Тухăç пысăкран кăмăл çĕкленÿллĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçĕнчи Клементьевсем çемйипех фермерсем темелле. Андрей Николаевич вунă çул каяллах çак лава кÿлĕннĕ. Ăна кура шăллĕ Николай та фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Кăçал патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăннă, гранта тивĕçнĕ.

Н и к о л а й К л е м е н т ь е в у й - х и р е пуçтарăннă май эпир те унран юлмарăмăр. «Кĕрхи культурăсене хăшне маларах вырмаллине тĕрĕслесшĕн», — терĕ вăл машинăна хускатнă май.

Аслă çултан анлă хир енне пăрăнтăмăр. «Ку лаптăкран люцерна вăрри çапса илесшĕн. Çуркунне гербицид вăхăтра сапайманнипе çум курăклăрах, — ăнлантарчĕ вăл нумай çул ÿсекен курăк уйĕпе иртнĕ май. — Кунта унччен хăмла пахчи пулнă. Халĕ унран юхăннă хурал пÿрчĕ кăна юлнă». Хуралса чалăшнăскер çулпа юнашарах ларать. Шел, унччен пысăк тупăш кÿнĕ «симĕс ылтăнăн» шăпи те çак пÿртĕнни евĕрех кĕске пулнă.

Кĕрхи тулă сарă тинĕс пек сарăлса выртать. «Кĕске туналлă сорт пулнăран вăйлă çилпе, çумăрпа та ытлашши выртмасть, — тулли пучаха тытса пăхнă май палăртрĕ фермер. — Кăçал тырă нÿрĕрех кĕрет. Ăна складра типĕтме тивет».

Çул урлă çурхи сĕлĕ вăрман пек кашласа ларать. Хир çум курăксăр, таса. Çĕр лаптăкĕ çирĕп, ĕçчен алла лекни тÿрех курăнать. Пĕртăвансен икĕ «Нива» комбайн. Кивĕрех пулин те ура çине çирĕп тăриччен усă курма пулать. Штурвал умне хăйсемех ларасшăн.

— Унччен эпĕ те Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Çемье çавăрсан ялтах тĕплентĕм. Мăшăра пĕчĕк ачасемпе пĕччен йывăртарах. Çывăх çынсем юнашар пулнине мĕн çиттĕр? — терĕ Николай Николаевич. — Панкрута тухнă «Восток» ЯХПКан тырă, утă, силос хранилищисене, пушанса юлнă витисене туянтăм. Техника, 60 гектар çĕр пур. Çанă тавăрса ĕçлемелле кăна.

Николай Николаевич грант илме конкурса иккĕмĕш хут хутшăннă. Иртнĕ çул патшалăх пулăшăвне илме кăштах балл çитеймен. Пĕлтĕр грант укçи хальхипе танлаштарсан самай пĕчĕкрех пулнă. Инфляцие шута илсе кăçал ăна палăрмаллах ÿстернĕ, 3 млн тенкĕ ытла.

— Пирĕншĕн курăмлă пулăшу. Унпа вунă ĕне, икĕ трактор, ял хуçалăх техники илесшĕн. Ферма çурчĕсене туянтăмăр-ха, анчах çĕр докуменчĕсене йĕркелеменнипе çутă та кĕртейместпĕр. Шыва та пичкепе турттармалла. Çĕр ыйтăвне татса парсан ыттисене майĕпен тăвăпăр. Кĕр енне витесене юсаса ĕнесем кĕртесшĕн. Бизнес-планпа пилĕк çулта 28 ĕне, 16 вăкăр пулмалла. Манăн вара кăçалах 14 пуç пулать. Витесене йĕркене кĕртсен ытларах та усрасшăн. Малтанлăха сĕт аппарачĕпе усă курма тивет. Кайран, ура çине тăнă май, сĕт пăрăхĕ те вырнаçтарăпăр-и, тен? Электрокĕтÿç туянасшăн. Май çитнĕ таран ĕçе механизацилемелле, — палăртрĕ Николай Клементьев. Малалла вулас...

 

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.