Каллех виççĕн путнă

Çанталăк кĕр енне кайрĕ пулин те кăнтăрла ăшă. Çавна май шыва кĕрекен нумай-ха. Шел, ăна кура путакансем те пур. Иртнĕ канмалли кунсенче каллех виççĕн путнă.

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи икĕ юлташ эрех ĕçнĕ хыççăн пĕве урлă ишсе каçма хăтланнă. Варрине çитсен пĕрин вăйĕ пĕтсе çитнипе шыва анса кайнă. Каярахпа çăлавçăсем унăн ÿтне туртса кăларнă. Çак кунах Атăл леш енчи «Прометей» кану çуртĕнче те инкек сиксе тухнă. Каçхине пилĕк сехетре 37 çулти хĕрарăм шыва кĕрсе уçăлма шутланă. Анчах Атăлтан тухайман.

Вырсарникун Улатăрта виçĕ пĕртăван шыва кĕме кайнă, анчах 11 çулти хĕрача каялла таврăнайман. Вĕсем чăнкă çырана лекнĕ-мĕн. Иккĕшĕ ишсе тухма вăй çитернĕ, виççĕмĕшĕ — çук.

Л. АЛА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.