Ковролин сарар-и?

1 Раштав, 2016

Урайне сармалли çак материала — ковролина — ăшă лайăх тытнăшăн, тирпейл.: илемл. курăннăшăн кăмăллаççĕ. Вăл сасă ямасть тата çирĕп, хăвăрт çийĕнсе пĕтмест, вараланса тĕссĕрленмест. Унăн хакĕ те чылайăшне тивĕçтерет.

Ăна ăçта сарма юрать? Ковролина пурăнмалли çуртăн çывăрмалли пÿлĕмĕсене, зала сарсан аван. Кухня яланах çÿпĕленет. Ковролина тăтăш тасатма тивет. Çавăнпа кухньăра çирĕп, яка урай пулни лайăхрах.

Ковролина строительство е юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн сармалла. Бетон, линолеум, хăма е паркет çине сарма юрать. Çуртри температура Œ15 градусран пĕчĕк тата нÿрĕклĕх 75% пысăк пулмалла мар. Урайне лайăх тикĕслемелле. Тикĕс мар, çÿллĕрех тĕлсенчи ковролин хăвăртрах çийĕнсе тĕссĕрленет. Урай хăмаран пулсан унăн тикĕслĕхне тĕрĕслемелле, çурăксене питĕлемелле, якатмалла. Урайне тĕплĕн тасатмалла, çÿп-çапа пылесоспа сăхтармалла, ковролин сариччен акрил грунтпа сĕрсе пĕр талăка хăвармалла. Ковролина та пĕр талăк пÿлĕме «хăнăхтармалла».

Мĕнлисем пулаççĕ? Синтетика материалсенчен тата çăмран тăваççĕ. Синтетикăпа выльăх çăмĕ хутăштарса тĕртнисем пур. Хутăш материалтан тата çăмран çеç туни пахарах. Пÿрт ăш-чиккине килĕшсе тăракан материал суйлама тăрăшмалла.

Ковролин сармалли мелсем. Карăнтарса çирĕплетесси. Урай тăршшĕпе тата анлăшĕпе пĕр пек планкăсем çине çирĕплетсе тыттармалла планкăсене урайне çапмалла. Ку меслет пысăках мар пÿлĕмсем валли юрăхлă.

Çилĕмпе çы­­пăçтарса сарма та ансат. Ковролин выртмалли никĕсе тасатмалла, грунтламалла. /Ку меслет бетон урайне сарма аван/. Пĕр талăкран унта ковролина тикĕс сарса хуратпăр. Унтан ăна вылянтармасăр чĕркемелле те урайне çилĕм сĕрмелле. Вунă минутран чĕркеме сÿтсе ковролина çыпăçтарса пыратпăр. Кирлĕ чухне ковролина сÿтсе илме май пултăр тесен ятарлă çилĕмпе усă курмалла.

Тăршшĕ кĕскерех е пÿлĕмсен черетленĕвĕ тĕлĕнче пулсан ковролина сыпмалла. Çак меслет юрăхлă. Ковролин вĕçĕсене пĕр-пĕрин çине 5-7 см хуплантарса хумалла, варрине йĕр туртмалла та ун тăрăх çивĕч хачăпа е ятарлă çĕçĕпе касмалла. Ковролин тĕлме-тĕл сыпăнĕ, вĕçĕсене çилĕмпе çыпăçтармалла.

Икĕ енлĕ скотчпа урай çумне çыпăçтарма пулать. Малтан урайне стена çуммисемпе скотчăн пĕр енне çеç вистесе çыпăçтарса тухмалла. Унтан — 50х50 см шакмакласа. Ковролина сармалла, тикĕслемелле. Скотчăн пĕр енне малтанах вистемелле мар-ха. Ковролин лайăх вырнаçса выртсан ăна тирпейлĕн çурри таран чĕркетпĕр, скотчăн çиелти енĕсене вистесе ковролина хурса пымалла, унтан тепĕр çуррине те çыпăçтарса хуратпăр.

Килĕшÿллĕ сарнă ковролин пÿрт ăш-чиккине хăтлăрах, илемлĕрех тума май парать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.