Чăвашла пĕлменни çĕнтерме чăрмантарман

Иртнĕ шăматкун, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармони залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестиваль вунсаккăрмĕш хут иртнĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионтан килнĕ 28 пултаруллă çамрăк, 5 юрă-кĕвĕ ансамблĕ хутшăннă. Самар, Чĕмпĕр, Пушкăрт, Оренбург, Тюмень тăрăхĕсенчи ентешсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Чăваш Енрен аякра пурăнаççĕ пулин те вĕсем тăван халăх культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине упраççĕ, хаклаççĕ, çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ. Кăçал сумлă конкурс-фестивалĕн гран-прине Çĕмĕрлери 1-мĕш шкулта вĕренекен Екатерина Сулимкина тивĕçнĕ. Пике Августа Уляндина юрăçăн репертуарĕнчи «Илемлĕ» юрра чуна пырса тивмелле шăрантарса жюрие кăна мар, залра ларакансене те тыткăнланă. Ку юрра вăл ахальтен суйламан: кĕвĕ илемĕ тата сăмахĕсем тÿрех унăн кăмăлне кайнă. Чăваш юрри-кĕввин янăравлăхĕ, унта чăваш пикисен чиперлĕхне сăнарлани те ку юрра суйлама хистенĕ Катьăна. «Мана Августа Уляндинăн пултарулăхĕ хавхалантарать. Конкурса хутшăнмашкăн унăн юррине суйлани ăнсăртран мар», — ăнлантарчĕ çамрăк. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.