Вĕрене сĕткенĕ юхтарар-и?
Хурăн шывне ача чухне юхтарса ĕçеттĕмĕр. Пуртăпа касса хурăн хуппине сирсе уçакансем те пурччĕ. Йывăç суранĕ темчченех сипленейместчĕ, шывланса хĕрелсех каятчĕ çав тĕл. Халĕ çавнашкал хăтланнине асăрхаман.
Вĕрене шывне те юхтарнине пĕлетĕп. Вăл сиплĕ теççĕ. Ăна мĕнле илмелли йĕркепе паллаштараймăр-ши?
Вячеслав ГРАЧЕВ.
Çĕмĕрле районĕ.
Пирĕн çĕршывра вĕрене шывне питех юхтармаççĕ — йăлана кĕмен. Çурçĕр Америкăра вара вĕренерен сĕткен юхтарасси анлă сарăлнă. Ĕçсе сипленеççĕ çеç мар, сироп та тăваççĕ унран. Америка вĕренин сĕткенĕ тутлăрах-мĕн.
Пирĕн тăрăхри вĕренесен сĕткенĕ те тинĕс леш енчинчен уйрăлсах тăмасть. Тутипе те, сиплĕхĕпе те. Унра организма çуркуннепе уйрăмах кирлĕ витаминсемпе минералсем, органика йÿçеклĕхĕсем пур. Чĕрешĕн, пÿрепе пĕвершĕн лайăх, юна тасатать, пуç мимине ырă витĕм кÿрет.
Вĕрене шывне юхтарасси, пĕтĕмĕшле илсен, хурăн шывне юхтарнă пекех. Йывăçа сиен кÿресрен асăрханмалла. Йывăç вуллине 4 сантиметртан тарăн шăтармалла мар. Мĕншĕн тесен сĕткен вулă хуппи айĕнчен хăпарать, шалтан мар. Шăтăкран 2-3 кун çеç сĕткен лайăх юхать, унтан урăх йывăç суйламалла, суран тĕлне патакпа пăкăламалла е сад варĕпе сĕрмелле. Çамрăк йывăçран сĕткен юхтарни ăна хăртма пултарать.
Вулла пуртăпа касса сĕткен юхтарма юрамасть. Вулăна çĕр çумĕнчен 35-60 см çÿллĕшĕнче 0,7-1 см анлăш дрельпе шăтармалла, унта пăрăх тăрăнтармалла, пăрăх вĕçĕпе пуçтармалли савăта тухмалла.
Хуласенче, пысăк çулсен хĕррисенче йывăç сĕткенне юхтарма юрамасть.
Вĕрене шывĕ кăштах сарăрах тĕслĕ, тăрă, пылакрах пулмалла. Ăна çĕнĕлле ĕçмелле. Сивĕре 2-3 кун упрама юрать.
Вĕрене сĕткенĕ ака уйăхĕн пуçламăшĕнче куçма пуçлать. Сĕткен пуçтармалли вăхăт пурĕ те 2-3 эрне çеç. Папкасем çурăлса çулçă тухма пуçласан сĕткен тĕсĕ те, тути те улшăнать.
Вĕрене сĕткенĕнче организма кирлĕ тимĕр, фосфор, натри, кальци нумай, С, В, Е витаминсем пур. Сĕткен пылак пулин те унта сахăр çукпа пĕрех, фруктозăпа глюкоза та сахал. Çавăнпа ăна сахăр диабечĕпе чирлисене те пĕчĕкшер виçепе ĕçме чармаççĕ.
Вĕренен çамрăк çулçин отварĕпе çăвар, карланкă чирĕсене сиплеççĕ. Вăл микробсене пĕтерет, сурансене ÿт илме пулăшать.
Комментари хушас