Комментари хушас

3 Пуш, 2017

Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре?

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви çĕнĕ проект — «Сывлăхăн общество университечĕ» — пурнăçа кĕртет.

Вĕренÿ курсне Раççейĕн тĕп акушер-гинекологĕ Лейла Адамян ирттерекен лекцисем евĕрлĕ йĕркелеме палăртнă. Унăн мероприятийĕсене кăмăл тăвакансенчен кашниех çÿреме пултарать. Тÿлевсĕр лекцисем çулталăк тăршшĕпех кашни уйăхра пĕрре шăматкунсерен иртеççĕ.

Пĕрремĕш лекцисене пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарти Президент перинаталь центрĕнче ирттереççĕ, вĕсенче хускатакан ыйтусем хĕрарăмăн репродуктивлă сывлăхĕпе, ача çуратайманнипе, экстракорпораци технологийĕпе çие хăварассипе çыхăннă. Хăвăра канăçсăрлантаракан ыйтусене лекторсем патне маларах çитерме пултаратăр, хуравне вара лекцире илеетĕр. Çак тĕллевпе «Лектора паракан ыйту» /voproslektoru@mail.ru/ электронлă почта ещĕкĕ йĕркелеççĕ. Кун пек чухне тĕлпулăва пырайман çын та хăйне пăшăрхантаракан ыйтăвăн хуравне электронлă майпа тивĕçме пултарать. Малашне курав лекцийĕсемпе мастер-классене Интернет урлă та пăхмашкăн май килĕ.

“Занятисенче сывă апатлану, сиенлĕ йăла-йĕрке ыйтăвĕсене те хускатма палăртнă, — çирĕплетрĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина профилактики енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Елена Наумова. — Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ, усал шыçă, куç çивĕчлĕхĕ пирки те калаçăпăр”.

“Сывлăхăн общество университечĕ” ирттерекен мероприятисен темипе тата графикĕпе асăннă ведомство сайтĕнче паллаштарнă.

Валентина СМИРНОВА

 

ĂНЛАНТАРУ

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана АНАНЬЕВА:

— Асăннă проект тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн — çул çитмен çамрăкран пуçласа аслă ăрури таранах — интереслĕ, усăллă тата ăнланмалла пултăр тесе сиплев ĕçне тÿрреммĕн хутшăнакан тухтăрсене, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн преподавателĕсене йыхравлатпăр. Вĕсем паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сывă апатлану, алкогольпе тата пирус туртнипе кĕрешессин, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене профилактикăлассин, аслă ăру çыннисен сывлăхĕн ыйтăвĕсемпе тухса калаçаççĕ.

Малтанхи лекцисене хĕрарăмпа арçыннăн репродуктивлă сывлăхĕпе çыхăнтарни те ахальтен мар: 2017 çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă май пирĕнтен кашнинех сывлăха упрас тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине аса илтеретпĕр.

Проекта хутшăнакансем лекцисем итленисĕр пуçне врачсен консультацине тивĕçеççĕ тата мастер-классенче хăнăху илеççĕ. Тĕслĕхрен, таса та сывă апат хатĕрлеме вĕренеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.