- Чăвашла верси
- Русская версия
Юмах янă, юптарнă
«Пăскăнчăка, тухатланине сиретĕп, тĕрлĕ чир-чĕртен сывататăп», — шантарнă 53-ри хĕрарăм массăллă информаци хатĕрĕ урлă. Çемьери хирĕç тăруран, хĕсĕк пурнăçран, чиртен ывăннă çынсемшĕн вăл телей парнелекен асамçă пек туйăннă. Вĕсене пулăшма Краснодар хулинченех килнĕ иккен. Ултавçă капкăнне тăватă хĕрарăм çакланнă. «Сиплевçĕ» картпа пăхнă. Пăскăнчăка сирнĕ пек туса аллисемпе хăлаçланнă, тем мăкăртатнă. Çакăншăн 5 пинрен пуçласа 82 пин тенкĕ таран сăптăрнă. Çăткăнскер пĕр хĕрарăмран 106 пин тенкĕ ыйтнă. Анчах лешĕн пурĕ те 5 пин тенкĕ кăна пулнă. Пысăк укçа тăпăлтарса илеймен вăл. Хăйне шаннипе усă курса шар куракансенчен 118 пин тенкĕ сăптăрнă. Суд ăна 2,6 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă.
Комментари хушас