Archive - 2016
декабрь 2nd
Сусăрсене — пулăшу
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ хальхи вăхăтра 85 пин сусăра пенсипе тата уйăхри укçа тÿлевĕпе тивĕçтерсе тăнă май хевтесĕр çынсене йышăнмашкăн пурте усă курма пултаракан хутлăх туса хурассине тивĕçлипе хаклать.
Пенси тата уйăхри укçа тÿлевĕн виçисем инвалидлăх ушкăнĕпе çыхăннă, вăтамран 13,3 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Çарта суранланнисен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса инвалида тухнисен пенсийĕ чылай пысăкрах.
декабрь 1st
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 47 /896/ №, 1.12.2016
Качака хĕлле пaранлать
Ĕç хатĕрĕ кивелесрен
Триммер валли хĕлле ĕç çук, бензопăчкăпа та ытларах çулла ĕçлетпĕр. Эппин, вĕсене хĕлле тĕрĕс упрамалла.
Ĕç хатĕрне хĕлле упрамалли вырăн ăшă та типĕ пулмалла. Инструмента управа тĕрĕс хатĕрлемелле.
1. Бакра юлнă топливăна пушăлла ĕçлеттерсе çунтарса пĕтермелле, енчен те топливо нумай пулсан ăна юхтарса илмелле.
2. Бакри топливăна фильтрлакан хатĕре кăларса тасатмалла, кирлĕ пулсан çĕннипе улăштармалла.
3. Касакан хатĕре сÿтсе илмелле. Бензопăчкăн касакан сăнчăрне тасатмалла, çу сĕрсе таса пусма таткипе чĕркемелле, полиэтилен хутаçа хурса упрамалла.
Техĕмлĕх курaкăсем
Кунжут пирки калани авалхи Перси, Иран халăхĕсен халапĕсенчех тĕл пулать. Перс тухтăрĕ Авиценна та кунжут вăррин сиплĕхĕ пирки асăнни пур.
Ăшă тропик тăрăхĕсенче çак пĕр çул ÿсекен курăк икĕ метртан та çÿллĕрех çитĕнме пултарать. Унăн тăван çĕршывĕ Африка. Унта халĕ те хăй тĕллĕнех вăрă сапса ирĕклĕн çитĕнет вăл. Кунжута апат-çимĕç, медицина промышленноçĕсем валли ытларах Азири шăрăх çĕршывсенче çитĕнтереççĕ. Пирĕн çĕршывра Краснодар крайĕнче, Кавказ тăрăхĕсенче туса илме май пур сортсене селекцилесе кăларнă.
Ковролин сарар-и?
Урайне сармалли çак материала — ковролина — ăшă лайăх тытнăшăн, тирпейл.: илемл. курăннăшăн кăмăллаççĕ. Вăл сасă ямасть тата çирĕп, хăвăрт çийĕнсе пĕтмест, вараланса тĕссĕрленмест. Унăн хакĕ те чылайăшне тивĕçтерет.
Ăна ăçта сарма юрать? Ковролина пурăнмалли çуртăн çывăрмалли пÿлĕмĕсене, зала сарсан аван. Кухня яланах çÿпĕленет. Ковролина тăтăш тасатма тивет. Çавăнпа кухньăра çирĕп, яка урай пулни лайăхрах.