Комментари хушас

16 Çурла, 2017

«Кĕр парни» ярмăрккă

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăри хуласенче «Кĕр парни» ярмăрккă уçăлать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнаамтьев муниципалитет ертÿçисене фермерсенчен, хушма хуçалăхсенчен продукци туянса ăна хулара «канмалли кунсен» ярмăрккинче сутассине йĕркелеме ыйтнă. Çĕр ĕçченĕсен хулана çитме, тавар сутма вăхăт çук. Çавăнпа çĕнĕлĕх вĕсемшĕн аван пулмалла. Туянаканшăн та продукци ытлашши хаклă пулмĕ. Михаил Игнатьев вĕренÿ, медицина, ытти социаллă сфера валли ял хуçалăх продукцине туса илекенсенчен тÿрреммĕн туянма сĕннĕ.

Пĕлтĕр «Кĕр парни» ярмăрккăра 1736 тонна ял хуçалăх продукцийĕ /21,9 млн тенкĕлĕх\ сутнă. Кăçал та унран кая мар пуласса шанаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.