсменсемпе тренерсене авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов саламларĕ. Вăл вĕсене ăмăртăва хутшăннăшăн тав турĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ. «Кашни спортсмен кавир çине çĕнтерме тухать. Çакă - чи пĕлтерĕшли. Малта пулма ăнтăлни спортра кăна мар - кулленхи пурнăçра та кирлĕ», - терĕ генерал. Турнира Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ. «Спортпа туслă çын вăйлă та хăюллă, унăн шухăш-кăмăлĕ çирĕп, вăл пур йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Ирĕклĕ кĕрешÿ - хастаррисем валли, çавăнпа ăмăртусенче паттăррисем мала тухаççĕ», - терĕ Михаил Васильевич Николай Гаврилова Тав хучĕпе чысланă май.

Спорт уявне РФ ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили, «Динамо» обществăн председателĕ Владимир Проничев генерал, Раççей Геройĕ, ФХС полковникĕ Юрий Недвига, Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ Бувайсар Сайтиев, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Хаджимурат Магомедов, Европа тата тĕнче чемпионĕ Сергей Корнилаев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Джамбулат Тедеев тата ыттисем хутшăнчĕç, пухăннисене ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕç.

Турнира Шупашкарта 2005 çултанпа йĕркелеççĕ. Çулленех вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт комплексĕнче иртет. 2008 çултанпа çĕнтерÿçĕсене спорт мастерĕ ята пама пуçланă хыççăн ку ăмăртун сумĕ тата та ÿснĕ. Кăçал унта Раççейĕн 13 регионĕнчи 220 чи вăйлă спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем - Дагестанран, Мари, Мордва, Тутар, Чăваш республикисенчен, Калининград, Мускав, Чул хула, Эрĕнпур, Ростов, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Ханты-Манси автономи округĕнчен, Мускав хулинчен. Пăхаттирсем медальсен 19 комплекчĕшĕн кĕрешрĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Маттуррисене çавăн пекех «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн», «Ăсталăха чи лайăх кăтартнăшăн» ятарлă парнесемпе хавхалантарчĕç.

 

Роза ВЛАСОВА,

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.