Ӳнер искусствине çĕклесчĕ
Культура

Шупашкарти К.Иванов урамĕнче вырнаçнă ӳнер фондĕнче Пĕтĕм Раççейри II «Декораципе хушма искусство - хальхи тĕнчере» конкурс-фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Унта ятарлă вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлӳ илекенсем, аслă шкулсен студенчĕсем, ӳнер предмечĕсен преподавателĕсем, хăй тĕллĕн ĕçлекен авторсем хутшăнчĕç. Мероприятие йĕркелекенсем - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ӳнерпе музыка вĕрентĕвĕн факультечĕн преподавателĕсем Н.Смирнова тата С.Гайнутдинова.

Юлашки çулсенче декораципе хушма искусство халăх пултарулăхĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Вăл халăх культурипе, ал ăсталăхĕпе, художниксен ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. Педуниверситетăн педагог художниксене хатĕрлекен факультет кун-çулĕнче те вăл тĕп çул-йĕр шутланать.

Пĕрремĕш тапхăрта фестивале йĕркелекенсем конкурса хутшăнакансен ĕçĕсене тĕрлĕ енлĕн пахаласа йышăннă. Чӳкĕн 25-мĕшĕнче иккĕмĕш тур иртнĕ. 29-мĕшĕнче тупăшăва пĕтĕмлетсе курав йĕркеленĕ. Унта Благовещенскри, Мурманск облаçĕнчи, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чăваш Енри ăстасен ĕçĕсем вырăн тупнă. Çавăн чухнех декораципе хушма искусствăн тĕсĕсемпе ăсталăх-класĕсем йĕркеленĕ.

Халăх ăстисен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн шкулсенче ӳнер искусствине вĕрентекенсен ăслăлăх практика конференцине ирттернĕ. Малтанах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн тĕп сотрудникĕ А.Трофимов курава тăратнă экспозицисене хак панă. Хыççăн учительсем Мускав патшалăх педагогика университечĕн вĕрентӳпе методика комиссийĕн ларăвне /унта ӳнер педагогикипе тата çамрăксене эстетика воспитанийĕ парассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă/ хутшăннă А.Данилов профессора итленĕ.

Шел те, юлашки çулсенче пуçламăш тата вăтам вĕренӳ тытăмĕнче ӳнер искусствине хисеплеме пăрахрĕç. Ларура пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче ӳнер искусствине обязательнăй вĕрентмелли предметсен шутĕнчех сыхласа хăварасси пирки те калаçнă. Хальхи вăхăтра ял-хула шкулĕсен учителĕсене пăшăрхантараканни - ИЗО урокĕсем эрнере пĕр сехет çеç пулни, черчени вуçех те çукки. «Кăранташ-альбома, ытти хатĕре сĕтел çине кăларса хурса ĕлкĕрейместпĕр - урок вĕçленет те. Ачасене пуçтарăнса ларса ĕçлеме вăхăт çитмест», - теççĕ вĕсем.

Конференцире аслă пĕлӳ паракан тытăма икĕ сыпăклă тăвасси пирки те сăмах хускатнă. Çакă, пĕр енчен, пирĕн çĕр-шыв каялла чакнине пĕлтерĕччĕ. Тепĕр енчен пăхса хакласан вара - Европăпа пĕрлешме майсем туса парĕ. Сăмах май, Финляндире вĕренӳ тытăмне совет самани вăхăтĕнчи никĕс çинче йĕркеленĕ. Апла пулин те çакă вĕсене Европа çĕр-шывĕсен хушшинче малта пыма чăрмантармасть. Раççей пуянлăхĕ авалхи йăла-йĕрке пулни çинчен манар мар. Ӳнер искусствине вĕрентмелли тахçанах çирĕпленнĕ методикăна хальхи саманапа тан пыма майсем туса парсан ӳнер педагогикине тивĕçлĕ шайра тытма пултарăпăр.

Людмила КУТЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.