Вăл асра юлатех
Культура

Республикăра хальхи вăхăтра 786 культура учрежденийĕ. Вĕсенчен кашнийĕ ял çыннин канăвне йĕркелеме, пушă вăхăтне усăллă, кăсăклă ирттерме хастар хутшăнать. Манăн паян пĕринпе, пур енĕпе те кăтартуллă ĕçлекеннипе, Елчĕк районĕнчи Курнавăшри информаципе культура центрĕпе /ИКЦ/, паллаштарассăм килет.

Унашкалли республикăра чăннипех те сахал пулĕ: вăл юлашки пилĕк çулта районти конкурссемпе смотрсенче 89 хут малти вырăна тухнă, республика шайĕнчи «Мехел», «Ташша яра пар», «Кĕмĕл сасă» тата ытти фестиваль-конкурсра - 10 хут. 2012 çулта центр «Чăваш Республикинчи ялта вырнаçнă чи лайăх культурăпа кану тĕслĕх учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ, 2004, 2005, 2011 тата 2012 çулсенче районта чи лайăххи пулнă. Унăн директорне Петр Смирнова 2008 тата 2010 çулсенче Елчĕк районĕнчи чи лайăх культура ĕçченĕ тесе йышăннă. Çакна та палăртма кăмăллă: районти пĕрремĕш тĕслĕх вулавăш /2004 çулта/ тата тĕслĕх культура çурчĕ /2009 çулта/ шăпах Курнавăшра уçăлнă.

Петр Васильевичпа вăл 2004 çултанпа ертсе пыракан культура учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрăмăр.

- Курнавăш ял тăрăхĕнче 2880 çын пурăнать. Вĕсен канупа культура ыйтăвне пирĕн тĕслĕх информаципе культура центрĕ тивĕçтерет. Ун филиалĕсем - Çĕнĕ Пăвари тата Вырăскассинчи клубсемпе вулавăшсем, Курнавăшри историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕ,- çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Петр Смирнов. - Центрпа унăн филиалĕсенче 38 кружокпа студи ĕçлеççĕ.

- Ялшăн тĕлĕнмелле пысăк кăтарту-çке ку.

- Кашни ырă сăмаха тивĕç. Центр «тĕслĕх» ята иличчен 21 кружок çеçчĕ. Халĕ пултарулăх ушкăнĕсене ял тăрăхĕнчи 696 çын çÿрет. Ачасемпе ĕçлессине те хамăрăн тĕп тивĕç тесе шутлатпăр. Вĕсем валли 13 кружок йĕркеленĕ: «Çамрăк тавра пĕлÿ», «Театр тĕнчинче», «Керменкке», «Калейдоскоп», «Шăпăрлансем», «Çуткÿл»... Çамрăксемпе аслă ăрурисем «Шуçăм», «Янра, юрă», «Шăпчăк» хорсене, «Юрлар, тăван» фольклор кружокне, «Шанăç» фольклор ансамбльне, «Грация» ташă студине, ал ĕç ăстисен «Ăстапи» тата «Пурнăç илемĕ» çемье клубĕсене кăмăллаççĕ. Çавăн пекех спорт секцийĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

- «Шанăç» пикисене пит мухтаççĕ...

- Унта пикесем çеç мар, каччăсем те пур, çапах та арçынсем сахалрах çав. Вĕсене халăх юррине юратни, тăван еткерлĕхе упраса хăварас тени çыхăнтарса тăрать. Репертуарта - анатри чăвашсен юррисемпе такмакĕсем, йăли-йĕрки. Сцена çинче туй тунине, улах ларнине, салтака ăсатнине тата ыттине курма пулать. Коллектив юнашарти ялсенче - кĕтнĕ хăна. Вăл Шупашкарта та сахал мар пулнă, халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăннă.

Эпир халăх юррисене юрлатпăр çеç мар, пухатпăр та. Экспедицисене тухса çÿресе вĕсене ватă çынсенчен çырса илетпĕр, çавăнпа кĕвĕ-çемĕ халăхри майлах янăрать.

- «Грация» ташă студийĕ те ку тăрăхри паллă коллективсенчен пĕри тенине илтнĕччĕ.

- Ăна Ольга Шмелева методист ертсе пырать. Культурăпа информаци центрĕн пуçарăвĕпе хамăр патăмăрта районти хореографи коллективĕсен «Грация» фестиваль-конкурсне улттăмĕш хут ирттертĕмĕр. Унта çулленех 40 яхăн ушкăн, 300 яхăн çын хутшăнать.

- Республика конкурсĕсенче тăтăшах малти вырăнсене тухатăр. Кăçалхи кăтартусем мĕнлерех?

- Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ нарăсăн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ «Пултарулăхна кăтарт» фестиваль-конкурса «Грация» çумĕнчи «Максимум» ташă ушкăнĕнчи хĕрсем «Инди ташши» номерпе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестивалĕнче Елена Цветкова /сăввине те, кĕввине те хăех çырнă «Янра, юрă, янра!» юрăпа/ дипломантка пулчĕ. Ачасемпе çамрăксен клубĕсемпе пĕрлĕхĕсен «Тăван çĕр илемĕ» республика конкурсĕнче диплом илнĕ. Çавăн пекех ЧР Культура министерствин 100 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнине те палăртса хăвармалла.

- Халĕ вырăнта тÿлевлĕ мероприятисем ирттерсе самай лайăх ĕçлесе илме пулать теççĕ. Ку енĕпе сирĕн кăтартусем мĕнлерех?

- Иртнĕ çул филиалсемпе пĕрле 116300 тенкĕ ĕçлесе илнĕ, Курнавăшри ИКЦ хăй çеç - 70300 тенкĕ. 2011 çулта 42150 тенкĕ пулнă.

- Курнавăш ял халăхĕ Тăвай районĕнчи Тушкилте пурăнакансемпе чылай çул туслă пурăнать иккен. Мĕн çыхăнтарать икĕ ял çыннисене?

- Курнавăш ялне пуçарса яракансем Кĕçĕн Пăла тăрăхне вун çиччĕмĕш ĕмĕрте Тушкилтен килсе вырнаçнă. Çавна май çыхăнăва «Урожай» колхоз председателĕ пулнă С.Николаев тата Курнавăш вăтам шкулне ертсе пынă П.Смирнов йĕркелесе янă. Икĕ ялăн туслăхне культура ĕçченĕсем çирĕплетсе пыраççĕ. Кăçал çу уйăхĕнче информаципе культура центрĕнче Тушкилти «Сурпан» /ертÿçи О.Сергеева/ ушкăна йышăнтăмăр. Хăнасене историпе тавра пĕлÿ музейĕпе паллаштартăмăр, ял пуçланса кайни уйрăмах кăсăклантарчĕ вĕсене. «Сурпан» юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.

- Музей пирки те тĕплĕнрех пĕлес килет те...

- Вăл информаципе культура центрĕн çуртĕнче вырнаçнă. Ăна 1985 çулта йĕркеленĕ, Алексей Смирнов ертсе пырать. Экспозиципе курав лаптăкĕ - 187 тăваткал метр. Фондра виçĕ пин ытла экспонат. Музейĕн пилĕк пайĕнче тăван тăрăхăн аваллăхĕнчен пуçласа паянхи кун таран сăнланнă. Кураканшăн кунта пĕтĕмпех кăсăклă: археологи материалĕсем те, нумизмат коллекцийĕсем те, анатри чăвашсен культурипе йăла-йĕрке япалисем те, искусство произведенийĕсем те...

- Библиотекăсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки те чарăнса тăрсамăр, тархасшăн.

- Тĕп вулавăш Курнавăшра вырнаçнă, ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Горшкова ертсе пырать. Паянхи вулавçă унчченхинчен уйрăларах тăрать. Ахаль кĕнекене алла тытни çеç тивĕçтермест ăна, информацин ытти çăл куçĕпе ытларах усă курасшăн. Çакна пула вулавăш информаци технологийĕсене, уйрăмах Интернетпа усă курассине, вăйлатса пырать. Кăçалхи утă уйăхĕнче нумай тытăмлă центр ĕçлеме пуçларĕ. Раиса Горшкова унта пулăшу ыйтма пынă çынсем валли консультацисем ирттерет.

Вулавăш тытăмĕнчи нумай енлĕ ĕç-хĕлтен пĕри - тавра пĕлÿ ыйтăвĕ. Кашни çыннăн чĕринче хăйĕн тăван çĕрне-шывне чунран юратни, унпа киленни, мухтанни пурах. Çак туйăм нихăçан та ан сÿнтĕр тесен ăна малалла аталантарса пымалла. Шăпах çак тĕллевпе йĕркеленĕ те «Манăн тăван ялăм, ан çухал» çул çырава.

Вулавăш ирттерекен ĕçсем пирки чылай каласа кăтартма пулать. Вăл чăннипех çÿллĕ шайра пулнине çĕнсе илнĕ наградăсем аван çирĕплетеççĕ. Сăмахран, иртнĕ çул информаци тĕлĕшĕпе хăтлă тытăм тăвас енĕпе республикăри чи лайăх библиотека ята тивĕçрĕ. «Чăваш Ен литератури» конкурсра та çĕнтерÿçĕ дипломне илчĕ.

Петр Васильевич каласа кăтартнине итлесе ларма питĕ кăмăллă. Культурăпа информаци центрĕнче ĕçлекен вунă çын пиркиех лайăххине асăнчĕ. Вĕсем пурте хăйсен вырăнĕнче. Яваплăха туйнипе, шанса панă ĕçе юратнипе, пĕлнипе палăрса тăраççĕ. Çитес çулхи тĕллевсем вĕсен тата та пысăкрах. Культура çулталăкĕ валли паянах ĕç планĕ хатĕрлеме пуçланă, вăл Курнавăш çыннисен асăнче юлатех.

 Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.