«Шавра эп шăплăха итлетĕп...»

21 Раштав, 2013

Çапла каланă Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи. Шăплăхра сасă илтĕннине сăнанă-и? Çав сасă, тĕнче таппипе пĕр кĕвве килсе, сăмах тăвать. Сăвă çуралать...

Çак илемлĕ саманта халĕ сцена çинче курма пулать. Илем çеç мар, инкек те, хăрушă пулăм та поэт чунĕпе хуçаланаççĕ: тĕнче янравне уçăмлăн итлеме хистет.

Поэзи пирки сăмах тапратнин сăлтавĕ çак кунсенче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртнĕ «Чĕрĕ Сăмах» спектакль премьери пулчĕ. СССР халăх артисткин Вера Кузьминан пултарулăхне халалланă ĕçĕн авторĕ - Казахстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Иосиф Дмитриев /Трер/. Палăртса хăварар: «Чĕрĕ Сăмаха» Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă.

Иосиф Дмитриев режиссера, поэта, актера çирĕммĕш ĕмĕрти чăваш поэзийĕ кăсăклантарать. Уйрăмах - Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ. Вĕсенчен кашни - хăй уйрăм тĕнче. Спектакльте çак «тĕнчене» Поэт сăнарĕпе уçса панă. Поэт асăннă сăвăçсен йĕркисемпе калаçать.

Ĕлĕкхи ĕмĕрсен ĕмĕлки хушшинче
Чăваш çĕрĕ мана курăнать:
Ман çĕр-шыв хĕрлĕ юнлă хĕрес çумĕнче
Çакăнса çыхăнса тăраять.
Кăмрăкланнă асаплă чăваш чĕринчен
Юн тумлать - хĕрлĕ юн.
Чăваш пуçĕ çинче хуп-хура сивĕ кун
Шăхăрса ахăрать пур енчен.

Çак сăмахсене Сергей Никитин артист мар, Çеçпĕл хăй каланăн туйăнать. Ун кун-çулĕпе пĕр килнĕ самана поэтăн чунне кăшлать, ăш-чикне тыллать, ĕмĕтне татать. Çут пуласлăха шаннă çамрăк ăна тек курмасть. Ирĕксĕрех çак йĕркесем çуралаççĕ:

Чăваш! Чăваш!..
Чăваш! Чăваш!..
Сан ыйăхлă уюсене,
Сан лăпкă кăмăллă, ачаш,
Йăваш-айван ялусене
Савмашкăн манăн халăм çук.

Çеçпĕл хыççăн Хусанкай пулса килет Поэт. Петр Петровичăн çамрăклăхĕ, поэзи çулĕ çине тăнă тапхăр, лайăх вăхăта, никам никама чăрмантарман саманта /1918-1929/ лекнĕ.

Поэзийĕнче те уççăн палăрать çакă:

...Сиксе утлантăм тур ут тихине,
Пусрăм кĕмĕл ура пуссине.
Карăнтартăм пурçăн чĕлпĕрне
Ярăнтартăм Хусан хулине.
 
Хусанти ăстасем мĕн ĕçлеççĕ?
Йĕнерпелен йĕвен йĕслеççĕ.
Пирĕн атте-анне мĕн ĕçлет?
Пичĕке пуçласа пыл ĕçет.

Анчах тĕлĕнмелле «пылак пурнăç» нумая пыман. Хусанкай çине те ярлăк çакăннă: национализмшăн айăпланса çулталăк та 9 уйăх тĕрмере ларнă. 30-40-мĕш çулсем... Хусанкай тек çамрăк, айван мар.

Юн тумласа тăтăр чĕрÿнтен.
Ан хĕрхен, тăванăм, хăвна.

Петĕр Хусанкай тантăшĕн Митта Ваçлейĕн шăпи тата та йывăртарах килсе тухнă. 1937 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче тытса кайнă ăна. Пÿрте кĕрсен тÿрех: «Пăшал пур-и?» - тесе ыйтнă. «Çук ман нимĕнле пăшал та, ак çак ручка - ман пăшалăм!» - хуравланă поэт. Вун çичĕ çул этапра, тĕрмере... Мĕнле туйнă вăл хăйне? Ухмахла ыйту. Мĕнле пултăр-ха тата?

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем,
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пар чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирĕк - çутăрах çунма.

Çĕньял /Патăрьел районĕ/ каччи Геннадий Лисин, каярах - Айхи, хăй саманинчи ытти хăш-пĕр поэт пек лăпкă пурнăçшăн ăнтăлман. Унашкаллисем пирки çапла çырнă вăл:

Саватăн канлĕхе? Чипер!
Вăл тирĕкри шÿрпе пек - канлĕх,
Тăкмасăр утас тен пулсан
Утту кăштăртатса пымалăх
Асăрхануллă пултăр сан...

Борис Пастернакпа çывăхланни ентешĕмĕре «такăнтарнă», 1958 çулта ăна Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен кăларса янă. Социализм реализмĕн никĕсĕсене таптать-мĕн. Халĕ çак поэта Чăваш Енре пĕлмен çын çук пулĕ, кунта çеç-и, ăна тĕнче хисеплет.

Иосиф Дмитриев аслă поэтсен пултарулăхĕ патне таврăнса паянхи ăрăва витĕм кÿретех. Чăваш чĕлхи аталанăвĕ, унăн малашлăхĕ пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ. Шăпах çак самантра тăван сăмаха уççăн сывлаттарса яни, пĕлтерĕшне çухатнă поэзие симĕс çутă пани темрен хаклă, пĕлтерĕшлĕ. Тавах çакăншăн спектакль лартакансене.

Премьерăпа Митта Ваçлейĕн хĕрĕ Силпи Васильевна, Петĕр Хусанкайăн ывăлĕ Атнер Петрович паллашрĕç. Атнер Хусанкай хăйĕн шухăшне çак сăмахсемпе пĕтĕмлетрĕ: «Эпир ку сăвăсене пĕлнĕ, вуланă, анчах та сцена çинче вĕсем тата чĕрĕрех, ĕнентерÿллĕрех янăрарĕç. Кирлех пире поэзи театрĕ».

Надежда СМИРНОВА.

Надежда Андреева сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.