Чăваш сассине тытса пынă çыннăмăр

2 Раштав, 2016

Паллă журналист, общество ĕçченĕ, Чăваш наци конгресне 1997-2013 çулсенче ертсе пынă Геннадий Архипов пурăннă пулсан çак кунсенче 60 çул тултаратчĕ. Шел, пурăнса çитереймерĕ вăл çак куна, иртнĕ çул пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Апла пулин те Геннадий Николаевичăн çутă сăнарĕ, тăван халăхшăн тунă ĕçĕсем яланах асăмăрта. Унăн ячĕ чăваш наци культура чĕрĕлĕвĕшĕн вăйне, ăсне, пултарулăхне панă сумлă çыннăмăрсен хушшинче.

Геннадий Архипов «Хыпар» /маларах «Коммунизм ялавĕ»/ хаçатăн вырăнти корреспондентĕнче ĕçленĕ вăхăтра та, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçланă тапхăрта та час-часах хутшăнаттăмăр. Конгресс ĕçĕпе йăхташсем пысăк йышпа пурăнакан хутлăхсене питĕ нумай тухса çÿренĕ вăл. Пĕрле вара журналистсене илетчĕ. Çапла ун пуçарăвĕпе ăçта кăна пулмарăмăр-ши? 1999 çул уйрăмах асра. Мускаври чăвашсен Акатуйне хутшăнтăмăр, Питрав кунĕнче Оренбург облаçĕнчи Грачевка районĕнчи чăвашсен уявне çитсе килтĕмĕр, тепĕр эрнерен Беларуçа çула тухрăмăр, кĕркунне Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнче облаçри чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе тĕл пултăмăр. Çулталăк вĕçĕнче Пушкăртстанри чăвашсем хăйсен канашне йĕркеленине курса савăнтăмăр. Паллах, Геннадий Николаевич çак мероприятисене пирĕнсĕрех кайма пултарнă, анчах вăл унти йăхташсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тăван халăха каласа кăтартас ĕмĕтпе пурăннă. Çапла майпа унпа тата конгресс хастарĕсемпе Чĕмпĕрпе Пенза облаçĕсене, Тутарстана, Мари Эла, Пушкăртстана, Питĕре, Мускава темиçе хут та кайнă. Тата хăçан çапла кар тăрса инçетри ентешĕмĕрсем патне çула тухăпăр-ши?

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Чăваш наци культура чĕрĕлĕвĕн ăс-хакăл ертÿçисем тата вĕсен тÿпи, ăраскалĕ» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Ăна Г.Н.Архипов çуралнăранпа 60 çул çитнине халалланă. Мероприятие ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов хутшăнчĕç. Калаçăва пуçăниччен фойере йĕркеленĕ «Тĕрĕсех тенĕ çулран пач пăрăнман...» сăнÿкерчĕксен куравĕпе паллашрĕç. Кашни ÿкерчĕкре — палланă сăн: ачалăхра, салтакра, студент çулĕсенче, «Коммунизм ялавĕ» хаçат ĕçченĕсен йышĕнче /çÿлти сăнÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕш/, Чăваш Енĕн паллă, сумлă çыннисемпе юнашар... Халь-халь сăмах хушса каласшăн туйăнать.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Алексей Леонтьев Геннадий Архипова публицист, общество тата патшалăх ĕçченĕ пек хак пачĕ, Геннадий Николаевич 1984 çулта «Коммунизм ялавне» вырăнти корреспондента вырнаçнă тапхăртан пуçласа ăна юлашки çула ăсатнă самант таран тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Малтан хаçатра пĕрле ĕçленĕ, унтан — Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пулса чăвашлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама хутшăннă, кайран ЧНК лавне пĕрле туртнă. Алексей Петрович Чăваш Республикине туса хунăранпа 1995 çулта 75 çул тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ 1100 çул тултарнă май çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăхлăх кунне уявласси пирки йышăну тăвас ĕç мĕнле тĕвĕленсе пынине аса илчĕ. Халĕ çак уяв тепĕр ятпа — Республика кунĕ — иртет. Чĕлхе саккунне, ытти саккуна, Чăваш Республикин Конституцине хатĕрлесе йышăнас тĕлĕшпе те Геннадий Николаевич хăйĕн тÿпине хывнă. ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕсенче тăван чĕлхепе калаçакан пĕртен-пĕр чăваш пулнă тесен те йăнăш мар.

Валерий Филимонов, ЧР Патшалăх Канашĕн иккĕмĕш суйлавĕнче Геннадий Архиповпа пĕр вăхăтра депутат пулнăскер, Чăваш Республикин Конституцине хатĕр­ленĕ тапхăра аса илчĕ. «Геннадий Николаевич кашни сессире питĕ хĕрÿллĕ калаçатчĕ. Конституци ыйтăвĕпе те, республикăри паллă çынсен палăкĕсене лартас тĕлĕшпе те. Манăн çакăн пек сĕнÿ пур: Геннадий Архипова халалланă курава Патшалăх Канашĕнче, унтан районсенчи шкулсенче кăтартмалла, унăн ячĕ ан манăçтăр», — терĕ Валерий Николаевич.

Юрий Исаев Архипов пуçарнă ĕçе пирĕн малалла тăсмаллине палăртрĕ. Институт архивĕ валли Геннадий Николаевичпа çыхăннă асаилÿсем çырса пама сĕнчĕ. Владимир Иванов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Архиповпа пĕр класра вĕреннĕскер, юлташне, ĕçтешне ăшшăн аса илчĕ. Вăл чăвашлăх ĕçĕнче хастарлăх кăтарт­нинче тăван шкулĕн — Етĕрне районĕнчи Хучаш вăтам шкулĕн — коллективĕн ырă йăлисен витĕмĕ пуррине палăртрĕ.

Вячеслав Оринов шухăшĕпе — Архиповăн ĕмĕт-тĕллевĕнче çав вăхăтшăн пурнăçа кĕртме май çук ĕçсем те пулнă. «Сăмахран, вăл чăваш киновне çĕнĕрен чĕртсе тăратма ăшталанатчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çакă юмах пек çеçчĕ. Халĕ акă «Асам» кинофестивале иккĕмĕш хут ирттертĕмĕр», — палăртрĕ Вячеслав Николаевич.

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров пур çĕрте те чăваш сассине тытса пынă Геннадий Архипов умĕнче пуç тайса паянхи интеллигенцие «чĕпĕтсе» илчĕ. Ăсчаха эпир чăмăртанса ĕçлейменни, чăвашлăха тытса пырайманни, тăван халăх кун-çулне çителĕклĕ çутатса парайманни кулянтарать.

Сăмах илекенсем татах пулчĕç: КПСС Етĕрне райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Леонид Софронов, районти тĕп библиотека директорĕ Нина Долгова, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев, Владимир Иванов профессор, ЧНК президиумĕн членĕ Геронтий Никифоров, Александр Вражкин, Михаил Краснов. Вĕсем Геннадий Архипов çинчен аса илчĕç, унăн ĕçне малалла тытса пырас тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Мăшăрĕ Елена Гурьевна Геннадий Николаевича сума суса пынă çынсене чун-чĕререн тав турĕ. Çапах та, ман шухăшпа, чăвашлăх ĕçĕнче Архипов вырăнĕ халĕ те пушă.

Надежда СМИРНОВА.

Александр ВРАЖКИН сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.