Салтаксене çурăм çине хурса сĕтĕрнĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре пурăнакан Вера Волкова хăйĕн пирки: «Эпĕ ял тăрăхĕнче юлнă юлашки ветеран», — тет. 92 çулти Вера Ивановнăн сывлăхĕ çирĕпех мар, вăл больницăра час-часах сипленет. Унăн икĕ хăлхи те илтменпе пĕрех. Нумаях пулмасть Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн пысăк хуйхă пулнă: юратнă мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă. Çакă Вера Ивановнăна самаях çапса хуçнă. Упăшкине юлашки çула ăсатнă хыççăн унăн сывлăхĕ хавшанă.

Асаплă вăрçă кунĕсем хыçа юлнă ĕнтĕ, унтанпа вăхăт чылай иртнĕ. Анчах çав нушаллă тапхăра вăхăт хуплаять-и вара? Вера Ивановна вăрçă çулĕсене нихăçан та манмĕ, Совет Союзĕн паттăр салтакĕсем Тăван çĕршыва ирсĕр фашиста таптама парас мар тесе ĕнер кăна юн тăкнă тейĕн... Малалла вулас...

Иван ДЕРЮЖИН.

В.ВОЛКОВА архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

 

Иван ДЕРЮЖИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.