Яваплă тĕллев - «иккĕмĕш çăкăр» тухăçне ÿстересси

Ĕнер Шупашкарти «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илÿпе курав комплексĕнче Регионсен хушшинчи IX «Çĕрулми-2017» отрасль выставки уçăлчĕ. ФОТОРЕПОРТАЖ

Унта республикăра тата тулашра иккĕмĕш çăкăр тата унăн вăрлăхне туса илекенсем, ăна тĕпчесе çитĕнтерме, пухса кĕртме, упрама сĕнÿсем хатĕрлекен институтсен, çĕрулми лартмалли, пăхса ÿстермелли, хиртен кĕртмелли техника, минерал удобренийĕсемпе хими имçамĕ янтăлакан компанисен представителĕсем хутшăнчĕç. Иртнĕ çулсенче йĕркеленĕ куравсемпе танлаштарсан хальхинче хăйсен продукцине ытларах Чăваш Енрен пуçтарăннисем мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнисем кăтартрĕç. Çĕрулми туса илмелли машинăсемпе суту-илÿ тата курав комплексĕ умĕнчи лапамра паллашрĕç. Хуçалăхсен ертÿçисем вĕсене туянас ыйтăва трактор-машинăпа тивĕçтерекен дилерсемпе сÿтсе яврĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экспозицисемпе тĕплĕ паллашрĕ, çĕрулмирен пĕçернĕ çимĕçе астивсе пахаларĕ.

— Регионсен хушшинчи «Çĕрулми-2017» выставкăна кăçал Чăваш Енре тăххăрмĕш хут ирттеретпĕр, — терĕ. — Субъектсем хăйсен таварне кăтартма пирĕн пата çуллен йышлăнрах килеççĕ. Çĕрулми туса илекенсем, ăна тĕпчекенсем пĕр-пĕрин опычĕ çинчен каласа параççĕ. Вĕсен пĕр тĕллев — иккĕмĕш çăкăр тухăçне ÿстересси, унран тупăш нумайрах илесси, ĕçлекенсене шалу ытларах тÿлесси. Ертÿçĕсемпе агрономсем паян-ыран иртекен наука-практика конференцийĕнче тухăçлă ĕçлесе, докладсенчен çĕннине нумай пĕлсе кăçал çĕрулмине вăхăтра лартса хăварасса, лайăх пăхса çитĕнтерессе, пысăк тухăç илессе, çанталăк йĕпене кайиччен пухса кĕртессе шанатăп. Курава хутшăнакансене пурне те экспозицисем йĕркеленĕшĕн тав тăватăп. Çĕрулми лартакансене унăн пахалăхне лайăхлатма, производствине ÿстерме чĕнсе калатăп.

ЧР Пуçлăхĕ «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекен хуçалăхсемпе ятарлă наука-тĕпчев институчĕсем инновацие тĕпе хурса продукци туса илмелли технологисене лайăхлатнине, производствăна ÿстерессишĕн çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Çĕрулмин хуçалăхсенчен туяннă, потребительсене сутнă чухнехи хакĕ тĕрлĕ сăлтава пула улшăнса тăрать. Çакă хресченсене пăшăрхантарать.

— Раççей Президенчĕ Владимир Путин вĕсен умне продукцие чикĕ леш енне ăсатса экспорта аталантарма тĕллев лартрĕ, — сăмаха тăсрĕ М.Игнатьев. — Ăна пурнăçа кĕртесси — кун йĕркинчех. Республикăра наука аталаннă май çĕрулмин селекципе вăрлăх центрне ĕçе кĕртесси малти вырăна тухса тăрать. «Слава картофелю» агрофирма ăна Елчĕк районĕнче хута ярасшăн. Иккĕмĕш çăкăрăн чи паха вăрлăхне малашне хамăр патăмăртах хатĕрлеме, республикăра çеç мар, тулашра та сутма пуçлăпăр.

Раççейре «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтермелли технологисем чикĕ леш енчисемпе танлаштарсан пĕр енĕпе те кайра мар. Хăшпĕр хуçалăхăн вĕсем лайăхрах та. Çавăнпа паха опыт пухнисен пысăк тухăçпа палăракан технологисене ют çĕршывсене сутасси çинчен шухăшламалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕрулмирен хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕçе экспорта явăçтарас пуласлăх республикăна кĕтнине те палăртрĕ.

— Культурăна çумкурăкпа сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлемелли хими имçамĕпе тивĕçтерессипе нимле чăрмав та çук, — терĕ М.Игнатьев. — Чăваш Енре — ăна туса кăларакан икĕ завод. Вĕсемсĕр пуçне Раççейре çителĕклех. Пирĕн хуçалăхсем çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех татса паччăр тесе Раççей Ял хуçалăх министерствипе пĕрле мĕн кирлине пурне те тăватпăр.

Курава хутшăнакансене РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев саламларĕ.

— «Иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсем çĕршывăн чи йывăр тапхăрне чăтса ирттерчĕç. Паллах, ырми-канми ĕçлесе, тăван çĕр çинче тар юхтарса. Халĕ çеç эпир çĕрулмин селекципе вăрлăх центрĕн проекчĕпе кăсăкланса паллашрăмăр. Çак ĕмĕт çитсен республика çĕрулми туса илекен вăйлă регионсемпе майĕпен танлашас шанăç пысăк.

Куравра Пĕтĕм Раççейри А.Лорх ячĕллĕ çĕрулми хуçа­­лăхĕн наука-тĕпчев институчĕ те экспозици кăтартрĕ. Унăн тĕпчевçисенчен пĕри Борис Анисимов регионсен хушшинчи çĕрулми куравне Шупашкарта ирттерме ахальтен йышăнманнине пĕлтерчĕ.

— Çак ыйтăва татса париччен Чăваш Ен çĕрулми туса илекен регион пулнине тĕпе хунă, — терĕ. — Паян куравра Раççейри «иккĕмĕш çăкăр» туса илекен мĕнпур йышши компанисемпе предприятисем хăйсен продукцийĕпе, çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштараççĕ. Вĕсен представителĕсене Шупашкарта тĕл пулса калаçма, çĕнĕ технологисене кăтартма, килĕшÿсем çирĕплетме май туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Усăллă çыхăнусем йĕркелесе производствăна татах ÿстерĕпĕр.

Курава йĕркелесе ирттерме Раççей Ял хуçалăх министерствипе Çĕрулми союзĕ тÿрремĕнех хутшăннă, асăннă институт пулăшнă. Çĕршыври 22 регионран тата Беларуçран килнĕ 86 экспонат хăйĕн продукцийĕпе паллаштарнă.

Выставкăна хĕрлĕ хăю касса уçнă хыççăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çĕрулми лартакан хуçалăхсене аталанма чăрмантаракан ыйтусене хускатрĕ. Сăмахран, паха вăрлăхсене кашни килограмшăн 60-70 тенкĕ тÿлесе чикĕ леш енче туянатпăр. Çак хак хуçалăхсен кĕсйине аванах якатать.

— Пирĕн элита репродукцин хăйхаклăхне пĕчĕклетессишĕн тăрăшмалла. Çак ĕçе пурăна-киле хамăрах пурнăçлама пултаратпăр. Ăна йĕркелесе ярсан çĕр ĕçченĕсем тупăш нумайрах илме тытăнĕç, — терĕ Михаил Васильевич. — Эпĕ халĕ çеç экспозицисене курса иртрĕм. Вĕсем чăннипех те пуян. Çак кунсенче республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче çĕрулмипе çыхăнтарнă занятисем ирттереççĕ, ачасене «иккĕмĕш çăкăр» çинчен каласа параççĕ. Çамрăк ăрушăн ку питĕ кирлĕ тесе шухăшлатпăр. Вĕрентекенсем республикăна тулашран илсе килекен çĕрулмине мар, хамăрăнне çиме сĕнеççĕ.

Ĕнерех комплексра «Импорта улăштарнă чухнехи çĕрулми индустрийĕн инноваци аталанăвĕн лару-тăрăвĕпе пуласлăхĕ» наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пычĕ. Унта хутшăннисем «Импорта улăштарнă май çĕрулми туса илессине наукăри çĕнĕлĕхсемпе тивĕçтерес тĕллевсем», «Иккĕмĕш çăкăр рынокĕнчи 2017 çулхи ресурссем тата майсем», «Германири селекционерсен чи паха вăрлăх шухăшласа кăларас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçĕсем» темăсемпе докладсем итлерĕç. «Çĕрулми вăрлăхĕн пахалăхне палăртмалли нормативсем. Тĕрлĕ енĕпе усă курмалли иккĕмĕш çăкăр сорчĕсем», «Иккĕмĕш çăкăра çитĕнтернĕ чухне биологи технологийĕсемпе, çĕнĕ препаратсемпе усă курасси» ыйтусемпе «çавра сĕтел» хушшинчи калаçусем иртрĕç.

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче курав тата наука-практика конференцийĕ хăйсен ĕçне малалла тăсаççĕ. Ун хыççăн ăсчахсен, специалистсен, экспертсен, аякран килнĕ хăнасен шухăшĕ-сĕнĕвĕсене хаçатăн çитес номерĕсенче пĕлтеретпĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Василий Кузьмин

сăнÿкерчĕкĕсем

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.