Ăмăртуччен - 49 кун

20 Раштав, 2013

Раштавăн 27-мĕшĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Олимп çулăмне Шупашкар урамĕсемпе 160 спортсмен йăтса чупĕ. Пĕтĕмпе - 30 километр. Сумлă çулăма йăтакансен йышĕнче тĕрлĕ професси çынни пур: спортсменсем, общество деятелĕсем, искусство ĕçченĕсем, педагогсем, тухтăрсем, тренерсем, çамрăксемпе пенсионерсем. Камсем-ха вĕсем? Олимп вăййисене икĕ хут /2004, 2008/ хутшăннă Светлана Захарова, Юрий Степанов бадминтонист, «Суварята» халăх ансамблĕн балетмейстерĕ Ирина Музыкантова, Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов... Эстафета вĕçленсен Олимп çулăмĕн алтăрĕ Шупашкарта юлĕ.

* * *

Олимп паркĕнче кĕçех çĕнтерÿçĕсене чысламалли тĕп лапама - Medals Plaza - туса пĕтерĕç. Медаль çĕнсе илнисене спорт объекчĕсенче мар, тĕп лапамра чыслĕç. Çак вырăн куракансемшĕн каçхи шоу вырăнĕ пулĕ. Кăнтăрла унта «Сочи - 2014» Культура Олимпиадин финалисчĕсем тухĕç. Вĕсем 62 регионти йăла-йĕркене кăтартĕç.

* * *

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей командин «Чирлекенсен» çурчĕ хăйĕн алăкне уçĕ. Çурт экспозицийĕ хĕллехи XXII Олимп вăййисен программине кĕнĕ спорт тĕсĕсемпе, Олимпиадăра Раççей чысне хÿтĕлекен спортсменсемпе паллаштарĕ. Унта «чирлекенсем» Сочири Олимп вăййисене хутшăнакан спортсменсемпе те, Совет Союзĕн, Раççейĕн паллă олимпиецĕсемпе те тĕл пулĕç. Паллă спорт эксперчĕсем, тренерсем, ытти специалист та - çурт хăнисем.

* * *

Сочири Олимп объекчĕсенчен чылайăшĕ хатĕр. Кун пирки РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - нумайăшĕ тĕрĕслев витĕр тухнă, хăшĕ-пĕринче вара ăмăрту та иртнĕ.

* * *

Йĕркелÿ комитечĕ Олимп вăййисене ирттернĕ çĕре хутшăнакан персонала кĕçех пухса çитересси çинчен пĕлтернĕ. Хальлĕхе кая юлман-ха. Раççейĕн кирек мĕнле хулинче пурăнаканăн та çулталăк вĕçлениччен шанăç пур. Вакансисене Олимп вăййисен официаллă сайтĕнче «Вăхăтлăх персонал» пайра курма пулать. Грузчиксен, водительсен, склад, парковка ĕçченĕсен, логистика специалисчĕсен, координаторсен, кадр администраторĕсен... вакансийĕсем пур. Кандидатсене Adecco Group Russia компани суйлать. Чылай калаçупа тест ĕçĕ Интернет урлă иртеççĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.