Комментари хушас

Тăвай районĕн администрацийĕн пĕр пай пуçлăхĕ ял пикисем урлă пуйма шутланă. Хайхискер культура учрежденийĕсен директорĕсене районти пикесен конкурсне курма кĕмешкĕн билетсем хатĕрлесе 100-150 тенкĕпе сутма хушнă. Укçине вара пуçлăх йăлтах пуçтарса илнĕ. «Конкурс ирттерме кайнă тăкаксене саплаштарма кирлĕ», — суеçтернĕ вăл ĕçченсене. 2013-2015 çулсенче укçа самай пуçтарăннă. Унăн пĕр пайне культура учрежденийĕн балансĕ çине куçарнă. 57 пин тенкине кĕсйине чикнĕ пуçлăх.

2015 çулта чиновник хушнипе пĕр учреждени пуçлăхĕ арçынна çурма ставкăпа методиста ĕçе йышăннă. Анчах лешĕ тар тăкма та шутламан. Кĕрĕк арки йăваласах çур çул шалу илсе тăнă. Унпа çыхăннă ытти тăкака шутласан ултавçăсем бюджетран 57 пин тенкĕ йăкăртнă.

Хĕрарăма 4,5 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă, 80 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Унпа каварлашса преступлени тунă арçынна 2,4 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă, 25 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Л. АЛА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.