Качака хĕлле пaранлать

Ĕне тытма вăй çитерейменнипе качака туянтăм. Кĕçех вăл пăранламалла. Качака тапратнине епле пĕлмелле-ши? Путексене пăхма та пĕлсех каймастăп. Унччен ĕне ялан усранă пулин те пăшăрханатăп.

Валентина ИЛЛАРИОНОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Килте качака тытни аван. Унăн сĕчĕ çын организмĕшĕн усăллăрах пулнине ăсчахсем тахçанах çирĕплетнĕ. Вăл пĕчĕк ачашăн та юрăхлă. Качака усрама çăмăлрах, çулла ун валли апат та сахалрах хатĕрлемелле. Хĕл каçипе 3-4 качака пĕр ĕне чухлĕ çеç апат пĕтерет. Паллах, качака рационĕ ĕненнинчен кăштах урăхларах, пуянрах пулмалла. Ун валли чĕрĕ пахчаçимĕç, йывăç милĕкĕсем ытларах хатĕрлемелле. Качака пĕчченлĕхе юратмасть. Икĕ качака тытсан вĕсене тунсăх пулмĕ.

Ытларах чухне качака пăранлас вăхăт — кĕркуннепе хĕлле. Чупнă хыççăн пăранличчен 5 уйăх çÿрет — вăтамран 150 кун. Чуптарнă кунпа шутланинчен ытларах çÿресен, вăхăтран 10 кун ытла иртсен ветеринара кăтартма тăрăшмалла.

Миçе путек пăранласси ăратран килет. 2-3 путек тăвакансем пур. 4-5 путек пăранлакан ăрат та пур. Нумай путеке пăхса çитĕнтересси яваплă ĕç. Тимлĕх, пĕлÿ кирлĕ.

Пĕтĕ качакана пăранлама хатĕрлемелле. Вăхăт çитиччен 1,5 уйăх маларах ерипен сума пăрахмалла. Кунне 3 сунă тăк икĕ хутчен сума тытăнмалла, тепĕр эрнерен — пĕрре, унтан вуçех пăрахмалла. Выльăха тĕрĕс апатлантармалла. Самăр тăк пăранличчен 7-10 кун юлсан тырă, ирĕш-кĕрпе, комбикорм пама пăрахмалла. Качака ырханскер пулсан пăранличчен 3 кун юличченех тырă апачĕ пама юрать. Юлашки кунсенче пахчаçимĕçе те сахаллатмалла. Кăштах кавăн, кабачок, çĕрулми юрать. 3 кун çеç юлсан типĕ апат /утă, çулçă/ тата лĕп шыв çеç памалла.

Качака пăранлама хатĕрленнине тыткаларăшĕнчен, кĕлеткинчен пĕлме пулать. Çилли тулать, хытать, вĕрирех туйăнать. Купарча, ар таврашĕсем тăртанаççĕ. Хăшпĕр качака апат çиесшĕн мар. Пĕр тĕлте хытса тăрать, хăлхисене вылятать — темĕн итленĕн туйăнать. Чăнах та, вăл варти путекĕсем тапраннине итлет. Пăранлас умĕн выртма вырăн хатĕрлет, айсарăмне урисемпе кукалет.

Тапратакан качакана уйăрмалла. Ăшă витене кĕртмелле, айсарăмне çĕнетмелле. Пăранласса кĕтсех тăма май килмĕ, анчах та час-часах пырса тĕрĕслемелле. Качака пăранланă чухне пĕрле пулни лайăхрах. Путек çуралсанах таса пусмапа шăлса типĕтмелле, сăмси-çăварне йăлмакаран тасатмалла, амăшне памалла. Качака — лайăх амăшĕ, путеккисене çуласа тасатать.

3 е ытларах путек пулсан вĕсене ĕмкĕчпе алăран çитерессине йĕркелемелле. Амăшĕн сĕчĕ 3 путеке тăрантармалăх çитет. Пăранланă хыççăн качакана ăшă шыв памалла, утă-милĕк çеç çитермелле, 2-3 кунран пĕчĕккĕн пахчаçимĕç, унтан комбикорм, ытти хутăш пама юрать.

Качака путекĕсене малтанхи вăхăтра ăшă кирлĕ. Витери температура 20 градусран кая пулмалла мар. 4-5 кунран ерипен температурăна чакарса пыма юрать. Путексем 14 градус ăшăра хăйсене аванах туяççĕ, йĕркеллĕ аталанаççĕ. Вите сивĕ пулсан ăна ăшăтса тăрасси пирки малтанах шухăшламалла. Пушар хăрушсăрлăхне асра тытмалла. Ĕлĕкрех сурăх путеккисене пĕр уйăха яхăнах пÿртре усраттăмăр. Качака путекĕ сурăхăннинчен те ачашрах.

10 куна çитнĕ путексене çемçе утă çакса памалла, пĕр уйăха çитсессĕн лайăх вĕтетнĕ пахчаçимĕç пĕчĕккĕн çитерме юрать. Путек рационĕнче кăштах тăвар, пурă çăнăхĕ, шăмă çăнăхĕ пулмалла. Йышлă путеке çитĕннĕçемĕн амăшĕн сĕчĕ çитмест. Хушма сĕт кирлĕ. Путексем амăшĕпе чухне хырăм выçнă майăн ĕмеççĕ. 2 путекрен ытларах тăк кашнинех сĕт тивĕçнине сăнаса тăмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.