Archive - 30 Mar, 2017

Date
Type

Чаршав уçăлать те хупăнать. Кулиса хыçĕнчи пурнăçа театр артисчĕсем кăна лайăх пĕлеççĕ. Куракан умне тухиччен çанă тавăрса ĕçлени, çĕр çывăрмасăр сценари вĕренни çак тытăмра ĕçлекенсемшĕн çеç çывăх. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче артистсем Пĕтĕм тĕнчери театр кунне паллă турĕç.


Иртнĕ шăматкун, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармони залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль вунсаккăрмĕш хут иртнĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ 28 пултаруллă çамрăк, 5 юрă-кĕвĕ ансамблĕ хутшăннă. Самар, Чĕмпĕр, Пушкăрт, Оренбург, Тюмень тăрăхĕсенчи ентешсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Чăваш Енрен аякра пурăнаççĕ пулин те вĕсем тăван халăх культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине упраççĕ, хаклаççĕ, çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ.

Икĕ хутлă пысăк çурт патне хуллен утатăп. Мана хирĕç çамрăк арçын тухрĕ. «Алексеевсем кунта пурăнаççĕ-и?» — ыйтрăм унран. Кил хуçи Владимир мана пÿрте кĕме сĕнсен ун хыççăн утрăм. Акă мана унăн мăшăрĕпе Татьянăпа пĕчĕк хĕрĕ Милана кĕтсе илчĕç. Сарă çÿçлĕ хĕр пĕрчи кĕрен тĕслĕ кĕпе тăхăннă, юмахри Кĕлпике пекех курăнать. «Тĕссене уйăрма пĕлет те ăна хăех суйларĕ, эпĕ урăххи илесшĕнччĕ. «Çук, çакна туянатпăр», — терĕ», — калаçăва пуçларĕ Татьяна. Пĕчĕкскер хăйĕн çинчен калаçнине илтсен: «Ăхă, хамах суйларăм, хама килĕшнине», — сăмах хушрĕ. Хĕвел пек çиçекенскер савăнăçлă чĕвĕлтетме тытăнсан çывăх çыннисен питĕнче йăл кулă çуралчĕ.

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре пурăнакан Вера Волкова хăйĕн пирки: «Эпĕ ял тăрăхĕнче юлнă юлашки ветеран», — тет. 92 çулти Вера Ивановнăн сывлăхĕ çирĕпех мар, вăл больницăра час-часах сипленет. Унăн икĕ хăлхи те илтменпе пĕрех. Нумаях пулмасть Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн пысăк хуйхă пулнă: юратнă мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă. Çакă Вера Ивановнăна самаях çапса хуçнă. Упăшкине юлашки çула ăсатнă хыççăн унăн сывлăхĕ хавшанă.

Тĕрме çемьесене аркатать. Статистикăна илер: юсанмалли колонисене тĕлпулăва 20 арçынран пĕрин патне мăшăрĕ çÿрет пулсан хĕрарăм патне… 60-тан пĕрин патне çеç. Арçынсен зонинче тĕлпулу пÿлĕмĕсемшĕн черет пулсан хĕрарăмсен пушши нумай. Мăшăрсем уйрăлаççĕ, ачисем ашшĕне е амăшне манаççĕ. Пилĕк çулта, сăмахран, çын хăйĕн йăх-тымарне çухатма пултарать, хитре мар ĕç-пуç — тĕрмере пулни — çав тери япăхпа вĕçленет. Уйрăлнă çĕр-çĕр çемье, арканнă çĕр-çĕр шăпа, урама кăларса пăрахнă çĕр-çĕр çын…

Çынсем таврана сăнама пăрахнă çеç

Çуркуннен иккĕмĕш уйăхĕн пуçламăшĕнче кулăш кунне çеç мар, Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне те паллă тăваççĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Александр Яковлев орнитологăн пурнăçĕнче вĕçенкайăксем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вăл вĕсен 450 ытла тĕсне хăйĕн куçĕпе курнă, 250-шне Чăваш Енре асăрханă. Халĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче аслă методистра тăрăшаканскер хăй вăхăтĕнче «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче те, «Сăрçи» патшалăх заповедникĕнче те ĕçленĕ. Кайăк-кĕшĕке сасăранах уйăракан Александрпа уяв умĕн тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

Pages