Ĕçе çĕнĕлĕх кĕртни пĕлтерĕшлĕ

3 Пуш, 2017

Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварсемшĕн çурхи пĕрремĕш кун хĕвеллĕ çанталăкпа кăна мар, вĕсем патĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çÿревпе пулнипе те асра юлĕ.

Хурсем Рима çăлнă...

Михаил Игнатьев ăратлă хур ĕрчетекен «Вурнарец» ООО предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, витесене, инкубатора кĕрсе курчĕ. Асăннă кайăк-кĕшĕк ют çынна таçтанах сисет. «Хăнасем кĕрсен витере вăйлă шăв-шав çĕкленчĕ. Хăлхана хăть икĕ алăпах хупла! «Хурсем Рима çăлнă», — тесе ахальтен каламаççĕ иккен. «Халĕ вĕсем Чăваш Енĕн ят-сумне çĕклеççĕ», — çапла пĕтĕмлетес килчĕ предприятире пулнă хыççăн. Кунта тырпулпа пăрçа йышши культурăсене акса туса илеççĕ, хур, чăх-чĕп ĕрчетеççĕ. Александр Макулин директор пĕлтернĕ тăрăх, кайăк-кĕшĕк фабрикинче пĕлтĕр 578,7 пин çăмарта илнĕ, халăха 193,6 пин пуç чăх-чĕп сутнă. Предприятие чăх тата хур чĕпписене туянма Чăваш Енрен кăна мар, ытти регионтан та йышлăн килеççĕ.

Тулă, урпа, пăри кĕрпи хатĕрлеççĕ

«Велес» агрофирмăра /вăл Чиричкассинче вырнаçнă/ асăннă кĕрпесемсĕр пуçне витаминлă курăкран тата хыр лăссинчен çăнăх, комбикорм хатĕрлеççĕ. Эпир пынă чухне шăпах Улатăр вăрманĕнчен хыр тураттисене турттарса килнĕччĕ, рабочисем хыр лăссисене уйăратчĕç. Республика Пуçлăхĕ кĕрпе, комбикорм хатĕрлекен цехсене кĕрсе курчĕ, унта ĕçлекенсемпе калаçрĕ. Цехсенчи «Пысăк ĕçсен планне пурнăçлар», «Кунран-кун пурăнма хаваслăрах» плакатсене эпир маларах куларах йышăнтăмăр паллах, анчах агрофирма ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ хыççăн шухăша улăштартăмăр.

Предприятин директорĕ Дмитрий Лубкин пĕлтернĕ тăрăх, комбикормпа тĕрлĕ кĕрпе хатĕрлекен цех 2016 çулхи пуш уйăхĕнче хута кайнă. Талăкра кунта продукцие 40 тонна ытла кăлараççĕ, çĕнĕ цех уçнă.

«Кĕрпе, комбикорм хатĕрлеме тырпула Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсенчен туянатпăр. Комбикорма Чăваш Респуликинчи, Мари Элти хуçалăхсем те кăмăллаççĕ. Кĕрпесене Чулхулана ăсататпăр. Витаминлă курăкран тата хыр лăссинчен хатĕрленĕ çăнăха Чăваш Енре вырнаçтаратпăр тата Тутар Республикине ăсататпăр. Продукцие хатĕрлеме люцерна, пăрçа йышши культурăсене акма çĕр тара илтĕмĕр», — паллаштарчĕ Дмитрий Анатольевич.

Вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿснĕ

Район ертÿлĕхĕпе, вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ анлă канашлура республика Пуçлăхĕ Çĕрпÿсен аталанăвне пĕтĕмĕшле лайăх хак пачĕ. «Районăн вăйлă енĕсем пур. Юлашки çулсенче кунта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх вăйлă аталанчĕ. Ял хуçалăхĕнче те лайăх кăтартусем пур», — палăртрĕ Михаил Игнатьев. Асăннă хутлăхра паян тĕрлĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ те ÿснĕ. Районта паян 90 çултан иртнĕ 175 çын пурăнать. Вĕсенчен 5-шĕ — 100 çултан иртнĕ.

Çав вăхăтрах çивĕч ыйтусем те пур. Вĕсенчен пĕри — медицинăра кадрсем çитменни. Тĕслĕхрен, 9 ФАПра фельдшерсем çук, районти тĕп больницăра специалистсем çитмеççĕ. Çак лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе вĕсем фельдшерпа акушер пункчĕсене эрнере икĕ хутчен район больницинчен медсестрасене илсе килеççĕ. Вĕсем кунĕпех çынсене йышăнаççĕ. Районти тĕп больница кадр ыйтăвне татса парас тĕллевпе юлашки çулсенче çамрăксене вĕренме каймашкăн направлени парать, çав вăхăтрах студентсене стипенди тÿлесе тăрать. Сăмах май, медицина тата вĕрентÿ тытăмĕсенче паян ытларах аслă ăрури çынсем вăй хуни куçкĕрет. Çавăнпа Çĕрпÿсем çамрăксене илĕртмелли çул-йĕре шыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ Çĕрпÿсене вăхăтра тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем туса ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртмеллине аса илтерчĕ, малашлăхра çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума сунчĕ.

Çĕрпÿсен пурнăçĕпе Роза ВЛАСОВА паллашнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.