Archive - 16 Çурла, 2017
Юмах янă, юптарнă
«Пăскăнчăка, тухатланине сиретĕп, тĕрлĕ чир-чĕртен сывататăп», — шантарнă 53-ри хĕрарăм массăллă информаци хатĕрĕ урлă. Çемьери хирĕç тăруран, хĕсĕк пурнăçран, чиртен ывăннă çынсемшĕн вăл телей парнелекен асамçă пек туйăннă. Вĕсене пулăшма Краснодар хулинченех килнĕ иккен. Ултавçă капкăнне тăватă хĕрарăм çакланнă. «Сиплевçĕ» картпа пăхнă. Пăскăнчăка сирнĕ пек туса аллисемпе хăлаçланнă, тем мăкăртатнă. Çакăншăн 5 пинрен пуçласа 82 пин тенкĕ таран сăптăрнă. Çăткăнскер пĕр хĕрарăмран 106 пин тенкĕ ыйтнă. Анчах лешĕн пурĕ те 5 пин тенкĕ кăна пулнă.
Пуясси пулман
Тăвай районĕн администрацийĕн пĕр пай пуçлăхĕ ял пикисем урлă пуйма шутланă. Хайхискер культура учрежденийĕсен директорĕсене районти пикесен конкурсне курма кĕмешкĕн билетсем хатĕрлесе 100-150 тенкĕпе сутма хушнă. Укçине вара пуçлăх йăлтах пуçтарса илнĕ. «Конкурс ирттерме кайнă тăкаксене саплаштарма кирлĕ», — суеçтернĕ вăл ĕçченсене. 2013-2015 çулсенче укçа самай пуçтарăннă. Унăн пĕр пайне культура учрежденийĕн балансĕ çине куçарнă. 57 пин тенкине кĕсйине чикнĕ пуçлăх.
Каллех виççĕн путнă
Çанталăк кĕр енне кайрĕ пулин те кăнтăрла ăшă. Çавна май шыва кĕрекен нумай-ха. Шел, ăна кура путакансем те пур. Иртнĕ канмалли кунсенче каллех виççĕн путнă.
Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи икĕ юлташ эрех ĕçнĕ хыççăн пĕве урлă ишсе каçма хăтланнă. Варрине çитсен пĕрин вăйĕ пĕтсе çитнипе шыва анса кайнă. Каярахпа çăлавçăсем унăн ÿтне туртса кăларнă. Çак кунах Атăл леш енчи «Прометей» кану çуртĕнче те инкек сиксе тухнă. Каçхине пилĕк сехетре 37 çулти хĕрарăм шыва кĕрсе уçăлма шутланă. Анчах Атăлтан тухайман.
Чечек те мăян…
Ялсенче çынсем кил-çурта кăна мар, урамсене те тирпейлĕ тытма тăрăшни савăнтарать. Çав хушăрах кăмăла хуçаканни те пур-ха. Акă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçĕнчи Тĕп урамра нумай хваттерлĕ çурт умĕнче чечек вырăнне мăянпа хыт хура ешереççĕ. Вĕсене çулса пăрахма вăхăт та, кăмăл та çук пулас кунта пурăнакансен.
Район — 90 çулта
Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай сали — 435, район йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине анлă паллă тунă.
Уяв ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Самсонов тата арçынсен хорĕ район гимнне юрланипе уçăлнă. Пухăннисене район ертÿçисем, сумлă хăнасем саламланă.
Тухăç пысăкран кăмăл çĕкленÿллĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçĕнчи Клементьевсем çемйипех фермерсем темелле. Андрей Николаевич вунă çул каяллах çак лава кÿлĕннĕ. Ăна кура шăллĕ Николай та фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Кăçал патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăннă, гранта тивĕçнĕ.
«Кĕр парни» ярмăрккă
Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăри хуласенче «Кĕр парни» ярмăрккă уçăлать.
Уяв тĕлне
Çурла уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне кĕтсе илме хатĕрленет. Çавна май савăнăçлă лару-тăрура икĕ ача сачĕ тата поликлиника уçăлмалла.