Юрий Федотов халалĕпе - пысăк çитĕнÿ патне

Муркаш районĕнче хĕллехи сезон вĕçленчĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Юрий Федотов йĕлтĕрпе чупассипе тата полиатлон енĕпе яшсен ушкăнĕнче республикăри ăмăртусенче лайăх çитĕнÿсем тăватчĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренме кĕрсен вунтăхăр çулти каччă ГТО комплексĕн нумай енĕпе ăмăртса Чăваш АССР чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕ. Пиччĕшĕсем — Михаил, Валерий тата Александр — пек ăста спортсмен пулма, çĕршыври ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тума ĕмĕтленнĕ. Шел те, пулас строитель пирĕнтен 20 çулта чухнех вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Пиччĕшĕсем, унпа пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пуçарнипе 2003 çултанпа Калайкассинче Юрий Федотова асăнса тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсен уçă ăмăртăвне йĕркелеме пуçларĕç. Çак кунсенче йăлана кĕнĕ ăмăртăва 219 спортсмен /59 команда/ хутшăнчĕ. Сумлă парадра вĕсене Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, ЧР халăх вĕрентĕвĕн тата наука ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Зинаида Степанова, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов тата ытти хăна саламларĕç. Малалла вулас...

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.