Шурă туфлиллĕ çамрăк репортер, e Экзамен шайĕнчи пĕрремĕш командировка
Камшăн мĕнле пулĕ те — манăн шухăшпа, журналист профессийĕ пек кăсăкли тĕнчере урăх çук. Мĕнле кăна лару-тăрăва лексе мĕн кăна курмасть, кампа кăна паллашмасть журналист. Професси витĕмĕпе пурнăçа çапла ытларах та ытларах ăнланса, чунпа пуянланса, ăспа çивĕчленсе пырать. Хаçат-журнал производствинче тăрăшать-и, телекурав тытăмĕнче вăй хурать-и, радиокăларăмсем ертсе пырать-и вăл — кашни хутлăхрах ĕçĕ интереслĕ. Нихăçан манăçми самантсем вара кашни журналистăн асĕнчех — темĕн чухлĕ. Çак йĕркесен авторĕн те вĕсем самай хулăн кун кĕнекилĕхех пухăнчĕç.